Кудрявцев Илья Фёдорович

Кудрявцев Илья Фёдорович (1908 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ, Ойкас (Лапсар ял тӑрӑхӗ)|Ойкас, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни1968 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин скульпторӗ, пӗрремӗш чӑваш скульпторӗсенчен пӗри[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1908 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи Ойкасси ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫатра-Лапсар шкулӗнче пӗлӳ илнӗ.

1927—1928 ҫулсенче Сӗнтӗрвӑрринчи художествӑпа промышленность техникумӗнче вӗреннӗ. 1933 ҫулта Чӑваш педагогика рабфакӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1937—1939 ҫулсенче Горькийри художество училищи ҫумӗнчи студире вӗреннӗ. 1941 ҫулта Киеври художество институчӗн (халӗ Сӑнарлӑ ӳнерпе архитектурӑн наци академийӗ) куҫӑмсӑр уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ[1].

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса (зенитчиксен взвочӗн командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ) ахаль пурнӑҫа таврӑннӑ хыҫҫӑн Илья Федорович пултарулӑх ӗҫне кӳленнӗ. Кашни ҫулах Мускава командировкӑсене ҫӳренине пула вӑл тӗп хулари паллӑ скульпторсемпе паллашма пултарнӑ, вӗсен пуян опычӗпе паллашнӑ, унпа хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курнӑ. Вӑл Чӑваш Енри паллӑ ҫынсен чылай скульптура портретне йӗркеленӗ: «Сталинпа Ворошилов» монументлӑ скульптура (Пӗтӗм Союзри халӑх таланчӗсен куравӗнче кӑтартнӑ), РСФСР тата Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн М. С. Спиридоновӑн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн В. П. Воробьев композиторӑн, халӑх ҫыравҫин Ҫемен Элкерӗн, чӑваш сӑвӑҫин Ҫеҫпӗл Мишшин тата ыттисен кӳлеписене хатӗрленӗ. Пӗтӗм Союзри «СССР хӳтӗлевӗ» курав валли хатӗрленӗ унӑн монументлӑ композицийӗ халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш скульпторӗн ӗҫӗсене Хусанти, Сталинградри, Куйбышеври, Мускаври, Шупашкарти куравсенче кӑтартнӑ.

Унӑн мӗнпур ӗҫӗсем хушшинче чӑваш литературине никӗслекен Константин Иванов сӑнарне калӑпланӑ ӗҫ уйрӑмах палӑрса тӑрать. Палӑка Шупашкарта 1952 ҫулта вырнаҫтарнӑ. Ҫак ӗҫшӗн скульптор Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хутне тивӗҫнӗ.

1950—1967 ҫулсенче Илья Фёдорович Кудрявцев «Чӑвашстрой» трест ҫумӗнчи лепщиксен курсӗнче, ҫавӑн пекех Шупашкарти Пионерсен ҫурчӗ ҫумӗнчи ҫамрӑк скульпторсен кружокӗнче вӗрентнӗ[2].

1968 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе тата медальсемпе чысланӑ пулнӑ.

Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн фондӗнче И. Ф. Кудрявцевпа ҫыхӑннӑ документсем упранаҫҫӗ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Кудрявцев Илья Федорович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ Художники и архитекторы: Кудрявцев Илья Федорович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ Скульптура И. Ф. Кудрявцева, посвященная памяти К. В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.

Вуламалли