Кайри Ункӑпуҫ

Кайри Ункӑпуҫ (выр. Микши-Энзей) — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял. Администраципе территори виҫи пек Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн шутне кӗрет.

Этимологи

Вырӑсла ял ячӗ ял пӗрлешнинчен йӗркеленӗ: Микшикасси тата Енҫейкасси. Чӑваш ячӗ Малти Ункӑпуҫ ялӗпе танлаштарсан ӑҫта вырнаҫнине кӑтартать.

Ӗлӗкхи ячӗсем

1897 ҫулта тухнӑ «Список селений Казанской губернии» кӑларӑмра яла «Микиш касы, д. ч., 255 чел., Вторая Пихтулина, Рыскино, Козьмодемьян. уезд, Сюндырская волость» тесе кӑтартнӑ[1].

Ойкономист В. А. Нестеров Микшинкасси (Моншинкасси) ял ятне «мӑкшӑ» этнонимпа ҫыхӑнтарать. Енҫейкасси ячӗ вара унӑн шухӑшӗпе ирҫе чӗлхинчи хӑмла ҫырлине пӗлтерекен «инзей» сӑмахран пулса кайнӑ[1].

Микшикассине 1897 ҫулта ҫавӑн пекех Рыскино, Енҫейкассине Саворейкино ятпа палӑртнӑ пулнӑ[1].

Географийӗ

Кайри Ункӑпуҫ, ку ял ятӗнченех паллӑ, Ункӑ юханшывӗн ҫӑлкуҫӗ патнелле вырнаҫнӑ. Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче, Малти Ункӑпуҫран ҫурҫӗр енче, Крикакасси ялӗнчен ҫурҫӗр-тухӑҫ енче тата Хыркасси ялӗнчен кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ. Шупашкартан 19 километрта, муниципаллӑ округӗн центрне, Кӳкеҫе, ҫитме — 20 ҫм, е тӳрӗ йӗрпе виҫсен 15 ҫм яхӑн анӑҫ-ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ.

Ҫурҫӗр енчен ял хӗррипе М7 «Атӑл» магистраль ҫаврӑнса иртет[1].

Ялти паллӑ топонимсем: Кируля ҫырми, Лопков варӗ, Ача макӑрнӑ варӗ[1]. Ял йӗри-тавра темиҫе пӗве вырнаҫнӑ.

Тытӑмӗ

Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи урамсемпе тӑкӑрлӑксем: Ленин, Симӗс, Вӑрман, Ҫӗнӗ тӑкӑрлӑк, Анатри тӑкӑрлӑк, Клуб тӑкӑрлӑкӗ[1].

Кайри Ункӑпуҫ шутне ҫавӑн пекех «Империал» клуб посёлокӗ кӗрет.

Историйӗ

1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗне Микшикассипе Енҫейкасси ялӗсене пӗрлештерсе йӗркеленӗ.

1724 ҫулччен Иккӗмӗш Пихтулин, ҫавӑн пекех икӗ ял кассисенче пурӑнакансем ясак тӳлекен чӑвашсем шутланнӑ, 1866 ҫулччен — патшалӑх хресченӗсем. Унта пурӑнакансем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетнӗ, пулӑ тытнӑ, бурлак пулса ӗҫе кӗрӗшнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем килти ал ӗҫпе аппаланнӑ, чӑпта ҫапнӑ, Ҫӗктерти хӑма ҫуракан савута пӗрене тавраш ӑсатнӑ.

1939 ҫулта 385 ҫынна шута илнӗ, 1979 ҫулта — 439. 2002 ҫулта 116 кил пулнӑ, 2010 ҫулта —107 кил хуҫалӑхӗ. XIX ӗмӗрте Микшикассипе Енҫейкасси Иккӗмӗш Пихтулин (халӗ Кайри Ункӑпуҫ шутӗнче) ялӗнчен тухнӑ ҫынсем йӗркеленӗ касӑсем пулнӑ. Иккӗмӗш Пихтулин 1721 ҫултанпа паллӑ, ун чухне унта 64 арҫын, 1747 ҫулта 88 ҫын пурӑннӑ. 1795 ҫулта 66 кил пулнӑ, 331 ҫын пурӑннӑ. 1858 ҫулта Микшикасси ялӗнче 93 ҫын пурӑннӑ, Енҫейкассинче — 96. 1906 ҫулта Микшикассинче (Рыскино) — 29 кил, 183 ҫын, Енҫейкассинче (Саварейкино) — 28 кил, 143 ҫын пурӑннӑ. 1926 ҫулта Микшикассипе Ензейкассинче — 74 кил, 353 ҫын пурӑннӑ.

Микшикассипе Енҫейкасси ялӗсенче коллективизаци тапхӑрӗнче «Ударник» колхоз йӗркеленӗ. 1950 ҫулта вӑл «Коминтерн» (Крикакасси) колхозпа пӗрлешнӗ. 1960 ҫулта колхоз «Ленинец» (Салапайкасси) колхоз йышне кӗнӗ. 1969 ҫулта вӑл «Приволжски» (Хыркасси) совхоз йышне кӗнӗ. 1972 ҫулта совхоза «50 ҫул тултарнӑ СССР» ят панӑ[1].

2010 ҫулта «50 ҫул тултарнӑ СССР» совхозӑн ӗҫне малалла тӑсакан «Атӑл» ЯХПК ӗҫленӗ[2].

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе ялта 398 ҫын (чӑвашсем 98 %) пурӑннӑ[3], 2010 ҫулта — 369 ҫын[4].

Халӑх йышӗ
2010[5]2012[6]
369337
100
200
300
400
2010
2012

Ялти паллӑ ҫынсем

  • Авельев Николай Ефимович (1905—1989) — III ранг капитанӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
  • Алексеев Анатолий Ефимович (1918—паллӑ мар) — тухтӑр, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.

Культура

Ялта Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ҫар ҫыннисене асӑнса палӑк лартнӑ. Вӑл Ленин урамӗпе Клуб тӑкӑрлӑкӗ хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ.

Ялӑн Вӑрман урамӗнче «Подсолнух» кану бази вырнаҫнӑ. Ун пирки лайӑх хакланисем чылай тӗл пулаҫҫӗ[7].

Инфраструктура

Ялта асфальт сарнӑ. М7 автоҫул ҫине тухмалли темиҫе вырӑн пур.

Сӑнсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Энциклопедия Чебоксарского района : Микши-Энзей (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
  2. ^ В.И. Алиней, З.А. Трифонова. Микши-Энзей. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  4. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  5. ^ https://web.archive.org/web/20210727110743/http://gov.cap.ru/HOME/75/2012/02/240212/%D1%87%D0%B8%D1%81%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D0%BE%D1%81%D1%82%D1%8C%20%D0%BD%D0%B0%D1%81%D0%B5%D0%BB%D0%B5%D0%BD%D0%B8%D1%8F%20%D1%87%D1%83%D0%B2%D0%B0%D1%88%D0%B8%D0%B8%20%D0%BF%D0%BE%20%D0%B2%D0%BF%D0%BD%202010.doc.
  6. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  7. ^ База отдыха «Подсолнух» (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 262. — 505 с.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем