Михайлов Спиридон Михайлович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Михайлов Спиридон Михайлович
Ӳкерчĕк:Mihaylov S M.jpg
Ҫуралнӑ 1821, раштав, 16
Ҫуралнӑ вырӑн Юнкăпуç ялĕ, Тутаркасси вулăсĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кӗпӗрни
Вилнӗ 1861, кӑрлач, 12
Вилнӗ вырӑн Чикмĕ хули, Чикмĕ уесĕ, Хусан кӗпӗрни
Гражданлӑх Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ чăваш çыравçи, сăвăçи, историкĕ, этнографĕ
Жанр повеç, роман, калав, поэзи
Хайлавсен чӗлхи чăваш, вырăс

Михайлов Спиридон Михайлович (1821 çулхи раштавăн 16 Чикме уесӗнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районӗ) Юнкăпуç ялĕ — 1861 çулхи кăрлачăн 15 Чикмĕ хули) — чăваш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă, Янтуш ятпа паллă йăхран тухнăскер.[1].

1821 çулхи раштавăн 16 Хусан кӗпӗрнине кĕнĕ (Раҫҫей империйӗ) Чикме уесӗн Тутаркасси вулăсенчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районӗ) Юнкăпуç ялĕнче çуралнă.

Ачаллах вăл Чикмĕ хулинчи пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вунтăваттă çула çитсен Чикмери сутра малтан çыруçă çумми, кайран çыруçă пулса ĕçлеме пуçланă. Пыра-киле Янтуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорçă пулса тăнă.

1854 çултанпа Раççейĕн географи пĕрлешĕвĕн (РГО) пайташ-ĕçтĕшĕ шутне илнĕ. 1859 çулта вăл пĕрлешĕвĕн кĕмĕл медальне тивĕçлĕ пулнă.

Çыравçă ĕçĕпе ĕçленĕ, 1842 çултанпа юлашки кунĕсенченех Чикмĕри вырăнти тӳрелĕх тăлмачĕ пулса ĕçленĕ. Сутра вăл чăваш чĕлхинчен куçарнă, çыру çыракан пулнă.

1852 çултанпа этнографи, истори, географи тата статистика тĕлĕшĕнчен статьясемпе заметкăсем çырма пуçланă. Вĕсенче вăл ытларах енĕпе вирьял чăвашĕсен, туçи марисен тата Чикмепе Шупашкар уесӗсен вырăсĕсене сăнласа кăтартнă. Сăкăт, Пипарс, Ишек (паттăр) тата ытти чăваш паттăрĕсем çинчен чылай хайлав пуçтарнă, пичетлесе кăларнă.

«Историко-этнографический очерк быта чуваш» пĕтĕмлетнĕ ĕçне çухатнă. Унта çырни хирĕçӳллĕ пулнă, ытларах енĕпе христос тĕнне хисеплесе, çав енченех культура çитĕнĕвне, хута вĕрентессине пысăклатма майсем çукрах тесе çырнă.

1861 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче Чикмĕ хулинче çĕре кĕнĕ.

Михайлов-Янтуш марисем çинчен те нумай çырнă, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ăна хăйсен çыравçи вырăнне хурса хисеплеççĕ.

Пурăннă чухне 34 ĕçне пичетленĕ, вилнĕ хыççăн 14 ĕçне хатĕрлесе кăларнă, 12-шне тупайман, çав шутра «Чуваши: историко-этнографический очерк» кĕнекине[2].

  • «Сĕнтĕр тăвĕ»
  • «Çĕр каçма чарăнсан калаçни»
  • «Хура элчеллĕ ывăл»
  • «Чăваш кĕвви-çемми çинчен»
  • «Чăваш туйĕсем»
  • «Чăваш юррисемпе каларăшсем»
  • «Чее кушак»

Чысланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • РГП (географи пĕрлешĕвĕн) кĕмĕл медалĕ (1859 ç.).
  • Михайлов Спиридон ячĕллĕ Юнкăпуçри вăтам шкул (Муркаш районĕ), унта унăн музейне уçнă
  • Шупашкарта урам ятне панă
  • Чикмĕри урама ят панă
  • С. М. Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель. Статьясен пуххи. Ч., 1973.
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем», Шупашкар, 1996.
  • Димитриев, В. Д. О чувашском ученом, писателе середины XIX века С. М. Михайлове и его сочинениях о чувашах, марийцах и русских Волжско-Сурского края / В. Д. Димитриев. — Шупашкар: Изд-во ЧГУ, 2003. — 217 с.
  • Eгоров, Д. E. Спиридон Михайлович Михайлов: ист. очерк / Д. E Eгоров. — Шупашкар : Чувашкнигоиздат, 1968. — 96 с.
  • Eгоров, Д. E. С. М. Михайлов — просветитель и исследователь чувашской народной педагогики : учеб. пособ / Д. E Eгоров. — Шупашкар: Изд-во Чуваш. гос. ин-та туризма и сервиса, 1998. — 64 с. — Библиогр.: с. 60-64.
  • С. М. Михайлов — первый чувашский этнограф, историк и писатель : сб. ст. — Шупашкар: ЧНИИ, 1973. — 87 с.
  • Eрагин, E. Спиридон Янтушăн йăх тымарĕ / E. Eрагин // Хыпар. — 1996. — 3, 4, 5 раштав.
  • Кириллов, А. Чăвашсен пĕрремĕш эрудичĕ çырнисен пуххинче — ăру пичĕ… / А. Кириллов // Хыпар. — 2004. — 1 утă.
  • Михайлов Спиридон Михайлович // Муркашсем — ăслăлăх çыннисем. — Шупашкар, 2001. — С. 84-86.

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]