Шупашкар районӗ

Шупашкар районӗЧăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи. 2004–2022 ҫулсенче ҫавӑн пекех муниципаллӑ район шутланнӑ.

1927 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă.

undefined

Тавралăхĕ

Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Тухăç енче Сӗнтӗрвӑрри районӗ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, анăç енче Муркаш районӗ юнашар вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăмпа танлашать. Ку вăл республикăнри мĕнпур лаптăкран 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула евĕр паçулкăра вырнаçнă. Атӑл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.

Çутçанталăк

undefined

Шупашкар районĕ Чăваш платовӗ çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикат кирпĕчĕ тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.

Шупашкар районĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла нӳрĕк (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче) ӳкет.

Районти чи пысăк юханшывАтӑл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем.

Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăçĕсем ытларах тĕл пулаççĕ.

Халăх йышĕ

1999 çул пуçламăшĕ тĕлне районта Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара шута илмесен 59,3 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 92% — чăвашсем. Пурăнан халăхăн вăтам йышлăхĕ 43 çын/çм. Районта 2 хулапа (Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар) 3 хула евĕр паçулкă (Шупашкар хулине кĕрекен Сосновкăпа Ҫӗнӗ Лапсар тата Кӳкеç).

Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.

Хуçалăх

Пысăк промăçлăх центрĕсене çывăх пулнăран районта ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта ҫӗрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт-çу, çăмарта тупăшласа илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăшне (76%) сухаланă.

Паллă çынсем

Вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи вӗренӳ тытӑмне Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ, спорт тата ҫамрӑксен политикин управленийӗ йӗркелесе пырать.

Шупашкар районӗнче пурӗ 25 шкул, 14 ача пахчи вырнаҫнӑ:

  • 15 вӑтам шкул;
  • 1 лицей;
  • 7 тӗп шкул;
  • 2 пуҫламӑш шкул;
  • 14 ача пахчи;
  • 2 ятарлӑ шкул.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем