Ҫӳлтикасси вӑтам шкулӗ

Ҫӳлтикасси вӑтам шкулӗШупашкар муниципаллӑ округӗнчи Станьял ялӗнче вырнаҫнӑ вӑтам шкул. Маларах Ҫӳлтикасси ялӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ, ятне упраса хӑварнӑ[1].

Шкул адресӗ: Шупашкар районӗ, Станьял ялӗ, Становой урамӗ, 1А.

Историйӗ

1850 ҫулта Хусанта пӗлӳ илнӗ А. Стефановпа М. Орлов семинаристсем чиркӳ прихучӗн шкулӗ пек уҫнӑ. Ку тӑрӑхри 13 ялтан 29 ача вӗренме ҫӳренӗ[2].

Шкула темиҫе хут хупнӑ. Пӗр вӑхӑтра ӑна вулӑс училищи шайне хӑпартнӑ пулнӑ[1].

1861 ҫултанпа хупӑнмасӑр ӗҫленӗ. 1881 ҫулта земство училищи туса хунӑ, 1930-мӗш ҫулсенче — колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул шайне хӑпартнӑ, 1954 ҫултанпа вӑтам шкул шутланать[1].

Чи малтанхи вӗрентекенсем Н.В. Смеловский тата М.Н. Скарабевский вырӑссем пулнӑ. Вӗренӳ авалхи славян чӗлхипе пынӑ, ачасене вӑйпа илсе пынӑ, патакпа хӗне-хӗне вӗрентнӗ[2].

Шкул историйӗнче палӑрмалла йӗре Максим Павлович Павлов чӑваш вӗрентекенӗ хӑварнӑ[2].

1861 ҫулта Ҫӳлтикассинче хутла пӗлекен 6 ҫын пулнӑ: 2 пуп, 2 дьякон тата 2 дьячок[1].

1930–1939 ҫулсенче шкултан 322 ҫын вӗренсе тухнӑ[1].

Малышевсен шкулӗ

1896 ҫулта шкула Одесса хулинчен Половинская Любовь Ивановна гимназистка вӗрентме килнӗ. Вӑл дворянсен йӑхӗнчен тухнӑ пулнӑ, Италири Генуя хулинче ҫуралнӑ. Одессӑра вӑл халӑхшӑн кӗрешекенсен йышне кӗнӗ, революци юхӑмне хутшӑннӑ. Ҫавна май пур ӑнмалли вырӑна унӑн улӑштарма тивнӗ. Ҫапла май Ҫӳлтикасси ялӗнче тымар янӑ. 78 ҫула пурӑнса ҫитнӗскер 55 ҫул хушши ҫамрӑксемпе ачасене вӗрентнӗ[2].

Тепӗр паллӑ йӗр хӑварнӑскер — Малышев Тимофей Степанович (Половинскаяна качча илнӗ ). Вӑл Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Ялавӑр ялӗнче ҫуралнӑ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 1907 ҫулта ҫак шкулта ачасене вӗрентме килнӗ. Директор та пулнӑ. Чӑваш шкулӗсенче вырӑс чӗлхине 5–7 классенче вӗренмелли вӗренӳ кӗнекин тата ытти учебниксен авторӗ[2].

Малышевсем 50 ҫул ытла тӑрӑшса ӗҫленине пула каярах 40 ытла ҫын педагог пулса тӑнӑ. Вӗсен тӳпине асра тытса шкула Малышевсен шкулӗ тенӗ[2].

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ҫултикасси шкулӗнче трактористсен курсӗ ӗҫленӗ, кунта Ишлей вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерекен ачасем экзамен тытнӑ[1].

Шкулти вӗрентекенсенчен вӑрҫӑна ҫаксем кайнӑ: Иван Николаевич Корецкий, Фёдор Иванович Иваншиков (Шомик), Виктор Иванович Смелов (Ҫӗнӗ Тӑмлай), Семён Иванович Борзаев (Чармак), Гурий Иванович Ильбаторкин (Ҫӗньял Покровски), Григорий Осипович Мартынов.

Вӑрҫӑ хирӗсенче ҫак вӗрентекенсем хӑйсен пуҫне хунӑ: Герасим Иванович Иванов, Гаврил Иванович Иванов, Антон Максимович Клюшков[1].

Директорсем

Шкул директорӗсем ҫаксем пулнӑ[2]:

  • Смелов Илларион Петрович (XX ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсем);
  • Иванов Дмитрий Иванович (1941–1947);
  • Елькин Евстафий Ермолаевич (1943–1953);
  • Дмитриев Никифор Ильич (1953–1956);
  • Енисеев Меркурий Константинович (1956–1958);
  • Васильев Михаил Семёнович (1958–1961);
  • Улеева Елена Владимировна (1961–1962, 1967–1973);
  • Разумов Гурий Васильевич (1962–1967);
  • Григорьева Людмила Григорьевна (1973–1983);
  • Кудряшов Николай Васильевич (1983–1986);
  • Корейкин Владимир Александрович (1986–1988);
  • Михайлов Аверкий Алексеевич (1988–2004);
  • Романов Борис Григорьевич (2004 ҫултанпа);
  • Майорова Татьяна Михайловна

Тава тивӗҫнӗ вӗрентекенсем

Хисеплӗ ятсене ҫак вӗрентекенсем тивӗҫнӗ[1]:

  • Т.С.Малышев;
  • А.В. Александрова;
  • В.Г. Григорьев;
  • Л.И. Мочалов;
  • В.Т. Моисеев;
  • тата ыттисем те.

Шкултан вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем

Хальхи вӑхӑтра

Хальхи вӑхӑтра шкул Станьял ялӗнче вырнаҫнӑ. Кунта шкул умӗнхи (2 вӗрентекен), пуҫламӑш (7 вӗрентекен), тӗп (12 вӗрентекен) тата вӑтам (10 вӗрентекен) пӗлӳ илме пулать. Вӗрентекенсен чылайӑшӗ пӗчӗккисене те аслӑ класрисене те вӗрентеҫҫӗ[3].

Шкулти ачасене вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ — кунта 60 вырӑнлӑ столовӑй пур[4].

Шкулӑн вулавӑш, спорт залӗ, хореографи кабинечӗ, стадион, спорт лапамӗ пур. Вӗренӗве тивӗҫлӗ шайра ирттерме компьютерсем, мультимедиа проекторӗсем, ытти хатӗр-хӗтӗр пур. Шкулта медицина кабинечӗ ӗҫлет[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 55-56. — 505 с.
  2. ^ https://anatkinyar-rcheb.edu21.cap.ru/info/rukovodstvo-pedagogicheskij-nauchno-pedagogicheskij-sostav2/
  3. ^ https://anatkinyar-rcheb.edu21.cap.ru/info-block/pitanie/
  4. ^ https://anatkinyar-rcheb.edu21.cap.ru/info/materialjno-tehnicheskoe-obespechenie-i-osnaschennostj-obrazovateljnogo-processa/

Вуламалли

  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 55-56. — 505 с.

Темӑпа ҫыхӑннисем