Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Мӑн Марка шкулӗ
Шкул историйӗ
1917 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче ял халӑхӗ пухӑнса йышӑну тунӑ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Шкула уҫма ял комиссарӗ Иван Макаров ыйтнӑ. Шкул Никифор Иванов ҫуртӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Шкулӑн пӗрремӗш вӗрентекенӗ — Ефремов Фёдор Ефремович.
1918 ҫулта пурӗ 56 ача вӗреннӗ. 1919 ҫулта — 71 ача, 1920 ҫулхи юпа уйӑхӗнче — 63 ача (вӗсенчен 4-мӗш — хӗрачасем), 1922 ҫулта — 48 арҫын ача тата 22 хӗрача вӗреннӗ.
1928–1929 ҫулсенчи вӗренӳ ҫулӗнче шкулӑн йывӑҫ ҫуртне туса лартнӑ.
1934 ҫулта пуҫламӑш шкул 7 ҫул вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ. Унӑн чи малтанхи директорӗ пулма Аверкиев Христофор Фёдоровича шанса панӑ, кӑштахран ӑна районти вӗренӳ пай инспекторӗн вырӑнне куҫарнӑ.
1962 ҫулта 8 ҫул вӗренмелли шкул пулса тӑнӑ. Директор пулма М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ пӗтернӗ Гурьев А.Г. лартнӑ.
1989 ҫулта вӑл тулли мар вӑтам шкул пулса тӑнӑ. 2000 ҫултанпа — «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Мӑн Марка шкулӗ» муниципалитетӑн вӗренӳ учрежденийӗ.
2007 ҫулта шкула хупнӑ. Хальхи вӑхӑтра ял ачисем Ишекри вӑтам шкула ҫӳреҫҫӗ.
Шкул директорӗсем
Вуламалли
- Викторов, Геннадий Александрович. Деревня Анаткас-Марги: прошлое, настоящее, будущее. — Изд-во ЧГУ, 2004. — С. 224. — 318 с.
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 50-51. — 505 с.