Салапайкасси пуҫламӑш шкулӗ

Салапайкасси пуҫламӑш шкулӗ — Шупашкар районӗнчи Салапайкассинче вырнаҫнӑ пуҫламӑш шкул. Хальхи вӑхӑтра Вӑрман-Ҫӗктер вӑтам шкулне пӑхӑнать.

Адресӗ: Чӑваш Республики, Шупашкар районӗ, Салапайкасси ялӗ, Медицина урамӗ, 1-мӗш ҫурт.

Историйӗ

XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ялта нимӗнле шкул та пулман, кунти ачасем Варпуҫри чиркӳ прихучӗн шкулне вӗренме ҫӳренӗ. Пӗрремӗш шкула 1930 ҫулта уҫнӑ, вӑл Селёдкинсен пӳртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Шкул пек усӑ курма Вӑрманкас ялӗнчи Созонов Георгий Константинович кулакӑн ҫуртне усӑ курнӑ[1].

Варпуҫри шкула 1902 ҫулта уҫнӑ пулнӑ, унта Варпуҫри, Салапайкассинчи, Уйкас Ялтăрари, Ункӑпуҫри, Вашенкассинчи, Питтикассинчи ачасем вӗренме ҫӳренӗ. Архив хучӗсем тӑрӑх 1904 ҫулта унта 26 арҫын ача тата 5 хӗрача пӗлӳ пухнӑ[2]. Шкул Павел Спиридоновичӑн ҫуртне тара илнӗ пулнӑ. Пӗрремӗш вӗрентекен пулса 5 класс пӗтернӗ Варпуҫри Гайков Сергей Кузьмич ӗҫленӗ[1].

1903 ҫулта шкул ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ, ӑна Кайри Ункăпуçран илсе килнӗ пулнӑ. Ку пӳртре икӗ пӳлӗм пулнӑ: пӗринче ачасем вӗреннӗ, тепринче вӗрентекен пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра ку вырӑнта Крымская Мария Григорьевна ҫурчӗ тӑрать[1].

Варпуҫри шкулта тӗрлӗ вӑхӑтра ҫак ҫынсем ачасене вӗрентнӗ: Порфирий Афанасьевич (Кайри Ункӑпуҫ ҫынни), Шемякин… (Ишекрен), Илларионов…, Галкин Виктор (Чантӑр ялӗнчен), Перасковья Ермолаевнӑпа Леонид Николаевич Николаевсем, Щербаков Герман Васильевич, Иванов Артемий Иванович (Шупашкар хули)[1].

1937 ҫулта Салапайкасси пуҫламӑш шкулӗпе Варпуҫ пуҫламӑш шкулне пӗрлештернӗ. Сӳтнӗ шкул ҫуртне Салапайкассине куҫарнӑ. Ҫурта туса ҫитериччен (1949 ҫулччен) икӗ сменӑпа вӗреннӗ[1].

Шкулӑн пӗрремӗш заведующийне, Хыркассинче ҫуралнӑ Дашкова Леонида Петровича, Совет Ҫарне чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн шкул ертӳҫи пулма Хыркасси ялӗнче ҫуралнӑ Федотов Варсонофийне шанса панӑ. Унпа пӗрле ҫак ҫынсем ачасене вӗрентнӗ: Арсентий Шаров (Чантӑр ялӗнчен) Виктор Галкин, Коннов… (Хыркассинчен), Яблоков К.И. (Варпуҫран), Леонтьева Лидия Яковлевна, Савин В.В., Порфирьев Лев Порфирьевич[1].

1936 ҫулта ачасене ҫак ҫынсем пӗлӳ панӑ: Герасимова Д.Г., Воробьева …, Иванов А.М., Халтурина Г.И., Платонова А.В., Николаева Е.Н., Кирьянова А.Н. (вӑрҫа хутшӑннӑ, медале тивӗҫнӗ), Потянова Е.Л., Смирнова М.А. Шкул заведующийӗн пулса Гаврилов Алексей Гаврилович ӗҫленӗ. 1941 ҫулта вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ варҫине тухса кайнӑ та унтан таврӑнайман. 1942 ҫулта йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ[1].

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче йывӑр пулнӑ, нумай ачана, вӗсен шкула ҫӳреме кӗпе-тумтир пулманран, килте вӗрентнӗ. Ачасене мӗнле те пулин пулӑшас тесе шкулта вӗри апат ҫитернӗ. Шкул кӗнекисем, тетрадьсем, ручкӑсем ҫителӗксӗр пулнӑ. Халӑх пӗлӗвӗн пайӗ тетрадьсене тӗрӗслев ӗҫӗсене ирттерме кӑна уйӑрса панӑ[1].

1949 ҫулта шкул заведующийӗ Каршева Зоя Николаевна шкул ҫумне пристрой туса лартнӑ. Ку ӗҫре ӑна вӑрманпромхоз директорӗ Кудряшов Ефрем Иванович пулӑшнӑ[1].

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче шкулта ачасене Антонова А.А., Васильева Е.В., Михеева В.Л., Соловьева Ф.В., Александрова Е.А., Репкова К.Т., Астраханцева Р.С., Рязанова О.В. вӗрентнӗ[1].

1963 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче ачасем кирпӗчрен купаланӑ ҫӗнӗ ҫуртра вӗренме пуҫланӑ. Ку ҫуртра халӗ те ачасем пӗлӳ пухаҫҫӗ. Шкул ҫуртне тума шкул заведующийӗ Каршева Зоя Николаевна, ял канашӗн председателӗ Шляхин Ю.А., Ленин ячӗллӗ колхоз председателӗ Хорасев Г.Н. нумай вӑй хунӑ[1].

1969 ҫулта пуҫламӑш шкул вырӑнне сакӑр ҫул вӗренмелли шкул туса хунӑ. Унӑн пӗрремӗш директорӗ Герасимов Иван Герасимович пулса тӑнӑ. Ун чухне пуҫламӑш классенчи ачасене Каршева З.Н., Репкова К.Т., Рязанова О.В., Астраханцева Р.С. вӗрентнӗ, вырӑс чӗлхипе литературине — Изванова Е.Я., математикӑна — Васильева В.И., физикӑна — Львова Г.Р., физкультурӑпа историне — Герасимов И.Г., химине — Мышкина Р.А., географине — Рязанов Г.М., ят чӗлхене — Хорасева В.М.[1]

1970 ҫулта шкула анлӑлатнӑ: Ҫӗктер посёлокӗнчи ача пахчи ҫуртне пуҫламӑш классем валли йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра ку ҫуртра вулавӑш вырнаҫнӑ. 1973–1981 ҫулсем хушшинче шкула кӑмака хутса ӑшӑтма пӑрахнӑ, кӑмрӑкпа ӑшӑтма тытӑннӑ: котельнӑй туса лартнӑ. Шкул директорӗнче Иванов Александр Степанович тӑрӑшнӑ вӑхӑтра (1981–1984) ачасене вӗри апатпа тивӗҫтерме пуҫланӑ. Феизов Шейхулла Зейдулович шкул директорӗ пулнӑ вӑхӑтра машина валли гараж тата ҫӗнӗ котельнӑй туса лартнӑ[1].

Шкул зеведующийӗсемпе директорӗсем

Шкул кун-ҫулӗнче ӑна ҫак ҫынсем ертсе пынӑ[1]:

  • Дашков Леонид Петрович (1930 ҫултан);
  • Федотов Варсонофий;
  • Яблоков К. И. (1933 ҫултан);
  • Гаврилов Алексей Гаврилович (1936 ҫултан);
  • Халтурина Г. И. (1941 ҫултан)
  • Кузьмина Александра Кузьминична (1942–1947);
  • Каршева (Константинова) Зоя Николаевна;
  • Герасимов Иван Герасимович (1969 ҫултан);
  • Кудряшов Вячеслав Ефремович (1973 ҫулхи акан 16-мӗшӗнчен);
  • Иванов Александр Степанович (1981 ҫултан);
  • Шляхин Юрий Виссарионович;
  • Феизов Шейхулла Зейдулович (1984–1990);
  • Директоров Алексей Павлович (1990 ҫултан).

Хальхи вӑхӑтра

2022 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Шупашкар район администрацийӗ кӑларнӑ 1025 №-лӗ постановленийӗпе Салапайкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан пуҫламӑш шкула Вӑрман-Ҫӗктер вӑтам шкулӗпе пӗрлештернӗ. Ҫапла май, шкул ӗҫлет пулин те Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкула пӑхӑнать[3].

Темӑпа ҫыхӑннисем