Власихина Вера Петровна
Ҫын пирки | |
Власихина Вера Петровна | |
Çуралнă вăхăт | 1924 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2004 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ (80 ҫул) |
Гражданлăх | |
Премисемпе чысланисем |
Власихина Вера Петровна (хӗр чухнехи хушамачӗ Петрова; 1924 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗ, Шемшер, Шупашкар районӗ — 2004 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ санитарка[1].
Кун-ҫулӗ
Вера Петровнӑна 1942 ҫулта Шупашкарта йӗркеленӗ стрелоксен 324-мӗш дивизине юпа уйӑхӗнче ҫара чӗнсе илнӗ[2]. Пӗрремӗш ҫапӑҫусене дивизи Калуга облаҫӗнчи Думинаги станци ҫывӑхӗнче пуҫланӑ[3]. Вера Петровнӑна дивизи ҫумӗнчи вӗренӳллӗ ротӑна янӑ. Йывӑр ҫапӑҫусем иртнӗ хыҫҫӑн ротӑна пӗтернӗ те унти ҫынсенчен йӗлтӗр батальонне хатӗрленӗ. Анчах та кунта пурте спортсменсем пулнӑран ӑна авторотӑра хӑварнӑ, йӗлтӗр батальонӗ вара каярахпа засадӑна лекнӗ те вӗсем пурте вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна дивизи ҫумӗнчи 1003 СП шутне кӗртнӗ. Мӗн вӑрҫӑ пӗтиччен вӑл унта ҫапӑҫнӑ[3].
1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Осовец крепоҫе ярса илессишӗн пыракан ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Кенингсберг хула-крепоҫшӑн пыракан ҫапӑҫусенче ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑран 1945 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тӑван ялне таврӑннӑ[3].
1957 ҫулта Шупашкарти икӗ ҫул вӗренмелли медаппасен курсӗсенче пӗлӳ илнӗ. 1957–1997 ҫулсенче Шупашкар район пульницинче ӗҫленӗ[2].
2004 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
Вера Петровнӑна ҫак медальсемпе тата орденсемпе чысланӑ[1][3]:
- II степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗ (1985[4]);
- «Кенингсберга илнӗшӗн» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–45 ҫҫ Аслӑ вӑрҫинче Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем 50 ҫулта» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем 60 ҫулта» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- «СССР Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсем 70 ҫулта» медаль;
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫҫ Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» юбилей медалӗ;
- Жуков медалӗ;
- Аслӑ Тӗп командующийӗн грамоти.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 119. — 505 с.
- ^ 1, 2 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1914.html
- ^ 1, 2, 3, 4 Во имя добра и милосердия: [Медицинские работники Чебоксарского района] / МБУ «ЦБС» Чебоксарского муниципального округа ; сост. Иванова М.В., Иванова С.В. – Кугеси, 2023. – 232 с.: ил. — 50 с.
- ^ https://poisk.re/awards/anniversaries/1510808184?ysclid=lypm5frmwf134552978
Вуламалли
- Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района . — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 119. — 505 с.
- Алексеев, Г.А. Медики Чувашии в годы войны : [энциклопедия] / Г. А. Алексеев ; [гл. ред. Н. В. Суслонова]. — Чебоксары : ЧГИГН, 2005. – 465 с. : портр.
- Во имя добра и милосердия: [Медицинские работники Чебоксарского района] / МБУ «ЦБС» Чебоксарского муниципального округа ; сост. Иванова М.В., Иванова С.В. – Кугеси, 2023. – 232 с.: ил.
Каҫӑсем
- Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1924 ҫулта ҫуралнисем
- Шупашкар районӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 4-мӗшӗнче вилнисем
- 2004 ҫулта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Жуков медальне тивӗҫнисем
- «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем
- «Тӑван Ҫӗршывӑн 1941-1945 ҫҫ. Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 50 ҫул ҫитни» медале тивӗҫнисем
- «Кенигсберга илнĕшĕн» медальпе чысланисем
- Шемшерте ҫуралнисем
- Шупашкар район пульницинче ӗҫленисем