Апаш вӑтам шкулӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Чӑваш Республикин Шупашкар муниципаллӑ округӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Апаш вӑтам шкулӗ» муниципаллӑ хысна учрежденийӗ
Стенд Абашевской школы.jpg
Кӗскен Апаш вӑтам шкулӗ
Никӗсленӗ 1872
Директор Антонова Татьяна Михайловна
Тӗс Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул
Адрес Апаш сали, Шкул урамӗ, 1а ҫурт.
Сайт abash-rcheb.edu21-test.cap.ru

Апаш вӑтам шкулӗШупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкул. 200 ҫултанпа шкулта тарӑннӑн ӳнерпе эстетика тата спорт енӗпе вӗрентеҫҫӗ[1].

Шкул адресӗ: Шупашкар районӗ, Апаш сали, Шкул урамӗ, 1а ҫурт.

Директор: Антонова Татьяна Михайловна[2]

Земство училищине ялта 1872 ҫулта уҫнӑ. 1884 ҫулта вӑл пӗр класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ пулса тӑнӑ. 1907 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ «Хыпар» хаҫатра Фёдор Николаев ӑна Апаш земство училищи тенӗ[3].

1914 ҫулта икӗ класлӑ типлӑ шкул ҫуртне туса пӗтернӗ. Ачасене чи малтан вӗрентекенсен йышӗнче Репьева Вера Павлова, Смирнова Клавдия Николаевна, Пикторинская Антонина Сергеевна пулнӑ[3].

1923 ҫулта вӑл хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗ пулса тӑнӑ. Директор вырӑнне Данилов Георгий Данилович йышӑннӑ[1].

1930 ҫулта вӑтам шкул шайне хӑпарнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫиччен директор пулса Датюк Василий Исакович ӗҫленӗ[1].

1947–1956 ҫулсенче директор пуканне Фёдоров Яков Фёдорович йышӑннӑ, вӗренӳ заведующийӗсем пулса Егоров Ананий Егорович тата Васильев Георгий Васильевич ӗҫленӗ. 1942 ҫултан пуҫласа шкул ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул шайӗнче пулнӑ, 1955 ҫултанпа вӑтам шкул статусне тавӑрнӑ. Пӑҫпакпа Малти Шӑнкасри пуҫламӑш шкулсем унӑн филиалӗсем шутланнӑ[1].

Шкул директорӗ пулса ҫирӗм ҫул ытла Смородинов Виталий Иванович ӗҫленӗ, каярах унӑн ывӑлӗ Смородинов Юрий Витальевич та ҫак тилхепене туртнӑ[3].

Шкулӑн икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртне 1976 ҫулта купаланӑ, вӑл 480 вырӑнлӑ пулнӑ, пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 2355 тӑваткал метр[3].

XX ӗмӗрӗн 1960-мӗш, 1970-мӗш тата 1980-мӗш ҫулсенче шкул спорт енӗпе аван аталаннипе паллӑ пулнӑ. Районти олимпиадӑсемпе ӑмӑртусенче шкулти вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ: йӗлтӗрпе чупассипе, велосипед спорчӗпе, винтовкӑран перессипе, ҫӑмӑл атлетикӑпа, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе[1].

Шкулта вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Апаш вӑтам шкулӗнче ҫак паллӑ ҫынсем пӗлӳ илнӗ[1]:

Апаш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнисем тӗрлӗ шкулсен директорӗ вырӑнне йышӑннӑ: В.Г. Фомин — Тренькасси вӑтам шкул директорӗ, А.В. Владимиров — Иккасси тӗп шкул директорӗ, Г.В. Игнатьева — Карачура тӗп шкул директорӗ, В.А. Григорьев - Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкул директорӗ[3].

Хальхи вӑхӑтра

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шкула тӗнче тетелӗпе ҫыхӑнтарнӑ, кашни вӗренӳ класӗнче интернета тухма майсем пур. Шкулта 4 пуҫламӑш класс кабинечӗ, икӗ вырӑс чӗлхипе литературин кабинечӗ, ҫавӑн пекех ЮБЖ, тӑван чӗлхе, математика, информатика, физика, хими, ӗҫ, музыка, ют чӗлхесен, историпе обществознани кабинечӗсем пур. Практикӑллӑ ӗҫсем туса ирттермешкӗн физикӑпа хими кабинечӗсенче лаборатори хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ[4].

Шкулӑн 12 ача лартма пултаракан вулав залӗллӗ шкул вулавӑшӗ пур. Унти кӗнекесен шучӗ — 45633. Шкулӑн стадион, тренажерлӑ лапам, спорт залӗ пур[4].

Шкула ҫӳрекен ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ. Ку ӗҫе хӑйӗн ҫине «Атлашеская» агрофирма» ТМЯП илнӗ. Столовӑй лаптӑкӗ — 120 тӑваткал метр, унта пӗр вӑхӑтра 80 ача апат ҫиейрет[5].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 17. — 505 с.
  2. ^ https://abash-rcheb.edu21-test.cap.ru/structure/admin/
  3. ^ 1, 2 https://abash-rcheb.edu21-test.cap.ru/materialjno-tehnicheskoe-obespechenie-i-osnaschennostj-obrazovateljnogo-processa/
  4. ^ https://abash-rcheb.edu21-test.cap.ru/organizaciya-pitaniya-v-obrazovateljnoj-organizacii/
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 17. — 505 с.