Мешков Владимир Ильич

Мешков Владимир Ильич (1919 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ, Çатра Марка, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2012 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ, Красноярск[1]) — совет саманин тата Раҫҫейӗн художникӗ. РСФСР халӑх художникӗ (тӗрлӗ даннӑйсем тӑрӑх — 1980[1][2] е 1981[3] ҫулта тивӗҫнӗ).

Пурнӑҫӗ

Чӑваш АССР-ӗнчи Шупашкар районне кӗрекен Ҫатракасси (халӗ — Ҫатра Марка) ялӗнче хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ[4][1]. 1920-мӗш ҫулсенче кил-йышӗ Иркутск облаҫне куҫса кайнӑ, каярахпа — Красноярск крайне[1][3].

Хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне 1935 ҫулта Иркутск облаҫӗнчи тата Красноярск крайӗнчи хаҫатсенче художник тата журналист пулса пуҫланӑ[1]. Пӗрремӗш хайлавӗ — хаҫатра пичетленнӗ С. М. Кировӑн вилнӗ хыҫҫӑн ӳкернӗ портречӗ[3]. 1939 ҫулта Эвенк округӗнчи «Эвенкийская новая жизнь» хаҫата ӗҫлеме янӑ[2][5]. Хаҫат вырӑсла тухса тӑнӑ, кашни номера художникӑн ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ[5].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. Минусинск хулинчи автомотоцикл училищи ҫумӗнчи кӗҫӗн командирсен курсӗнче вӗреннӗ[6][7]. Ҫурҫӗр Кавказра фронт тылне тивӗҫтерекен ҫарсенче лейтенант-техник пулса хӗсмете ирттернӗ. Автомобиль полкӗн диспетчерӗ пулнӑ май апат-ҫимӗҫ, хӗҫ-пӑшал тата боеприпассем турттарнӑ; унӑн ҫапӑҫу ҫулӗ Грозный, Ростов, Харьков тата Киев хулисем урлӑ иртнӗ[6][7][8].

1946 ҫулта, демобилизаци хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшӗ пурӑнакан Назарово посёлокне килнӗ, «Ударник пятилетки» хаҫат редакцине ӗҫлеме вырнаҫнӑ[3]. 1946–1949 ҫулсенче яваплӑ секретарь пулса ӗҫленӗ, хаҫатӑн кашни кӑларӑмне хӑйӗн линогравюрисемпе тата ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ[3]. Район хаҫачӗсен художникӗсем валли «Газетная гравюра на линолеуме и дереве» брошюра ҫырса кӑларнӑ[3].

1948 ҫултанпа — СССР Художниксен пӗрлӗхӗн пайташӗ[1]. Художниксен пӗрлӗхӗн Красноярск организацийӗнче ӗҫленӗ, 1965–1967 ҫулсенче унӑн правленийӗн председателӗ пулнӑ[1][2].

Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ:

  • 1961–1964 ҫулсенче — Ачинск хула канашӗн депутачӗ;
  • 1965–1967 ҫулсенче — Красноярск хула канашӗн депутачӗ[1][3];
  • 20 ҫул ытла Красноярск крайӗнчи чӑваш наципе культура автономийӗнче общество ӗҫне йӗркеленӗ: правлени председателӗн ҫумӗ, крайри Чӑваш обществӑпа культура пӗрлешӗвӗн правлени председателӗ, Аслӑ Канаш пайташӗ, Чӑваш наци конгресӗн пайташӗ пулнӑ[3].

1967 ҫултанпа пултарулӑх ӗҫӗпе кӑна ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Художник пултарулӑхӗнче тӗп вырӑнта тӗрлӗ тӗслӗ линогравюра йышӑнать[9][10]. Ӗҫленӗ ҫулсенче 3 пине яхӑн линогравюра[1][2] тата пӗтӗмпе 45 пин ытла хайлав (ӳкерчӗксем, акварельсем тата живопись картинисем) туса кӑларнӑ[5]. Унӑн ӗҫӗсенчи тӗп тема — Ҫурҫӗр ҫутҫанталӑкӗ, Эвенк тата Таймыр[10][1]. Хӑйӗн сюжечӗсенче час-часах ҫурҫӗр порчӗсене, вӗҫсе килекен вертолётсене, пӑлан кӗтӗвӗсене тата пулӑҫсен пурнӑҫне кӑтартнӑ[9][2].

«Эвенкия» (1961), «Северные зори» (1966), «Таймыр» (1974), «Енисейский Север» (1975) альбомсен авторӗ. И. Д. Рождественский, Н. В. Успенский, Г. А. Федосеев, К. Л. Лисовский ҫыравҫисен кӗнекесене илемлетнӗ, хакас чӗлхипе тухнӑ пӗрремӗш букварь (1952) валли 400 ытла ӳкерчӗк хатӗрленӗ[1][2][3]. Красноярск хули 350 ҫул тултарнине халалласа (1978) гравюрӑсен ярӑмне хатӗрленӗ[3].

Художникӑн хайлавӗсем Патшалӑх Третьяков галерейинче, В. И. Суриков ячӗллӗ Красноярск ӳнер музейӗнче, Норильск художество галерейинче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, ҫавӑн пекех Назарово хулинчи музейпа курав центрӗнче упранаҫҫӗ[3][1]. Мешков Владимир Ильичӑн ӗҫӗсене Берлинра, Бухарестре, Будапештра, Кубӑра (унта художник Фидель Кастропа тӗл пулнӑ[3]), Францире, Японире, Алжирта, Ганӑра, Нигерире, Того тата Корейра иртнӗ куравсенче кӑтартнӑ[2][1][3].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • Красноярск хулинче, Республика урамӗнчи 42-мӗш ҫурт фасачӗ ҫинче (художник унта 1976–2012 ҫулсенче пурӑннӑ), астӑвӑм хӑми вырнаҫтарнӑ[11].
  • 2024 ҫулта, художник ҫуралнӑранпа 105 ҫул тултарнине халалласа, Норильск музейӗн ӳнер галерейинче «Северные просторы» ятлӑ курав иртнӗ[12].
  • Назарово хулинчи музейпа курав центрӗнче художникӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ 100 яхӑн экспонат упранать[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18 Мешков Владимир Ильич — Чӑваш энциклопедийӗ. chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Мешков Владимир Ильич. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16 Певец Севера Владимир Мешков. sovet-prich.ru (15 ҫурлан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ Мешков Владимир Ильич. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Ни дня без даты: Владимир Ильич Мешков. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2 Мешков Владимир Ильич. ДДН24. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Мешков Владимир Ильич. Бессмертный полк. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  8. ^ heroes/56144889/ Мешков Владимир Ильич. Музейный комплекс «Дорога Памяти». Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Кар тинӗсӗ хӗрринче. В. И. Суриков ячӗллӗ Красноярск ӳнер музейӗ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 Владимир Мешков. Графика. Russia in Photo. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  11. ^ В. И. Мешкова халалланӑ астӑвӑм хӑми. 2ГИС. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  12. ^ Рокуэлл Кент Ҫурҫӗре кун пек илемлӗ ӳкернине нихӑҫан та курман. СГН (24 ҫурлан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем