Карачурари тӗп шкул
Карачурари тӗп шкул — Шупашкар районӗнчи Карачура ялӗнче ӗҫленӗ тӗп шкул, 2020 ҫулта ӑна хупнӑ[2].
Шкул Шкул урамӗ, 35-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ пулнӑ[1].
Историйӗ
Земство училищи
Шкула 1914 ҫулта тума тытӑннӑ. Анчах та ачасене вӗрентекен тупӑнманран Карачура земство училищинче ачасене юпа уйӑхӗнче кӑна вӗрентме пуҫланӑ. Вӗренӳ Чумаков Николая Никифорович килӗнче иртнӗ. Училещен заведующийӗ пулма Славолюбова Валентина Сергеевнӑна шанса панӑ[3][4].
1014–1915 ҫулсенче шкулта 14 ача вӗреннӗ, вӗсенче 11 арҫын ача пулнӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ — хӗрача. 1915–1916 вӗренӳ ҫулӗнче Валентина Сергеевнӑпа пӗрле Рукавишникова Зоя Алексеевна ӗҫленӗ, 1916–1917 ҫулсенче Васильев Андрей Васильевич та пӗрле ӗҫлеме пуҫланӑ[3].
1917 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне шкулта 33 арҫын ачапа 4 хӗрача пӗлӳ пухнӑ[3].
Совет саманин тапхӑрӗ
1918–1919 ҫулсенче Карачурари тӑватӑ класлӑ земство училищинчен I ступенӗн Карачура шкулне туса хунӑ. Ҫулсерен вӗренекен ачасен йышӗ ӳссе пынӑ. 1926–1927 вӗренӳ ҫулӗнче ҫапла май ачасен йышӗ 53 таран ҫитнӗ[4].
1933–1934 вӗренӳ ҫулӗнче I ступенӗн Карачура шкулӗ Карачурари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ. Унӑн пӗрремӗш директорӗ Исааков Иосиф Тимофеевич пулнӑ. Ҫӗнӗ статуса илнӗ шкултан чи малтанхи хут 1936 ҫулта ачасем вӗренсе тухнӑ. 1937 ҫул 19 ачашӑн хурлӑхлӑ пулса тӑнӑ: тифа пула ҫавӑн пекех шкул директорӗ тата историе вӗрентекен Егоров вилнӗ, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Тарбеев Николай Гавриловича вара айӑпсӑр айӑпланӑ[4].
Вӑрҫӑ ҫулӗсем
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине шкултан Щукин Николай Афанасьевич директор тата ачасене пӗлӳ панӑ Трифонов Павел Трифонович, Николаев Степан Николаевич, Савиров Илья Григорьевич, Павлов Геннадий Михайлович, Князева Людмила Николаевна вӗрентекенсем кайнӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ фронтра пуҫ хунӑ. Ачасене те ҫӑмӑл пулман: вӗрентекенсем ҫитмен, шкула ӑшӑтма хӑйсемех вӑрмантан вутӑ турттарнӑ, ҫулла колхоз уйӗсенче ӗҫленӗ, фронта ӑшӑ япаласем ӑсатнӑ. Ҫав вӑхӑтрах каҫхине вӗсем концертсемпе спектакль лартма та вӑхӑт тупнӑ[4].
Шӑпах вӑрҫӑ ҫулӗсенче шкулта Семёнова Анастасия Семёновна, Артемьева Юлия Артемьевна тата ыттисем ӗҫлеме пуҫланӑ (шкулта 30 ҫул ытла ачасене вӗрентнӗ). 1950-мӗш ҫулсенчен пуҫласа шкулти ачасене Михайлова Клавдия Романовна, Андреев Иван Андреевич, Петрова Финна Никитична вӗрентме тытӑннӑ. Ҫичӗ ҫул вӗрентекен шкул пулнӑ чухне пӗтӗмӗшле шкултан 369 ача вӗренсе тухнӑ[4].
Сакӑр ҫул вӗрентекен шкул
1961 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗнче шкул сакӑр ҫул вӗрентекен шкул пулса тӑнӑ. Шкул директорӗ Михайлова Клавдия Романовна пулнӑ (ку тивӗҫе вӑл 26 ҫул хушши пурнӑҫланӑ). 1968 ҫулта шкулӑн йывӑҫ ҫурчӗ ҫумне 4 класс пӳлӗмӗпе гимнастика залӗллӗ кирпӗч ҫурт купаласа лартнӑ. 1970-мӗш ҫулсенче шкула кӑмака хутса ӑшӑтма пӑрахнӑ, централизациленӗ ӑшӑпа тивӗҫтерме пуҫланӑ[4].
1962–1963 ҫулсенче шкул ҫумӗнче каҫхи вӑтам шкул ӗҫленӗ[3].
1861–1989 ҫулсем хушшинче шкултан пурӗ 1136 ача вӗренсе тухнӑ[3].
1990-мӗш ҫулсем
1989–1990 вӗренӳ ҫулӗнче ӑна тулли мар вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ. Ун чухне 16 вӗрентекен пулнӑ, пӗлӳ илекен ачасен шучӗ 200 танлашнӑ[3].
1990-мӗш ҫулсенче шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне тума тытӑннӑ, анчах та ҫӗршывра лару-тӑру йывӑр пулнине пула ку ӗҫе чарса лартнӑ[4].
1993–1998 ҫулсенче шкул директорӗ пулса Яруткин Вениамин Васильевич ӗҫленӗ. 1998–2000 ҫулсенче директор вырӑнӗнче Михайлов Андрей Петрович тӑрмашнӑ, 2000 ҫултанпа — Игнатьева Галина Валерьевна.
Шкул вӗрентекенсемпе ачасенчен пухнӑ пултарулӑх ушкӑнӗпе паллӑ пулнӑ, районта тӑтӑш пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех шкулти ачасем район шайӗнчи олимпиадӑсенче палӑрнӑ[4].
Шкула хупни
2020 ҫулта шкула хупнӑ. Ҫакна шкулӑн ҫурчӗ усӑ курма юрӑхсӑрланса ҫитнипе сӑлтавланӑ[2].
Маларах влаҫрисем шкул валли ҫӗнӗ ҫурт тӑвасси пирки шухӑшланӑ. 165 ача вӗренме пултаракан шкул ҫуртне тума 200 миллион тенкӗ кирли ҫинчен пӗлтернӗ[5].
Шкула хупнӑ хыҫҫӑн ачасене Атайкассинчи вӑтам шкула, Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкула, тата Шупашкарти 42-мӗш вӑтам шкула куҫарма сӗннӗ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 ВК-ри страница (выр.).
- ^ 1, 2 В Чебоксарском районе школа стала опасной для учеников и педагогов (выр.), «Аргументы и факты».
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 С.Н. Ярхунова. Энциклопедия Чебоксарского района : «Карачуринская основная общеобразовательная школа» (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиоека НБ ЧР.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 201. — 505 с.
- ^ Вопрос закрытия Карачуринской школы обсудили на совещании в Доме правительства (выр.), «Тӑван Ен» (2020-05-27).
- ^ Елена Губанова. Здание Карачуринской школы признали аварийным (выр.). «Тӑван Ен» (26 ҫӑвӑн 2020).
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 201. — 505 с.