Кун-çулĕ

Ял халапĕ тăрăх ку вырăна тахçан авал Курак ятлă çын килсе вырнаçнă пулнă. Чармакпа Курак пĕрле килнĕ тет, анчах та каярах хирĕçсе кайнă тет те пĕр-пĕринчен уйрăлнă пулать.

1917 çулта ялта пурĕ 69 кил шутланнă.

Хуçалăх

1951 çулта 4 колхоза («Боевик», çаван пекех, Ленин, Карл Маркс тата Войков ячĕллисене) пĕрлештерсе «Свобода» («Ирĕклĕх») колхоза йĕркеленĕ. Председателе Морозов Степан Егоровича суйланă пулнă. 1968 çултанпа «Ишлей» совхоза кĕме пуçланă. 1990 çулта совхозра шултар мăйракаллă выльăх 1200 ытла пулнă.

Культура

Ялти шкула 1889 çулта уçнă. Вăл вăхăтра, 17 арçын ачапа 3 хĕрача вĕреннĕ пулнă.

Ялти 27 çын аслă пĕлӳ, 28 çын вăтам специальноçлĕ пĕлĕве илнĕ.

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем