Антун Мучи

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Антун Мучи
Антун Мучи.jpg
Çуралнă вăхăт 1883
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1965
Гражданлăх
Ĕçлев тĕсĕ фольклорист

Антун Мучи (чӑн ячӗ Прокопьев Антон Прокопьевич; 1883, Шемшер, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1965) — халӑх пултарулӑхне пухакан, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сӑвӑҫ, Хвети Чӑваш, Гаврила Фёдоров ӗҫне малалла тӑсакан[1].

Кун-ҫулӗ

Ҫурматӑлӑххӑн ӳснӗ. Шкулта тӑватӑ ҫул вӗреннӗ. Мусӑк инструменчӗсем калама тата юрлама юратнӑ, халӑх хушшинче ӑна «Юрӑҫ Антун» пек пӗлме пуҫланӑ.

Атӑл ҫинче сулӑ юхтарнӑ, грузчик пулса ӗҫленӗ. Ҫул сарас ӗҫе те хутшӑннӑ.

Хусанти Трефолев хуҫа патӗнче ҫӑкӑр пӗҫернӗ. 1908 ҫулта пӗррехинче пекарньӑра ӗҫлекенсем умӗнче чӑваш, вырӑс тата тутар юррисене юрланӑ. Хуҫа концерта салатнӑ, Антуна вара «суккӑр чӑваш» тесе вӑрҫса тӑкнӑ. Каччӑ ҫакна чӑтса тӑрайман, хуҫана хирӗҫ алӑ ҫӗленӗ — чуста ӑшне пӑрахнӑ та кайран хапхаран кӑларса пенӗ. Пакарньӑра ӗҫлекенсем ҫав каҫхинех Антуна пӑрахут ҫине лекме пулӑшнӑ, вара вӑл Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме пуҫланӑ.

12 ҫул хушши тӗрлӗ кӗтессем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Антун тӑван ялне таврӑннӑ. Ҫав хушӑра вӑл ҫарта та пулса курнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑннӑ хыҫҫӑн Антун авланнӑ, «Серп и молот» колхозра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Пултарулӑхӗ

Ятарлӑ пӗлӳ илмен пулин те сӑвӑ хайланӑ, юрӑ ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем «Ленин ҫулӗпе», «Ҫамрӑк коммунист», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Тӑван Атӑл» журналта[2] пичетленнӗ.

1959 ҫулта унӑн сӑввисем «Ваттисен ячӗпе» ятлӑ кӗнекере пичетленсе тухнӑ[3].

Хисепӗсем

Чӑваш ҫыравҫисен V пухӑвӗнче Антун Мучи юррисене пысӑка хурса хакланӑ. Халӑх пултарулӑхне пухнӑшӑн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Энциклопедия Чебоксарского района: Антун Мучи (выр.). Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/0/tatl_0_1958003.pdf
  3. ^ Мучи, Антун. Ваттисен ячӗпе: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 78 с.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 64. — 505 с.
  • Чӑваш литературин антологийӗ / [ред. ушкӑнӗ: С. Л. Павлов т. ыт. ; В. Г. Родионов, В. Н. Алексеев пухса хатӗрленӗ ; В. Н. Гончаров ӳнерҫӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — [Т. 2]: Поэзи. — С. 70.

Каҫӑсем