Илюхин Юрий Александрович
Илюхин Юрий Александрович (1925 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ, Ишек, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2014 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑвашсен пӗрремӗш профессионаллӑ музыковечӗ, педагог. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1967), РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1976). Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер. СССР Композиторӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1959 ҫултанпа)[1].
Пурнӑҫӗ
1925 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Шупашкар районне кӗрекен) Шӑпачав ялӗнче ялти учитель ҫемйинче ҫуралнӑ.
1937 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнчи музыка шкул-интернатне сӗрме купӑс класӗпе вӗренме кӗнӗ. 1941 ҫулхи юпа уйӑхӗнче вӑрҫӑ пуҫланнӑ пирки училище хупӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл тӑван ялне таврӑннӑ: 1941–1943 ҫулсенче ялти клуб заведующийӗ тата вӑтам шкулта библиотекарь пулса ӗҫленӗ.
1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. 2-мӗш гварди танк ҫарӗнче радиотелеграфист пулса Курск пӗккинчи, Корсунь-Шевченко операцийӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, Украина, Молдави, Румыни, Польша ҫӗрӗсене ирӗке кӑларнӑ, Берлина илнӗ ҫӗре ҫитнӗ. Ҫапӑҫусенче аманнӑ, куҫӗ япӑх курма тытӑннӑ[2].
1946 ҫулта ҫартан демобилизациленсен, Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче малалла вӗренме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх филармонийӗн симфони оркестрӗнче сӗрме купӑсҫӑ пулса ӗҫленӗ. 1950 ҫулта училищерен вӗренсе тухсан, Хусанти патшалӑх консерваторийӗн теорипе композици факультечӗн музыковедсен уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ăна 1955 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
1955–1979 ҫулсенче Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче педагог пулса тӑрӑшнӑ, чӑваш музыка литературин предмечӗсене ертсе пынӑ. 1956–1961 ҫулсенче — Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Чӑваш ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш радиовӗн музыка кӑларӑмӗсен редакторӗ пулнӑ. 1966–1998 ҫулсенче Чӑваш Республикин Композиторӗсен пӗрлӗхӗн яваплӑ секретарӗн ӗҫне туса пынӑ[3].
2014 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче вилнӗ.
Ӑслӑлӑх тата пултарулӑх ӗҫӗ
Ю. А. Илюхин чӑваш музыка ӳнерӗн историне тӗпченӗ пӗрремӗш профессиллӗ музыковед шутланать. Вӑл Чӑваш Ен, Тутарстан, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи этнографи экспедицийӗсене хутшӑнса 400 ытла чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ. 1200 ытла статья, рецензи, заметка авторӗ, 30 ытла ӑслӑлӑх ӗҫне (Раҫҫейре тата ют ҫӗршывсенче) пичетлесе кӑларнӑ.
СССР халӑхӗсен музыка историйӗн ултӑ томне чӑваш музыки пирки 6 пай ҫырнӑ (1917–1967 ҫулсен тапхӑрӗ). Гаврил Фёдоров юрӑҫран ҫырса илнӗ 620 юрӑпа кӗвӗ пуххине (1969) хатӗрлесе кӑлараканӗ.
Тӗп кӗнекисем:
- «Чӑваш халӑх музыки» (1961, 1992);
- «Композиторы Советской Чувашии» (1978, 1982);
- «Григорий Хирбю» (монографи, 1985);
- «Музыкальная культура Чувашии»;
- «Композиторы Чувашии» (авторсен ушкӑнӗнче).
Хисепӗсем
- II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (икӗ хут);
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль;
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль (1971);
- «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль;
- «Берлина илнӗшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче Германине ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «Курск ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑскер» паллӑ;
- СССР Культура министерствин «Маттур ӗҫленӗшӗн» палли (1975);
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ (1967);
- РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1976);
- Раҫҫей Композиторӗсен пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗ (1998).
Ӑнлантарусем
- ^ Илюхин, Юрий Александрович (музыковед; 13.02.1925-01.03.2014). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Илюхин Юрий Александрович (некролог). Советская Чувашия (4 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Личный фонд: Илюхин Юрий Александрович. Государственный архив современной истории Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Вӑрҫа кайнӑ чухне те «Нарспишӗн» куляннӑ / [Л. Петрова т. ыт. те хатӗрленӗ] // Хыпар. — 2021. — 12 чӳк/ноябрь (№ 125/126). — С. 13 : сӑн ӳкерчӗксем.
- Илюхин, Ю. А. Чӑваш музыкин улӑпӗ / Ю. А. Илюхин ; Н. Смирнова ҫырса илнӗ // Хыпар. — 2005. — 15 нарӑс. — С. 6.
- Илюхин, Ю. А. Чунра вӗсем, ҫав хӑрушӑ ҫулсем / Ю. А. Илюхин ; Ф. Медяков ҫырса илнӗ // Хыпар. — 1999. — 2 пуш.
- Константинов, Ф. Паллӑ музыковед / Ф. Константинов // Тӑван Ен (Шупашкар районӗ). — 2012. — 3-9 ҫурла. — С. 4.
- Орлов, Г. Тусӑм ҫинчен / Г. Орлов // Тӑван Атӑл. — 2005. — № 2. — С. 63-64.
- Смирнова, Н. Юрий Илюхин — пӗрремӗшсенчен пӗри / Н. Смирнова // Хыпар. — 2010. — 18 нарӑс. — С. 4.
- Илюхин, Ю. А. Джаз на танковой броне : [воспоминания о войне] / Ю. А. Илюхин ; [подгот. Н. Титова] // Чебоксарские новости. — 2010. — 15 апр. — С. 2.
- Илюхин Юрий Александрович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930-2005. — Чебоксары, 2005. — С. 80.
- Кириллова, Р. Музыковед начинал с игры на скрипке / Р. Кириллова // Советская Чувашия. — 2010. — 16 февр. — С. 3.
- Кишкун, А. «Легкое перо» Илюхина / А. Кишкун // Чебоксарские новости. — 1994. — 23 дек.
- Кондратьев, М. Г. Илюхин Юрий Александрович / М. Г. Кондратьев // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 188.
- Кондратьев, М. Г. Михаил Кондратьев: «В культурах народов Волго-Уральского региона силен дух самосохранения» / М. Г. Кондратьев // Музыкальная академия. — 2020. — № 4. — С. 74-81.
- Кондратьев, М. Г. Об авторе и его книге / М. Г. Кондратьев // Композиторы Советской Чувашии / Ю. А. Илюхин. — Чебоксары, 1982. — С. 314-318.
- Кондратьев, М. Г. Юрий Александрович Илюхин: 1925. «Наш Стасов» / М. Г. Кондратьев // Мастера музыкального искусства. — Чебоксары, 2009. — С. 141-150.
- Юбилейная медаль — победителям // Чебоксарские новости. — 2005. — 15 февр. — С. 1.