Сергеев Феофан Сергеевич
Сергеев Феофан Сергеевич (1906 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ, Шĕнерпуç, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1978 ҫулхи акан 2-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш совет архитекторӗ. СССР архитекторӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1937).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1906 çулта çуралнă, раштавӑн 19-мĕшĕнче (анчах та 13.12.1906 текен çăлкуçсем те пур). Шупашкарти рабфака (1929), Мускаври архитектура институтне (1934) пĕтернĕ. 1934—1937 — архитектор-планлавçă; 1937—1939 — тĕп инженер, 1939—19-41 тата 1943—1948 — «Чувашпроект» кантурăн ертÿçи тата тĕп инженерĕ. 1948—1949 — Шупашкарăн тĕп инженерĕ. 1954—1958 — Чăваш АССР министăрлăхĕнче. 1958—1965 — «Чăвашгражданпроект архитекторĕ.
Чӑваш АССРӗн архитекторсен пӗрлӗхне никӗслекенсенчен пӗри. 1978-мĕш çулта çĕре кĕнĕ.
Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Ф. С. Сергеевăн куç вăйĕ чакса пынă, çавăнпа та пултарулăх ĕçне питех хутшăнайман.
Шупашкарти вăл ăсталанă ҫуртсем
- МВД çурчĕ;
- Шупашкар хула администрацийĕн çурчĕ;
- Пукане театрĕн çурчĕ;
- Вырăс драма театрĕн çурчĕ;
- Атăл хĕрринчи ротондăсем тата баллюстрада.
Вуламалли
- Рахимов Р. К. Сергеев Феофан Сергеевич — Электронла чăваш энциклопедири статья.
- ГИА ЧР. - Ф.82. – Оп. 1. – Д. 320. – Л.140, 141; Ф. 81. – Оп. 1. – Д. 2933. – Л.51.
- Иванов Е.И. Старые Чебоксары: памятники деревянного и каменного зодчества XVI-XX веков. – Чебоксары, 1994.
- Терентьев А.И. Чебоксары и Чебоксарцы. – Чебоксары, 2001;
- Красненкова, Т. Использовал традиции классического зодчества / Т. Красненкова // Пирӗн сӑмах = Наше слово (Марпосад. р-н). — 2023. — 13 кӑрлач (№ 1). — С. 9 : фот.;
- Музыка в камне / подгот. Е. Казарина // Чебоксарские новости. — 2022. — 31 мая (№ 57). — С. 4 : фот.;
- Рахимов, Р. К. Сергеев Феофан Сергеевич / Р. К. Рахимов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 368;
- Рахимов, Р. К. Сергеев Феофан Сергеевич / Р. К. Рахимов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 662-663;
- Рахимов, Р. К. Сергеев Феофан Сергеевич / Р. К. Рахимов // Архитекторы Чувашии / Р. К. Рахимов. — Чебоксары, 2000. — С. 118-119;
- Строгая классика для стражей порядка : [о здании МВД по Чувашии в г. Чебоксары] // Советская Чувашия. — 2015. — 6 нояб. — С. 4 : фот. — (Чебоксар. адреса / ведущая рубрики О. Петрова);
- Топтыгина, Н. И. Сергеев Феофан Сергеевич / Н. И. Топтыгина // Энциклопедия Мариинско-Посадского района. — Чебоксары, 2023. — С. 458;
- Феофан Сергеевич Сергеев // Среда. — 2007. — № 01. — С. 32-37. — (Страницы истории).