Пиктемир Николай Никитич
Пиктемир Николай Никитич (псевдоним; чӑн хушамачӗ — Никитин; 1906 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ, Шемшер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1943, ҫапӑҫу хирӗ[d] — 1943) — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи тата журналисчӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер[1][2].
Пурнӑҫӗ
Вӑл Шупашкар уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар муниципаллӑ округӗ) Шемшер ялӗнче ҫуралнӑ[1]. 1926 ҫулта Шупашкарти тӗп чӑваш педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ[1]. Ун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушши Шупашкар районӗнчи Ольтикасси ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ачасене вӗрентнӗ[1].
1931 ҫултанпа «Сунтал» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ, «Канаш» хаҫатра тӑрмашнӑ[1]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ[1]. 1943 ҫулта вӑрҫӑ хирӗнче пуҫне хунӑ[1][2].
Пултарулӑхӗ
Николай Пиктемир сӑввисене хаҫат-журналта пичетленӗ. 1931 ҫулта унӑн «Колхоз ачисем» ятлӑ уйрӑм кӗнеке кун ҫути курнӑ[1][2]. Сӑвӑҫӑн хӑш-пӗр хайлавӗсем «Юлашки юн тумламӗччен...» тата «Паттӑрлӑх кунӗсем» авторсен пуххисене кӗнӗ[1][2].
Ҫавӑн пекех вӑл В. Гюго, А. Чехов, М. Шолохов, М. Лермонтов, Вашингтон Ирвинг, А. Голубева тата ыттисен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ[3].
Пичетленнӗ кӗнекисем
- «Колхоз ачисем» (сӑвӑсем, 1931)[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Пиктемир (Никитин) Николай Никитич (выр.). Литературная карта Чувашии (Национальная библиотека Чувашской Республики). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 Единый день писателя-юбиляра (календарный план на 2026 год) (выр.). kugesilib.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Пиктемир, Николай Никитич (поэт; 03.12.1906-1943) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
Вуламалли
- Афанасьев П. Писатели Чувашии, Шупашкар, 2006.
- Журналисты Чувашии. — Чебоксары, 2005.
- Населенные пункты Чебоксарского района Чувашской Республики: Справочник. — Чебоксары, 2008.
- Павлов Л.П., Станьял В.П. Сторона моя Чебоксарская. - Кугеси, 1997.
- Çулталăк кĕнеки, 2001, Шупашкар, 2000.
- Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫыравҫӑсем. — Кӳкеҫ, 2002.
- Ялгир П., Чăваш литературин энциклопедийĕ. — Кӳкеҫ, 2000.
