Свинцов Юрий Анатольевич
Юрий Анатольевич Свинцов — балетмейстер, Чăваш АССР халăх артисчĕ. Чӑваш Енре балет ӳнерне аталантарма пуҫлакансенчен пӗри.
Биографи
Юрий Анатольевич 1946 çулхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче çуралнă.
1966 çулта Юрий Анатольевич Ленинградри А. Ч. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинче вӗренсе тухнӑ.
2008 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерĕ пулса тӑрӑшать.