Талиев Даниил Иванович

 

Талиев Даниил Иванович (1784-7.4.1837) — çар тухтăрĕ тата патша çарĕн медицина генералĕ. Хальхи Чăваш Республикине кĕрекен Муркаш районӗнчи Тутарань ялĕнче çуралса ÿснĕ. Талиев Петр Ивановичăн (1778-1832) шăллĕ.

Пурнăçĕ

Ăçта вĕренни

Ăçта ĕçлени

  • 1809-1812, — гренадерсен полкĕнчи сиплевçĕ.
  • 1812-1813, — аслă сиплевçĕ.
  • 1813-мĕш çул пуçламăшĕнчен — 1-мĕш класлă аслă сиплевçĕ, унтан тухтăр-хирург.
  • 1815-мĕш çулхи январĕн 1-мĕшĕнче çар министрĕн приказĕпе Санкт-Петербургри çар-артиллери госпитальне лекнĕ, çав вăхăтрах Çар министăрлăхĕн медицина департаменчĕн сĕтел пуçлăхĕ пулса тăнă.
  • 1818-мĕш çултан дивизион тухтăрĕ.
  • 1831-мĕш çулхи сентябрьтен Çар министăрлăхĕн медицина департаменчĕн Пĕрремĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ.
  • 1836-мĕш çулта отставкăна тухать те округри медицина генералĕн тивĕçĕсене пурнăçлать.

Вилнĕ хыççăн ăна Санкт-Петербургри Митрофаний масарĕнче пытарнă[1].

Чыславсемпе хисепсем

  • 1813-мĕш çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче М.Кутузов фельдмаршал палăртнă хыççăн Пĕрремĕш Александр патша Д.И.Талиева дворян ятне парать.
  • Апостолпа тан Сăваплă Владимир кнеçĕн 4-мĕш капашри орденĕпе наградăланă.
  • Сăваплă Аннан 2-мĕш капашри орденĕ

Тата тепĕр виçĕ орденпа наградаланă (вĕсен ячĕсем паллă мар). Çапла вара мĕнпурĕ 5 (пилĕк) орден.

Вуламалли

Асăрхавсем

  1. ^ Захоронения Митрофаниевского Православного кладбища (по книге В. И. Саитова) — Санкт Петербургри Митрофаний перлешĕвĕ. (унăн титулне кунта "статский советник" тесе палăртнă.

Каçăсем