Шемшер пуҫламӑш шкулӗ
Шемшер пуҫламӑш шкулӗ — Шупашкар районӗн Шорчекасси ялӗнче вырнаҫнӑ пуҫламӑш шкул.
Адресӗ: Шупашкар районӗ, Шорчекасси ялӗ, Шоссе урамӗ, 13-мӗш ҫурт[1].
Шкул историйӗ
1851 ҫулччен Шемшер тӑрӑхӗнче шкулсем пулман. 1851 ҫултан пуҫласа тӳрех тӑватӑ шкул уҫнӑ пулнӑ: 1851 ҫулхи нарӑсӑн 29-мӗшӗнче Шемшерте, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шемшерте иккӗмӗш шкул уҫӑлнӑ, авӑн уйӑхӗнче виҫҫӗмӗш шкул уҫнӑ, 1860 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнче — Шорчекассинче тепӗр шкул уҫнӑ. Ҫак кашни тӑватӑ шкула Михаил Иванов уҫнӑ пулнӑ, вӗсем уйрӑм ҫуртсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Шкулсене уҫнӑ чухне вӗсенче 10-12 ҫухрӑмри ялти ачасем вӗреннӗ. Кашни шкула 20-30 ача вӗренме ҫӳренӗ, вӗсем пурне арҫын ачасем пулнӑ[2].
1862 ҫулта ку тӑватӑ шкула пӗрлештернӗ — вӑл Патшалӑх пурлӑхӗн министерствин шкулӗ пулса тӑнӑ. Вӑл ҫулхине пурӗ 34 ача вӗреннӗ, ҫав шутра икӗ хӗрача пулнӑ. Ачасене О. Дашков священик, Блогоразумов дьякон тата Сироткин дьячок вӗрентнӗ[3].
1969 ҫулта ҫак шкул никӗсӗ ҫинче общество ҫуртӗнче ялти халӑх училищине йӗркеленӗ. Унта 24 ача пӗлӳ илнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан, 1873 ҫулта, ялти общество халӑх училищинчен ялти земство халӑх училищи туса хунӑ. 1888 ҫулччен ачасене священниксем вӗрентнӗ. 1888 ҫулта наставник пулӑшуҫи пулса Шупашкарти И.И. Бронников ӗҫленӗ, вӑл Шупашкарти уес училищинче тулли курс вӗренсе тухнӑ пулнӑ. Каярахпа вӗрентекен пулӑшуҫи вырӑнӗнче Иван Афанасьев ӗҫленӗ, вӑл Шупашкар уесӗнчи Воскресенски вулӑсӗн чӑвашӗ пулнӑ, Чӗмпӗр чӑваш шкулне вӗренсе пӗтернӗ[2].
1918 ҫулта аслӑ ҫулти ҫынсем хушшинче хутла пӗлменнине пӗтермелли пирки декрет кӑларнӑ, ҫапла май 1919–1920 ҫулсенче Шемшер шкулӗ ҫумӗнче ликбез шкулӗ ӗҫленӗ[2].
XX ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче саласенче професси училищисем йӗркелеме пуҫланӑ. Облаҫре унашкал шкул 38 пулнӑ, вӗсенчен пӗри Шемшерте вырнаҫнӑ. Арҫын ачасене столяр ӗҫне хӑнӑхтарнӑ, хӗрачасене — чӗрӗ хулӑран явма вӗрентнӗ[3].
«Мы были первыми выпускниками новой школы. Нам всем бесплатно подарили по одному верстаку, которые сами смастерили. Всю жизнь я работал на нем, мастерил для себя и знакомых»
«Ҫӗнӗ шкултан эпир пӗрремӗш вӗренсе тухакансем пултӑмӑр. Пире пурне те хамӑр алӑпа ӑсталанӑ тӳлевсӗр пӗршер верстак парнелерӗҫ. Ун ҫинче эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпе ӗҫлерӗм, хам валли те япаласем ӑсталарӑм, пӗлӗшсем валли те», — аса илнӗ 1901 ҫулта ҫуралнӑ Прокопий Фёдоров[3].
Столяр ӗҫне СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев та, Шешкенер ялӗнчи Чӑваш академи драма театрӗн ертсе пыракан столярӗ Гаврил Ильин та вӗреннӗ[2].
1934–1935 вӗренӳ ҫулӗнче Шемшерти пуҫламӑш шкул тулли мар вӑтам шкул пулса тӑнӑ. 1938–1939 ҫулсенче вӑл вӑтам шкул шайне хӑпарнӑ[3].
2012 ҫулта Шемшер шкулӗнче 392 ача вӗреннӗ[3].
2019 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче Шемшер тӗп шкулӗнчен Шемшер пуҫламӑш шкулӗ туса хунӑ[4].
Хальхи вӑхӑтра
Хальхи вӑхӑтра шкул Тутаркасси вӑтам шкулӗн уйрӑмӗ шутланать. 2023 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче шкулта пуху иртнӗ. Пухӑннӑ халӑх шкула Тутаркасси вӑтам шкулӗпе пӗрлештернине ырлани пирки каланӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ https://yandex.ru/maps/-/CHrvuGML
- ^ 1, 2, 3, 4 Энциклопедия Чебоксарского района : Акулевская общеобразовательная школа (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 34. — 505 с.
- ^ Акулевская основная общеобразовательная школа будет реорганизована (выр.). Тӑван Ен (17 авӑнӑн 2019). Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Сход жителей Акулевского территориального отдела.
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 34. — 505 с.