Фёдорова Любовь Владимировна

Любовь Владимировна Фёдорова (ҫур. 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ, Лапсар ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей театр артистки, 1972 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет[1].

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1988), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1996), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ артисчĕ (2005)[2].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ[3]. Нумай ачаллă çемьере ӳснӗ. Ача чухнех ытти шкул ачисемпе пĕрле хăйсем хатĕрленĕ концертсем ирттернӗ, суйлав кунӗсенче суйлавҫӑсене юрă-ташăпа савăнтарнă.

1972 çулта Ленинград патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтне(выр.)чăв. (А. Кацман курсӗ) вӗренсе пӗтернӗ[4]. Чӑваш студийӗнче унпа пӗрле Владимир Семёнов, Леонид Трифонов, Валентина Трифонова, Иосиф Дмитриев, Владимир Бурмистров тата ыттисем те.

1972 ҫултанпа К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, 100 ытла роль калӑпланă[5].

undefined

2013 çулта Любовь Фёдорова Екатеринбург хулинче иртнĕ XII «Коляда-Plaus» хальхи драматургин пĕтĕм тĕнчери фестивалĕнче хутшăннă, унта «Шанель пике» спектакльте Капитолина Петровна рольне вылянă. Спектакль фестивалĕн Гран-прине çĕнсе илнĕ[6].

undefined

2024 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче актрисăн «Театр — ман ăраскал» моноспектаклӗ(выр.)чăв. иртнĕ[7], 2026 çулхи пушăн 13-мĕшĕнче унăн сцена ҫинче выляма пуҫланӑранпа 50 çул ҫитнине халалланă юбилей каçĕ иртнĕ, çав каçра «Шăпчăк юрлать Питравччен» спектаклĕн премьери пулнă[8].

undefined

Театрти ӗҫӗсем

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп хучӗ (1981)[10];
  • Театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсӗн лауреачӗ, «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире (2013);
  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2018);
  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артистки (1988)[11];
  • Чӑваш Республикин халӑх артистки (1996)[3];
  • Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки (2005)[2];
  • «Ӳнерти ҫитӗнӳсемшӗн» хисеп палли[12].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Театр — моя судьба. Любовь Федорова. Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 60 лет назад родилась народная артистка Чувашской Республики, заслуженная артистка Российской Федерации Федорова Любовь Владимировна (выр.). culture.cap.ru (12 кӑрлачӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Е. В. Федотова. Фёдорова Любовь Владимировна (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ Фёдорова Любовь Владимировна (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  5. ^ Народной артистке России Любови Фёдоровой исполняется 65 лет (выр.). cheboksary.ru (11 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 Фёдорова Любовь Владимировна (выр.). chuvdram.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Показ моноспектакля «Театр – ман ăраскал». Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Чувашский драмтеатр отметит юбилей заслуженной артистки России Любови Федоровой. Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  9. ^ Взрослый репертуар. Чувашский государственный академический драматический театр им. К.В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  10. ^ Виктор Иванов. Мастерство Любови Фёдоровой оценено по заслугам (выр.). cheb.mk.ru (12 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  11. ^ Фёдорова, Любовь Владимировна (актриса; 12.01.1951)(паллӑ мар). наследиечувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  12. ^ В Чувашском драмтеатре состоялся юбилей Любови Федоровой. НТРК Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Любовь Федорова // Тӑван Атӑл. — 2013. — № 1. — Прил.: с. 33. — (Сунтал).
  • Пирӗн театр ӑстисем : Шупашкар районӗнчен тухнӑ паллӑ артистсем, режиссерсем, драматургсем // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2010. — 26 пуш. — С. 7.
  • Тумаланова, М. Театр хаклӑрах / М. Тумаланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2021. — 21 кӑрлач/январь (№ 2). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗксем.
  • Федорова, Л. В. «Ку артистка мар-ши?» — тетчӗҫ / Л. В. Федорова ; Ю. Михайлов [ҫырса илнӗ] // Тӑван ен (Шупашкар районӗ). — 2009. — 25 пуш. — С. 4.
  • Федорова, Л. В. Куракан — манӑн чи ҫывӑх партнер : [Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткипе Любовь Федоровапа калаҫни] / А. Тихонова ҫырса илнӗ // Тӑван Ен (Шупашкар районӗ). — 2019. — 4-10 апрель (№ 12). — С. 9 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Федорова, Л. В. Любовь Федорова: «Мана шанса панӑ роль — яланах чи лайӑххи» / Л. В. Федорова ; Рита Арти хатӗрленӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2011. — 12-18 нарӑс (№ 5). — С. 1-2.
  • Федорова, Л. В. Любовь Федорова: Театра суйларӑм — куракансем сутмаҫҫӗ : [артисткӑпа калаҫни / Н. Смирнова ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2021. — 12 кӑрлач/январь (№ 1). — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  • Иванов, В. Сотни ролей в зачете / В. Иванов // МК в Чебоксарах. — 2021. — 13-20 января (№ 3). — С. 8.
  • Кириллов, Г. В. Федорова Любовь Владимировна (1951) / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина // Актеры, любимые народом / Г. В. Кириллов, М. Г. Митина. — Чебоксары, 2018. — С. 320—323 : фот.
  • Матвеева, Г. Мозолистые руки актрисы / Г. Матвеева // Советская Чувашия. — 2006. — 4 мая. — С. 15.
  • Митина, М. От Катерины Кабановой до Екатерины Великой / М. Митина // Советская Чувашия. — 2024. — 2 февраля (№ 12). — С. 8 : фот.
  • С юбилеем! // Сцена Чувашии. — 2006. — 13 янв.
  • Федорова Любовь Владимировна // Энциклопедия Чебоксарского района. — Чебоксары, 2014. — Т. 1. — С. 412.
  • Федотова, Е. В. Федорова Любовь Владимировна / Е. В. Федотова // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 353.

Каçăсем