Шупашкар районӗнчи вӗренӳ

Шупашкар районӗнчи вӗренӳШупашкар районӗнчи вӗренӳ процесне палӑртни.

Шупашкар районӗнчи вӗренӳ тытӑмне Шупашкар район администрацийӗн вӗренӳ, спорт тата ҫамрӑксен политикин управленийӗ йӗркелесе пырать. Вӑл Кӳкеҫри Вӑрман урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Шупашкар районӗн администрацийӗнче халӑх вӗрентӗвӗн пайне 1930 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче йӗркеленӗ. 1931 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ пулнӑ[1].

1959 ҫулта Шупашкар район администрацийӗн халӑх вӗрентӗвӗн пайӗ ҫумне Ишлей районӗн халӑх вӗрентӗвӗн пайне пӗрлештернӗ.

1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче халӑх вӗрентӗвӗн пайӗ вырӑнне Вӗренӳ управленине туса хунӑ.

1934 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх Ишлей районӗнче 40 пуҫламӑш шкул, 9 тулли мар вӑтам шкул, 3 вӑтам шкул, 13 вулав ҫурчӗ ӗҫленӗ. Шупашкар районӗнче вӑл вӑхӑтра 38 пуҫламӑш шкул, 11 тулли мар шкул, 2 вӑтам шкул, 17 вулав ҫурчӗ тата социаллӑ культура ҫурчӗ пулнӑ.

1965 ҫул тӗлӗнче Шупашкар район ӗҫтӑвкомӗн халӑх вӗренӗвӗн пайӗ 62 шкул ӗҫне йӗркелесе тӑнӑ: 30 пуҫламӑш шкул, сакӑр ҫул вӗренмелли шкулсем — 21, вӑтам шкулсем — 11. Вӑл вӑхӑтра пурӗ 12 229 ача вӗреннӗ.

1975 ҫул тӗлне шкулсене пӗрлештерме пуҫланӑ. Ҫапла май районта 14 пуҫламӑш, 20 сакӑр ҫул вӗренмелли, 12 вӑтам шкул тӑрса юлнӑ.

2012 ҫул тӗлне шкул тытӑмне оптимизацилесе пынӑ май районта пурӗ 26 шкул тӑрса юлнӑ, вӗсенче 4 793 ача вӗреннӗ. 1994–2000 ҫулсенче 8 ача пахчи хупнӑ. 2000 ҫул тӗлне районта 18 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫленӗ, пурӗ 62 ушкӑнра ачасем воспитани илнӗ. 2011 ҫул тӗлне ушкӑнсен шучӗ 88 таран ӳснӗ.

1939 ҫултанпа районти 63 педагог Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята тивӗҫнӗ. 7 вӗрентекене Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятпа чысланӑ.

Вӗренӳ пайӗн заведующийӗсем

5 ҫул ытла районти вӗренӳ пайӗн заведующийӗ пулса ҫак ҫынсем ӗҫленӗ: А.В. Васильев (1951–1959), Ю.И. Брызгалов (1970–1981), А.С Иванов (1988–1994, 1999–2001), Г.Н. Николаев (2001–2008)[1].

Шкулсем

Шупашкар районӗнче ҫак шкулсем вырнаҫнӑ (ҫавӑн пекех хупӑннӑ шкулсене те илсе кӑтартнӑ)[2]:

undefined

Вӑтам шкулсем, лицейсем

Тӗп шкулсем

Пуҫламӑш шкулсем

Ача пахчисем

Ятарлӑ шкулсем

Хальхи вӑхӑт

Шупашкар районӗнче пурӗ 25 шкул, 14 ача пахчи вырнаҫнӑ:

  • 15 вӑтам шкул;
  • 1 лицей;
  • 7 тӗп шкул;
  • 2 пуҫламӑш шкул;
  • 14 ача пахчи;
  • 2 ятарлӑ шкул.

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 28-29. — 505 с.

Каҫӑсем

Категорисем