Григорьев Иван Григорьевич (çыравçă)
Григорьев Иван Григорьевич (1924 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ, Сыпай, Шупашкар уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 1980 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — чăваш ҫыравçи, очеркисчӗ.
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Иван Григорьев 1924 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Сыпайкасси (халĕ Сыпай) ялĕнче çуралнă[3].
1939 çулта Анат-Кинер шкулĕнче вĕренсе тухнă. Тăван ялĕнче вулавăш заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче Ишлей райкомĕнче ВЛКСМ секретарĕ, кайран Муркаш район хаçачӗн яваплӑ секретарĕ пулнă. 1944—1945 çулсенче Чăваш обкомĕ çумĕнчи парти шкулĕнче вĕреннĕ[4].
1946—1953 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче техника редакторĕ, 1953—1967 çулсенче «Ялав» журналăн литература ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1967 çулта СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн çумĕнчи Аслă литература курсĕсене вĕренсе тухнă. 1969—1970 тата 1972—1980 çулсенче Чăваш АССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн çумĕнчи илемлӗ литература пропагандин бюровĕн заведующийĕ пулнă[5].
1974 çулта Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă[6].
1980 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ[7].
Паллă ĕçĕсем
Иван Григорьев нумай очерк, калав тата повеç çырнă. Унăн ĕçĕсен тĕп теми — çамрăксен шăпи, вĕсен ыйтăвĕсемпе интересĕсем. Калавĕсен сюжечĕсем ансат, час-часах вĕсем — çулçӳрев, паллă çынсемпе тĕлпулу, шухăшланисем[8].
Пӗрремӗш пысӑк произведенийӗ — «Ҫуллахи кунсем» повеҫ — 1951 ҫулта «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ[6].
А. Барбюс, А. Домбровский тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем[9]:
- «Çуллахи кунсем» (1956);
- «Анлă Атăл хĕрринче» (калавсем, 1959);
- «Гудок чĕнет» (1962);
- «Сехет çаплах шакканă» (калавсем, 1962);
- «Ҫăлтăрпала ҫăлтăр калаҫать» (повесть, 1964);
- «Виҫҫӗмӗш шăматкун» (калавсем, 1969);
- «Пурнăç таппи» (1972);
- «Хумсем пĕрлешмеççĕ» (повеçсем, 1974);
- «Сенкер кимĕ» (калавсем, повесть, 1979);
- «Осенний букет» (повеçсемпе калавсем, 1984).
Вуламалли
- Афанасьев, П. Григорьев Иван Григорьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии. — Чебоксары, 2006. — С. 99-100.
- Григорьев Иван Григорьевич // Моргаушский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2002. — С. 54-55.
- Григорьев Иван Григорьевич // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 107.
- Ерагин, Е. Иван Григорьев // Ерагин, Е. Моргаушский край. — Моргауши, 1994. — С. 28-29.
- И. Г. Григорьев : [некролог] // Советская Чувашия. — 1980. — 28 дек. — С. 4.
- Мефодьев, А. И. Григорьев Иван Григорьевич // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 462.
- Тимуков, А. Н. Григорьев Иван Григорьевич // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 133.
Ӑнлантарусем
- ^ Григорьев Иван Григорьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Иван Григорьев. Cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Григорьев Иван Григорьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Иван Григорьев. Cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Григорьев Иван Григорьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Григорьев Иван Григорьевич. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Григорьев Иван Григорьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Иван Григорьев. Cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Григорьев Иван Григорьевич. Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 16-мӗшӗ.