Оринин
Чиркӳллĕ Тутарань, — Чăваш Республикин Муркаш районӗнчи ял[2].
Шупашкара çитмешкĕн 42 км, райцентра - 8 км, ч.-ç. станцине - 36 км.
Халăх йыш, ял тытăмĕ
Фельдшер-акушер пункчĕ, клуб, лавкка пур.
Сăваплă Троица храмĕ (1798–1935, 2002-па) ĕçлет
Кунçул
1866 çулчен хысна хресченĕсем пулнă; тырпула акнă-вырнă, выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ, урапасене ăсталанă.
XVIII ĕмĕрте Архангел Михаил храмĕ тата Сăв. Николай Асамçă храмĕ ĕçленĕ.
1927-мĕш çулччен Чиркÿллĕ Тутарань пулнă, ун хыççăн Оринин теме йышаннă.
Паллă çынсем
- Михопар — XVIII ĕмĕрти çын.
- Талиев Василий Иванович — Талиев Петр Ивановичпа тата Талиев Даниил Ивановичпа пĕртăван.
- Талиев Петр Иванович (1778-1832) — чăвашсен малтанхи букварĕсенчен пĕрне ăсталанă çын[3].
- Талиев Даниил Иванович (1784-1837) — патша çарĕн генералĕ, çар тухтарĕ[4].
- Булочников Максим Георгиевич — патшалăх ĕçлевçи, ВЦИК пайташĕ пулнă.
- Моисеев Михаил Михайлович — таврапĕлÿçĕ, "Оринино и ориницы" асаилÿ[5] авторĕ
Вуламалли
- О.Е. Игнатьева, Н.А. Казаков.РФ // Чувашская Республика // Моргаушский район // Оринино — Электронла чăваш энциклопедири статья (вырăсла)
Ӑнлантарусем
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Чувашская энциклопедия
- ^ Гусаров Ю.В. Талиев Петр Иванович — электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Симулин А.М. Талиев Даниил Иванович — электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Асаилĕве хăш чĕлхепе çырни паллă мар.