Чӗркаш

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Чӗркаш
Чӑркаш ялӗ.jpg
Ялав Герб
Ялав Герб
56°03′39″ с. ш. 47°12′32″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Муниципаллӑ район Шупашкар районӗ
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • 443 ҫын (2020)[1]
Цифра идентификаторӗсем
Почта индексӗ 429903
ОКТМО кочӗ 97644444141
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97244844009
Карттӑна кӑтарт/пытар
Чӗркаш на карте
Чӗркаш
Чӗркаш
Логотип РУВИКИ.Медиа Медиафайлы на РУВИКИ.Медиа

ЧӗркашЧăваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял.

Хальхт вӑхӑтра ял Шупашкар хулипе ҫуммӑн вырнаҫнӑ. Район центрӗ шутланакан Кӳкеҫрен 8 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Чукун ҫул станцийӗ таран — 8 ҫухрӑм[2].

Чӗркаш уйӗнче ҫӗнӗ урамсем йӗркеличчен пӗр урам кӑна пулнӑ: Хӗвел урамӗ. 1990-мӗш ҫулсенче Симӗс урам хушӑннӑ.

Каярах хушӑннисем: Сад урамӗ, Ҫӗнтерӗвӗн 50 ҫул урамӗ, Хулаҫум урамӗ.

Ялта виҫӗ 5 хутлӑ ҫурт пур. Пӗрремӗшне 2014 ҫулта туса лартнӑ, иккӗмӗшне 2016 ҫулта, виҫҫӗмӗшне — 2019 ҫулта.

Хӗвел урамӗ варрипе тарӑн ҫырма — Киремет варӗ — иртет[2]. Ҫурҫӗр енче Киремет вӑрманӗ ятлӑ пӗчӗк вӑрман упранса юлнӑ.

XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен Шупашкар уесӗн Шупашкар вулӑсне кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ шутӗнче шутланнӑ[3].

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене тухса хурсан Карачура ял канашӗ шутне кӗнӗ. 1936 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗнче Лапсар ял канашӗнче шутланма пуҫланӑ. 1939 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 1954 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗччен каллех Карачура ял канашӗн йышӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн Лапсар ял канашне пӑхӑнма тытӑннӑ. 1991 ҫултанпа 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен Лапсар ял администрацине пӑхӑннӑ, ун хыҫҫӑн — Лапсар ял тӑрӑхӗ шутӗнче[3].

1866 ҫулччен кунти чӑвашсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ, ҫӗр ӗҫӗпе аппаланнӑ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, чӑпта ҫапнӑ, вӑрман каснӑ[3].

1932 ҫулта Карачурари «Сапун» колхоза кӗнӗ. 1950 ҫулта Крупская ячӗллӗ колхоза кӗнӗ, 1959 ҫулта «Шупашкар чӑх-чӗп хапрӑкӗ» совхоз йышӗнче шутланма тытӑннӑ[3].

1880 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ[3].

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2002 ҫулта ку ялта хӗлӗн-ҫӑвӗн 176 ҫын (вӗсенчен чӑвашсем — 93 %) пурӑннӑ[4], 2010 ҫулта — 243 ҫын[5].

Халӑх йышӗ
1858[6]1897[7]1926[8]1939[9]1979[10]1989[11]
5087104112153146
2002[12]2010[13]2012[14]2020[15]
176243220443
100
200
300
400
500
1979
2020

Паллӑ ҫыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял Шупашкарӑн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗпе юнашар вырнаҫнӑран кунта ытлах нимех те ҫук. Лавккасем, ҫыхӑну уйрӑмӗ, культура ҫурчӗ — йӑлтах посёлокра.

Сӑнсен пуххи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 439. — 505 с.
  3. ^ Коряков Ю.Б. База данных "Этно-языковой состав населённых пунктов России". lingvarium.org.
  4. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. — Чувашстат, 2012. — 82 с.
  5. ^ https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3472.html.
  6. ^ https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3472.html.
  7. ^ https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3472.html.
  8. ^ https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3472.html.
  9. ^ https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3472.html.
  10. ^ https://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/3472.html.
  11. ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
  12. ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
  13. ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
  14. ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 439. — 505 с.