Йӑршшу

Йӑршшу (выр. Малые Карачуры) — Чăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял. Хальхи вӑхӑтра Атайкасси территори пайӗн шутне кӗрет.

Шупашкартан 19 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, Кӳкеҫ район центрӗнчен — 20 ҫухрӑмра[2].

Тавралӑхӗ

Ял Йӑршшу юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, юханшывӑн тепӗр енче пысӑк вӑрман сарӑлса выртать. Ялти вырӑнсем: Пулӑх варӗ, Киремет варӗ.

undefined

Ялти урамсем: Шывхыҫ, Ҫӗнӗ, Совет урамӗсем, Ҫаран тӑкӑрлӑкӗ.

Историйӗ

Вырӑсла яла ӗлӗк ҫак ятсемпе палӑртнӑ: Иршу, Марая Карачурина[2]. Яла Карачураран куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен Шупашкар уесӗн Шупашкар вулӑсӗ йышне кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗнче шутланма тытӑннӑ. 1952 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче яла Ишлей районне кӗртнӗ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа каллех Шупашкар районне кӗрет[2].

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Карачура ял канашне пӑхӑнма пуҫланӑ. 1952 ҫулхи акан 30-мӗшӗнчен пуҫласа Атайкасси ял канашне пӑхӑнма тытӑннӑ. 1991 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен Атайкасси ял администрацийӗ шутне кӗнӗ, кайран Атайкасси ял тӑрӑхӗ йышне кӗнӗ[2].

1866 ҫулччен ялти халӑх патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ, тыр-пул лартнӑ, выльӑх-чӗрлӗх ӳстернӗ, чӑпта ҫапнӑ, ал ӗҫӗпе аппаланнӑ[2].

1916 ҫулта Степан Хрисанов ҫуртӗнче шкул уҫнӑ, ачасене Полина Афанасьевна, Евпраксия Васильевна, Христина Ильинична, Регина Семеновна вӗрентнӗ. 1930 ҫултан пуҫласа вулавӑш, пуҫламӑш шкул ӗҫленӗ[2].

1930 ҫулта «Пчела» колхоз йӗркеленнӗ, малтанхи председательсем йышӗнче Василий Гаврилов, Александр Богатырёв, Павел Егоров, Семён Ростов, Тарас Иванов, Ефим Кольцов, И. Романов пулнӑ. 1935 ҫулта колхоз клуб туса лартнӑ. Колхозӑн лаша, ӗне, сысна, сурӑх, кайӑк-кӗшӗк пулнӑ. 1950 ҫулта колхоз Качакассинчи «Дружба» колхозпа пӗрлешнӗ. 1960 ҫулта пӗрлешнӗ хуҫалӑх Атайкассинчи «За мир» колхоз йышне кӗнӗ. 1965 ҫулта ӑна ҫырла ҫимӗҫ совхозӗпе (каярах «Сад» ЯХПК) пӗрлештернӗ[3].

Халӑх йышӗ

1795 ҫулта кунта 11 кил пулнӑ. 1858 ҫулхи ҫырав ялта 99 арҫын, 104 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. 1897 ҫулта 151 арҫын, 172 хӗрарӑм шутланӑ. 1926 ҫулхи ҫыравра 82 кил пулнине палӑртнӑ, 173 арҫын тата 183 хӗрарӑм пурӑннӑ. Ытти ҫулсенчи кӑтартусем: 1939 ҫулта — 162 арҫын, 200 хӗрарӑм; 1979 ҫулта — 182 арҫын, 227 хӗрарӑм; 1989 ҫулта — 144 арҫын, 160 хӗрарӑм[3].

2002 ҫулта хӗлӗн-ҫӑвӗн пурӑнакан халӑх шучӗ 268 ҫынпа (чӑвашсем 99 %)[4], 2010 ҫулта 328 ҫынпа[5] танлашнӑ.

Ялта чӑвашсем, вырӑссем пурӑнаҫҫӗ[3].

Халӑх йышӗ
2002[6]2010[7]2012[8]2020[9]
268328377247
100
200
300
400
2002
2010
2012
2020

Паллӑ ҫыннисем

  • Антонов Михаил Константинович (1923–2003) — театрпа телекурав режиссёрӗ, актёр, куҫаруҫӑ.
  • Крыльцов Михаил Павлович (1976 ҫ.ҫ.) — Владикавказпа Чечня Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑскер. 1992 ҫулта Мӑн Карачурари тӗп шкулта пӗлӳ илнӗ, ун хыҫҫӑн 12-мӗш професси училищинче (1992–1995) «Ял хуҫалӑх строительствин мастерӗ» специальноҫе алла илнӗ. 1995 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче хӗсмете кайнӑ, Владикавказра пулнӑ. 1995 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнчен пуҫласа Чечня Республикинче Грозный хулинче рядовой ҫар званийӗпе хӗсметре тӑнӑ. 1996 ҫулхи раштав уйӑхӗнче таврӑннӑ, «Раҫҫей чукун ҫулӗ» УАО монтер пулса ӗҫленӗ.
  • Петрова Мария Никитична (1921—?) — ӗҫ ветеранӗ, нумай ача пӑхса ҫитӗнтернӗ амӑшӗ.
  • Петухов Илья Павлович (1937 ҫ.ҫ.) — ӗҫ ветеранӗ, районӑн чи лайӑх механизаторӗ.
  • Ростов Порфирий Матвеевич (1906–1943) — «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ.

Культура

Ял ҫывӑхӗнче кивӗ масар пур, ӑна Смолин археолог тӗпченӗ. Халӑхра ҫӳрекен халап тӑрӑх унта Пугачёв пӑлхавне хутшӑннӑ ҫынсене пытарнӑ[3].

Йӑршшура Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче паҫ хунӑ салтаксене халалланӑ палӑк пур. Ҫавӑн пекех ялта Ишлей райповӗн лавкки ӗҫлет.

undefined

Ялта 1936 ҫулта туса лартнӑ клуб та пулнӑ, 2023 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче унта пушар тухнӑ хыҫҫӑн вӑл кӗлленнӗ[10]. 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округ ертӳҫи Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх ҫунса кайнӑ клуб вырӑнне ҫӗнӗ ҫӳрт туса лартма планласа хунӑ[11].

Транспорт

Ял таран асфальт ҫул сарнӑ. Яла ҫити 158-мӗш хулаҫум автобусӗ ҫӳрет. Ялти хӑш-пӗр урамсене асфальт сарнӑ, теприсене хытӑ чулпа витсе тухнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 249. — 505 с.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 Энциклопедия Чебоксарского района : Малые Карачуры (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  4. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
  5. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  6. ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
  7. ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
  8. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  9. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
  10. ^ Симикова Полина. В чувашской деревне сгорел сельский клуб (выр.) (2023-11-27). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.
  11. ^ В 4-х деревнях Чувашии открылись новые клубы - ГТРК Чувашия (выр.). chgtrk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 249. — 505 с.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем