Ишек вӑтам шкулӗ

Ишек вӑтам шкулӗШупашкар районӗнчи Ишек салинче вырнаҫнӑ вӑтам шкул.

Шкул адресӗ: Шупашкар муниципаллӑ округӗ, Ишек сали, Тӗп урам, 18-мӗш ҫурт[1].

Директорӗ: Кольцова Наталия Валерьевна[2].

Историйӗ

Ялти пӗрремӗш шкула 1843 ҫулта уҫнӑ пулнӑ, кун пирки 1914 ҫулта Хусанта пичетленсе тухнӑ «Село Ишаки» В. Грузинцевӑн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин тӗп архивӗнче упранакан хутсем тӑрӑх ялта патшалӑх укҫипе пӗрремеш шкула 1888 ҫулта уҫнӑ. Салара вырнаҫнӑ таврапӗлӳ музейӗнчи даннӑйсем тӑрӑх 1894 ҫулхи юпан 4-мӗшӗпе 1895 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ хушшинче салара Сӑваплӑ Гурий Братстви тӑрмашнӑ. Вӗсен ӗҫӗн отчечӗсем тӑрӑх Ишекри чӑваш шкулне 1894 ҫулта М.А. Машанин профессор пулӑшнипе уҫнӑ[3].

1843 ҫулта шкула уҫнӑ пулин те ӑна патшалӑх хыснинчен укҫа-тенкӗпе пулӑшман. Вӗренӳ ӗҫне йӗркелеме чиркӳ укҫа уйӑрнӑ пулнӑ — ҫулталӑкне 25 тенкӗ тӑкакланӑ. 1853 ҫулта укҫа-тенкӗ ҫитменнине пула шкула хупнӑ. 1856 ҫулта «Казанские губернские ведомости» хаҫатра Спиридон Михайлов Ишекри шкула хӳтӗлесе статья кӑларнӑ пулнӑ. Ҫапла май шкул ӗҫне ҫӗнӗрен чӗртнӗ. Спиридон Михайлович Ишекри шкула самай пулӑшса тӑнӑ. Сӑмахран, ачасем валли вӑл ал вӗҫҫӗн чӑваш букварьне хатӗрлесе панӑ[3].

1861–1864 ҫулсенче патшалӑх пурлӑхӗн палати уҫнӑ шкул ӗҫленӗ[3].

1872–1880 ҫулсенче ялта чиркӳ прихучӗн шкулӗ ачасене вӗрентнӗ. 1876 ҫулта вӑл шкулта 38 ача пӗлӳ илнӗ, вӗсенчен 7 арҫын ачапа 4 хӗрача вырӑссем пулнӑ[3].

1881 ҫулта чиркӳ прихучӗн шкулӗ земство училищи пулса тӑнӑ, унта 30 ача вӗреннӗ. 1887 ҫулта земство укҫа-тенкӗ уйӑрма килӗшмен те вӑл каллех чиркӳ прихучӗн шкулӗ пулса тӑнӑ[3].

1888 ҫулта шкул тӑкакӗсене патшалӑх хӑйӗн ҫине илнӗ. Каярахпа ҫак шкул тӗп шкул тата тӗслӗхлӗскер пулса тӑнӑ. Вӑл вӑхӑтра 50 арҫын ача пӗлӳ пухнӑ. 1890 ҫулта 57 арҫын ача тата 4 хӗрача вӗреннӗ. 1892 ҫулта (ӑна Ишекри икӗ класлӑ шкул тенӗ) пӗрремӗш класра 40 ача пӗлӳ пухнӑ, иккӗмӗш класра — 42 ача[3].

1892 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Ишекри хӗрачасен шкулӗ (хутла вӗрентекен шкул) уҫалнӑ, унта 30 хӗрача пӗлӳ пухнӑ[3].

1893 ҫулта Костин купса ҫуртӗнче (хальхи вӑхӑтра унта таврапӗлӳ музейӗ вырнаҫнӑ) земство училищи ӗҫлеме пуҫланӑ, 45 ача вӗреннӗ[3].

1894 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче Высокопреосвященнейший Владимир сӗннипе чиркӳ прихучӗн шкулӗнчен ют халӑхсен икӗ класлӑ миссионерлӑ шкул туса хунӑ[3].

1896 ҫулта Ишек шкулӗнче вӗреннекенсем Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчисемпе пӗрле Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри курава хутшӑннӑ, II Николай патша умӗнче «Спаси, господи» юрра чӑвашла юрласа панӑ. Императора ку кӑмӑла кайнӑ[3].

1905 ҫулта турӑш ҫырмалли занятисен шкулне уҫнӑ. Ҫапла май XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне салара виҫӗ шкул ӗҫленӗ: турӑш ҫарма вӗрентекенни, хӗрачасен шкулӗ тата вӗрентекенсене хатӗрлекенни[3].

1918 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче правительство кӑларнӑ постановлени тӑрӑх шкулсене чиркӳсенчен уйӑрнӑ[3].

1929 ҫулта Ырашпулӑхра, Чаканарта, Хураçырмара шкулӑн уйрӑмӗсем шутланакан пуҫламӑш шкулсене уҫнӑ[3].

1931 ҫулта Ишекри ултӑ ҫул вӗрентекен шкул ҫичӗ ҫул вӗрентекенни пулса тӑнӑ. 1932 ҫулта шкула «А. Бубнов ячӗллӗ Ишекри район колхоз ҫамрӑкӗсен тӗслӗхлӗ шкулӗ» хисеплӗ ят панӑ. 1934 ҫулта шкултан вӑтам пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш ачасем вӗренсе тухнӑ[3].

1943 ҫулта шкулта вырӑс класӗ уҫӑлнӑ — унта Ленинградран эваукациленнӗ ачасем пӗлӳ илнӗ[3].

Шкулӑн икӗ хутлӑ кирпӗчрен купаланӑ ҫуртне 1975 ҫулта туса лартнӑ. Унӑн лаптӑкӗ 3880 тӑваткал метр, унта пурӗ 640 ача вӗренме пултарать[3].

Хальхи вӑхӑт

Шкула Кипеккасси, Ырашпулăх, Хураçырма, Мăн Марка, Çатра Марка, Кивçурт Марка, Малтикасси ялти ачасем ҫӳреҫҫӗ, пӗтӗмӗшле 8 ҫухрӑмри тавралӑха ярса илет.

Шкулӑн вулавӑш (4674 илемлӗ литература, 3782 вӗренӳ кӗнеки, 3456 пичет кӑларӑмӗ), ӑсталӑх лаҫҫи, спорт залӗ, технологи кабинечӗ, акт залӗ пур[4]. Шкул ҫумӗнче 0,5 гектар лаптӑклӑ ял хуҫалӑх ҫӗрӗ пур[4].

Шкулти ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ, столовӑй пӗр харӑс 80 ачана апатлантарма пултарать. Апатлантарас ӗҫе «Атлашевски» агрофирма» ТМЯП хӑй ҫине илнӗ[5].

Шкул ҫитменнисен ушкӑнӗнче 17 ача вӗренет, пуҫламӑш, тӗп тата вӑтам пӗлӳ илмелли программӑсемпе 73 ача вӗренет[6].

Вуламалли

Каҫӑсем