Шемшер

Шемшер, — Шупашкар районӗнчи ял. Кунта малтан Шемшер вулăсĕн администрацийĕ вырнаçнă пулнă.

Истори

1927 çулчен Шупашкар уесӗн Шемшер вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хальхи вăхăтчен Шупашкар районне кĕрет.

Чаппан вӑрҫи

Паллă çыннисем

  • Антун Мучи, халӑх пултарулӑхне пухакан.
  • Боровкина Калисса Степановна (ҫур. 16.5.1925), тухтӑр. 1948 ҫулта Хусанти медицина институтӗнче пӗлӳ илнӗ. 1948–1955 ҫулсенче Ҫӗрпӳри санэпиденстанцире тӗп тухтӑр, 1955–1957 ҫулсенче Канаш хула пульницинче тухтӑр-лаборант, 1957–1976 ҫулсенче Канаш хула пульницин тӗп тухтӑрӑн сиплев пайӗн ҫумӗ, 1976–1980 ҫулсенче тӗп тухтӑрӑн поликлиника тӗлӗшӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, 1991 ҫулччен кардиоревматолог пулса ӗҫленӗ. 1970 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята тивӗҫнӗ.
  • Бронников Иван Иванович (6.1.1884 — ?), суд секретарӗ. Шупашкарти 3 класлӑ хула училищинче, Хусанти вӗрентекенсен семинарийӗн 1-мӗш класне вӗренсе пӗтернӗ.1923 ҫулччен Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомра юрисконсульт пулса ӗҫленӗ. 1923 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗпе 1925 ҫулхи акан 13-мӗшӗччен — ЧАССР Область сучӗн пуҫиле пайӗн суд коллегийӗн секретарӗ пулнӑ.
  • Васильева Клавдия Васильевна (1915–?), тухтӑр.
  • Власихина (Петрова) Вера Петровна (1924–2004), санитарка, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫине хутшӑннӑскер.
  • Демидова Анна Демидовна (11.2.1904–19.1.2005), нумай ҫул пурӑннӑ хӗрарӑм.
  • Доманова Ольга Степановна (1923–?), терапевт, кардиолог.
  • Елисеева Нина Яковлевна (1912–1942), тухтӑр, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫине хутшӑннӑскер. 1930 ҫулта Хусан университечӗн медицина факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. Сӗнтӗрвӑрринче тухтӑр пулса ӗҫленӗ. 1941 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна фронта чӗнсе илнӗ, унта вӑл ППТГ ҫар тухтӑрӗ пулса хутшӑннӑ. 1942 ҫулта пуҫ хунӑ.
  • Ефимова Вера Зиновьевна (1929 — ?), фармацевт.
  • Иванов Геннадий Алексеевич (1941 ҫ.ҫ.), травматолог-тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
  • Левицкая Валентина Михайловна (1945 ҫ.ҫ.), тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
  • Мешкова Фаина Никифоровна (1934–), ветеринар.
  • Павлов Степан Павлович (1897–1942), Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ Вӑрҫине хутшӑннӑ тухтӑр.
  • Пиктемир Николай Никитич, чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.
  • Риванова Фаина Леонидовна (ҫур. 7.7.1922), фармацевт. 1940 ҫулта Шупашкарти фармацевтика шкулӗнче пӗлӳ илнӗ, 1948–1991 ҫулсенче 2№ аптекӑра ӗҫленӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ сывлӑх сыхлав ӗҫченӗ.
  • Скворцов Леонид Евлампьевич (1909–паллӑ мар), рентгенолог-тухтӑр.
  • Смирнова Анна Ивановна (1910–1995), Чӑваш Енри пӗрремӗш лётчица.
  • Софронова Феодосия Константиновна (4.6.1906–15.2.2009), нумай ҫул пурӑннӑ хӗрарӑм. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче сӗт пухнӑ, яслинче апат пӗҫернӗ, почтальон пулса ӗҫленӗ, коллективлӑ хуҫалӑх туса кӑларнӑ продукципе пасарта суту=-илӳ тунӑ, утарта ӗҫленӗ.
  • Столяров Алексей Васильевич (1936), ӑсчах, профессор.

Культура

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем

Категорисем