Шомик
Шомик — Чăваш Республикин Муркаш районӗнчи ял. Катькас ял тӑрӑхӗ шутне кӗрет. Шупашкартан 29 километрта, Муркаш район центрӗнчен 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ҫывӑхри чукун ҫул станцийӗ — 29 ҫухрӑмра[2].
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ Чӑваш Республикин 24-мӗш №-лӗ «Чӑваш Республикин Муркаш районӗнчи муниципаллӑ йӗркеленӳсене ҫӗнетесси тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин муниципаллӑ виҫесен чиккисене йӗркене кӗртесси тата вӗсене хула, ял тӑрӑхӗн, муниципаллӑ районӑн, муниципаллӑ округӑн тата хула округӗн статусне парасси ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн Шомик Муркаш муниципаллӑ округӗн шутне кӗме пуҫланӑ. Катькас ял тӑрӑхӗ администраципе территори виҫе пек кӑна юлнӑ[3].
Тытӑмӗ
Шупашкартан 29 километрта, Муркаш район центрӗнчен 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Ҫывӑхри чукун ҫул станцине ҫитме 29 ҫухрӑм кирлӗ[2]. Ял Атӑл юханшывӗнчен икӗ ҫухрӑм кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ. Шомик ялӗн адресӗне вырнаҫнӑ пур ача-пӑча сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсене те шута илсен, кун пек чухне халӑх пурӑнакан вырӑн Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ тесе шутлама пулать.
Ял урамӗсем: Анаткас, СНТ Берёзка, Ҫырмахыҫ, Кинер, Вӑрман, Маяк СНТ территорийӗ, Маяк коммерциллӗ мар сад юлташлӑхӗ, Ҫӗнӗ, Уй, Пошкар, Тӑрик, Шомик урамӗсем[4]. Вӑрман урамӗнче ҫавӑн пекех ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерьсем, Шомик психоневрологи интерначӗ тата ытти те вырнаҫнӑ.
Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем
Климат
Ял вӑтам континентлӑ климат тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ, хӗл кунта вӑрӑм та сивӗ, ҫулла ӑшӑ, хушӑран шӑрӑх. Хӗвеллӗ кунсем чи нумай ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗччен тӑраҫҫӗ.
Ӳсентӑранпа чӗрчун тӗнчи
Ял Атӑла юхса кӗрекен Кинер шывӗ ҫумӗнче тата вӑрманпа юнашар вырнаҫнӑ. Атӑл шывӗ ялтан икӗ ҫухрӑм ҫурҫӗр еннерех вырнаҫнӑ. Асӑннӑ сӑлтавсем ял таврашӗнчи флорӑпа фаунӑна йӗркелеҫҫӗ.
Шомик таврашӗнчи вӑрманта пурӑнакан фаунӑран чӗрӗпсем, каюрасем тата ытти йышши чӗрчун тӗл пулать. Сунара ҫӳремелли чӗрчунсем кунта пакшасем, мулкачсем, сӑсарсем, тилӗсем, пӑшисем, хир сыснисем тата вӑрман пӑсарисем тӗл пулаҫҫӗ. Кайӑк тӗнчинчен тӑманасене, хурчкасене, кукӑр сӑмсасене, уйӑпсене, чӗкеҫсене, тӑрисене, вӗршӗнсене тата ыттисене курма пулать.
Вырӑнти ӳсентӑран тӗнчи тӗрлӗ енлӗ: вӑрмансем, юханшыв айлӑмӗсен хӗррипе ӳсекен тӗмӗсем, ҫарансем, уйсенчи культурӑллӑ ӳсентӑрансем тата ҫеҫенхирти ӳсентӑрансем ӳсекен лаптӑкӗсем.
Таврари вӑрмансемпе улӑхсенче ҫиме юрӑхлӑ ҫырла ӳсет: хӑмла ҫырли, кӗтмел, ҫӗр ҫырли, шурҫырли, шӑмӑллӑ ҫырла, пилеш, хурлӑхан, хура ҫырла, палан, морошка, ҫавӑн пекех тминпа кӑшкар ути евӗр ӳсентӑран. Шомик ҫывӑхӗнчи вӑрмансем кӑмпасемпе пуян, шӑна кӑмпи евӗр ҫиме юрӑхсӑр тӗссемпе пӗрле кӑрӑҫсем, опятӑсем, сар кӑмпа, кӑтра кӑмпа, хурӑн кӑмпи, масла кӑмпа, шурӑ кӑмпа тата ытти нумай-нумай тӗссем тӗл пулаҫҫӗ.
Этимологи
Ял ячӗ Шомик пайӑр ятран пулса кайнӑ[5].
Историйӗ
Пӗрремӗш Кинер (халӗ — Шупашкар районӗнчи Ҫӳлтикасси ялӗ) ялӗнчи ҫынсем никӗҫленӗ. Истори хучӗсенче ял ятне «выселок д. Первая Кинярская, Шумиккасы (1859), Шомик-касы (1897)» тесе ҫырса хунӑ.
1899 ҫулта Пошкар ялӗнче чиркӳ прихут шкулне уҫнӑ. 1928 ҫулта ялта пурӑнакансем Катькаспа Пошкар ялсемпе пӗрле «Колос» колхоз йӗркеленӗ[2].
1920 ҫулчен ял Чикме уесӗн Сӗнтӗр вулӑсне кӗнӗ. 1920 ҫулта яла Шупашкар уесне кӗртнӗ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче, административлӑ реформа пынӑ вӑхӑтра, уессене районсем ҫине улӑштарнӑ чухне, яла Тутаркас районне кӗртнӗ, унта вӑл 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗччен шутланнӑ. Сӗнтӗр районне йӗркеленӗ хыҫҫӑн 1939 ҫулта ял унӑн йышне кӗнӗ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗр районне пӑрахӑҫланӑ, Шомик ялне Шупашкар районне кӗртнӗ. 1964 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11 хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтчен Шомик Муркаш районне кӗрет[2].
1963 ҫулта Шомик ялӗ ҫумне ҫывӑхра вырнаҫнӑ Анаткас, Пошкар, Тӑрик ялӗсене пӗрлештернӗ, яла Шомик ят панӑ[2].
Халӑх йышӗ
| 2002[6] | 2010[7] | 2012[8] | 2020[9] |
|---|---|---|---|
| 775 | ↗795 | ↘656 | ↘611 |
Шомик ҫыннисем православи тӗнне ӗненекенсем шутланаҫҫӗ. 90% ытла Шомик ҫынни — чӑвашсем. 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Ялта пурӑнакансем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ,, ҫавӑн пекех вӗсем вӑрман хатӗрленӗ, ҫынсене урапа ҫинче тата ҫунапа турттарнӑ, хулӑран япаласем ӑсталанӑ. Атӑл шывӗ ҫывӑхра вырнаҫнӑран вӗсем унта пулӑ тытнӑ, ҫавӑн пекех бурлак ӗҫӗпе аппаланма кӗрешнӗ[2].
1859 ҫулхи халӑх ҫыравӗ кӑтартнӑ тӑрӑх Шумик-кассинче 20 кил шутланнӑ, 54 арҫынпа 73 хӗрарӑм пурӑннӑ. Анат-кассинче 22 кил пулнӑ, 59 арҫын тата 55 хӗрарӑм пурӑннӑ. Асӑннӑ халӑх ҫыравне ирттернӗ чухне Пошкарта 23 кил шутланнӑ, вӗсенче 57 арҫын тата 57 хӗрарӑм пурӑннӑ, Торик-кассинче халӑх ҫыравӗ 16 кил тата 41 арҫынпа 49 хӗрарӑм пурӑннине палӑртнӑ. Пурӑнакан вырӑнсем пурте Пӗрремӗш Кинер (халӗ Ҫӳлтикасси ялӗ) ял ҫыннисем никӗсленӗскерсем шутланнӑ, вӗсем Кинер юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ[10].
1897 ҫулхи халӑх ҫыравӗ Шомик-кассинче 180 ҫын, Анат-кассинче — 218, Пошкарта — 209, Тӑрик-кассинче — 105 пурӑннине кӑтартнӑ. Ку ялта пурӑнакан кашни ҫын чӑваш пулнӑ[11].
1963 ҫулта Анаткас, Пошкарпа Тӑрик ялсене Шомикпа пӗрлешнӗ.
2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗ Шомик ялӗнче 243 кил вырнаҫнине тата 775 ҫын пурӑннине, вӗсенчен 94% чӑвашсем пулнине палӑртнӑ[12]. 2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем ялта 795 ҫын пурӑннине кӑтартнӑ: 350 арҫын тата 445 хӗрарӑм пулнӑ.
Паллӑ ҫыннисем
- Альтина (Александрова) Римма Семеновна (1947 ҫ.ҫ.) — педагог, таврапӗлӳҫӗ, халӑх академикӗ.
- Бычков Анатолий Иванович (1935 ҫ.ҫ.) — зоотехник. Шомикри тулли мар вӑтам шкулта, Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкулта вӗлӳ илнӗ, кайран Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1969–1995 ҫулсенче «Большевик» колхозра ӗҫленӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ.
Экономики
Вырӑнти хуҫалӑх
Ял йӗркеленнӗренпе кунта пурӑнакансем тӗрлӗ ял хуҫалӑх ӗҫӗпе аппаланнӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх вырӑнти халӑх вӑрман каснӑ, ҫӑкӑр пӗҫернӗ, ҫу туса кӑларнӑ, чӑх-чӗп ӗрчетнӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытнӑ, лаша усранӑ, хурт-хӑмӑр ӗҫӗпе аппаланнӑ. Ялти ҫынсенчен чылайӑшӗ Шупашкарти организацисенче ӗҫлет.
Уйрӑм ҫынсен кил-ҫурт хуҫалӑхӗнче ытларах ҫавӑн пек культурӑллӑ пахча-ҫимӗҫ ӳстереҫҫӗ: ҫӗрулми, кӑшман, выльӑх кӑшманӗ, купӑста, хӗвелҫаврӑнӑш, кишӗр, ҫӗр ҫырли, топинамбур, помидор, хӑяр, хрен, сухан, сухан, ыхра, укроп тата ытти тӗссем. Пахча ҫимӗҫе ӳстернӗ май сиен кӳренкен хурт-кӑпшанкӑсен йышне, тӗпрен илсен, купӑста лӗпӗшӗпе колорадо нӑрри кӗреҫҫӗ. Хӑмла ӗрчетес ӗҫ аталаннӑ. Сад пахчинче улмуҫҫи, крыжовник, хӑмла ҫырли, хурлӑхан, слива тата ытти тӗрлӗ сорта ӳстереҫҫӗ.
Ял ҫыннисем эмел курӑкӗ, кӑмпа, вӑрман мӑйӑрӗ, вӑрманпа улӑхсенче ӳсекен ҫырла, чага, хурӑн сӗткенӗ хатӗрлеме пултараҫҫӗ. Сунара ҫӳрени тата пулӑ тытассипе нумайӑшӗ аппаланать. Выльӑх-чӗрлӗхрен шултра мӑйракаллӑ выльӑха (ӗне), сурӑхсемпе качакасене тытаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сысна, хурт-хӑмӑр, кролик ӗрчетеҫҫӗ. Кашни килте тенӗ пекех килти кайӑк пур: хур-кӑвакал, чӑх-чӗп.
Социаллӑ йӑла пулӑшӑвӗ
Потребительсен кооперацийӗпе уйрӑм предпринимательсен лавккисем шайӗнче ӗҫлекен чи ҫывӑх суту-илӳ предприятийӗсем ялтах вырнаҫнӑ.
Ҫыхӑну
Яла телефон кӗртнӗ. «Билайн», «МегаФон» тата «МТС» операторсем тивӗҫтерекен карас ҫыхӑнӑвӗ пур. Телеканалсен телекӑларӑмӗсене курма пулать: «Пӗрремӗш канал», «Россия», «Культура», НТВ, ТВ Центр. Ҫавӑн пекех халӑха чӑвашла тата вырӑсла тухакан «Чувашия» ГТРК компанийӗн наци телеканалне йышӑнма май пур.
Инфраструктура
«Муркашская» чӑх-чӗп хапрӑкӗ» УАО (2010) ӗҫлет.
Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, клуб, вулавӑш, психоневрологи интерначӗ, 2 лавкка, кафе пур. Ҫавӑн пекех ял ҫумне ача-пӑча канмалли темиҫе лагере ҫирӗплетнӗ: «Лесная сказка», «Солнышко», «Кӗрен парӑс», «Березка». Вӗсем Вӑрман урамӗнче вырнаҫнӑ.
Палӑксем тата асӑну вырӑнӗсем
- 1941—1945 ҫулсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалланӑ палӑк[13].
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Плешкова О.Ю., Трифонова З.А. Шомиково // Электронная Чувашская энциклопедия.
- ^ Закон Чувашской Республики от 29.03.2022 № 24 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Деревня Шомиково // «КЛАДР — классификатор адресов России».
- ^ Дубанов И.С. Географические названия Чувашской Республики: краеведческий словарь / И. С. Дубанов. — Чуваш. кн. изд-во, 2010. — С. 452. — 495 с. — ISBN 978-5-7670-1756-0.
- ^ http://www.perepis2002.ru/content.html?id=11&docid=10715289081460.
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/perepis_itogi1612.htm.
- ^ https://web.archive.org/web/20150909142112/http://gov.cap.ru/HOME/158/smo/msu-317.doc.
- ^ https://rosstat.gov.ru/vpn/2020/Tom1_Chislennost_i_razmeshchenie_naseleniya.
- ^ Списки населенных мест Российской империи, составленные и издаваемые Центральным статистическим комитетом Министерства внутренних дел / обраб. А. Артемьевым. — изд. Центр. стат. ком. Мин. внутр. дел, 1866. — Т. 14: Казанская губерния … по сведениям 1859 года. — С. 132—133. — 237 с.// Электронная библиотека Государственной публичной исторической библиотеки России
- ^ Берстель К. П. Список селений Казанской губернии : изд. Казан. Губерн. Зем. Управы / К.П. Берстель. — Типо-лит. И.В. Ермолаевой, 1908. — С. 45. — 264 с. Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. // Электронный архив КФУ
- ^ Коряков Ю.Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России»: Чувашская Республика // lingvarium.org/russia/settlem-database.
- ^ Реестр мемориальных (памятных) объектов, посвященных Великой Отечественной войне 1941-1945 гг. и локальным конфликтам // Администрация Тойсинского сельского поселения Батыревского района.
Каҫӑсем
- О.Ю. Плешкова, З.А. Трифонова. Шомиково (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.