Шӑмӑш тӗп шкулӗ

Шӑмӑш тӗп шкулӗ — Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗнче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле тӗп пӗлӳ паракан шкул.

Шкул адресӗ: Шупашкар муниципаллӑ округӗ, Шӑмӑш ялӗ, Лавкка урамӗ, 62-А ҫурт[1].

Историйӗ

1880 ҫулта хурал пӳртӗнче чиркӳпе прихут шкулне уҫнӑ пулнӑ. Тӑватӑ ҫултан земство управи хушӑвӗпе вӑл пӗр класлӑ чиркӳпе прихут шкулӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа ӑна хутла вӗрентекен шкул теме пуҫланӑ[2].

1888 ҫулта шкула вӑхӑтлӑха Ҫӗньяла куҫарнӑ, унта вӑл малтан хупах пулнӑ пӳртре вырӑн тупнӑ. 1903 ҫулта Шӑмӑшра шкул валли ятарлӑ йывӑҫ ҫурт хӑпартнӑ[3].

Чи малтанхи шкул заведующийӗ Вишневский Павел Иванович священник пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти ӑс-хавӑл семинаринчи курсра вӗреннӗ. Пӗрремӗш вӗрентекен — Зайков Антоний Фёдорович пулнӑ, шкул отчётӗнче ун пирки «чӑвашран тухнӑ хресчен» тесе палӑртнӑ[2].

1903 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ тӗлне шкулта 49 арҫын ача тата 14 хӗрача вӗреннӗ[3].

1932–1936 ҫулсенче ялта шкул валли йывӑҫ ҫурт туса лартнӑ. 1960-мӗш ҫулсенче шкулӑн тепӗр ҫурт хушӑннӑ — Ҫӗнӗ Шупашкар хули сарӑлма тытӑнсан Тӗкӗрҫ ялӗнчи ҫыннисене хулара хваттерсем панӑ, шкул ҫуртне вара сӳтсе Шӑмӑша куҫарнӑ. Ӑна ялта унччен лартнӑ чиркӳ вырӑнӗнче ҫӗнӗрен пуҫтарнӑ[2].

Директорсем

Тӗрлӗ вӑхӑтра шкул директорӗсем пулнӑ[3]:

  • Вишневский Павел Иванович священник,
  • Осипов Леонтий Осипович,
  • Сергеев Александр Сергеевич,
  • Столяров Сергей Фомич,
  • Данилов Григорий Степанович (1938–1941, 1946–1947),
  • Николаев Леонид Николаевич (1941–1942),
  • Чумакова (Белоусова) Варвара Ивановна (1943–1946),
  • Александров Георгий Александрович (1947–1953),
  • Егоров Ананий Егорович (1953–1956, 1957–1968),
  • Иванова Александра Григорьевна (1956–1957),
  • Григорьев Михаил Григорьевич (1968–1980),
  • Семёнова Галина Порфирьевна (1980–1986),
  • Иванов Александр Дмитриевич (1986–2001),
  • Иванова Надежда Анатольевна (2001–?),
  • Князева Зарема Олеговна ()[4].

Хальхи вӑхӑт

Хальхи вӑхӑтра шкул икӗ хутлӑ тимӗр-ботонран тунӑ ҫуртра вырнаҫнӑ. 2021–2022 вӗренӳ ҫулӗнче 61 ача вӗреннӗ. Вӗрентекенсен шучӗ: 11 ҫын[5].

Шкул ҫумӗнче пахча-ҫимӗҫ ӳстермелли лаптӑк пур[5]. Шкулта вӗренекен ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ — ку ӗҫе «Атлашевски» агрофирма» ТМЯП пурнӑҫлать[6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://chemur-rcheb.edu21.cap.ru/contacts/
  2. ^ 1, 2, 3 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 437–438. — 505 с.
  3. ^ https://chemur-rcheb.edu21.cap.ru/info/osnovnie-svedeniya/
  4. ^ 1, 2 https://chemur-rcheb.edu21.cap.ru/info-block/nasha-shkola/
  5. ^ https://chemur-rcheb.edu21.cap.ru/info/shkoljnoe-pitanie/

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 437–438. — 505 с.

Темӑпа ҫыхӑннисем