Алёшин Павел Кузьмич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Алёшин Павел Кузьмич
Çуралнă вăхăт 1906 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ(1906-06-12)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1993 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ(1993-08-17) (87 ҫул)
Гражданлăх

Алёшин Павел Кузьмич (1906 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ, Явӑш, Чикме уесӗ1993 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗ) — ҫар дирижёрӗ, педагог, пӗрремӗш чӑваш мусӑкҫисенчен (пӑхӑртан тунӑ музыка инструменчӗсем ҫинче вылянӑ) пӗри[1][2].

Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1926 ҫулта Шупашкарта музыка шкулӗнче, 1932 ҫулта музыкӑпа театр техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. 1938 ҫулта Мускав консерваторийӗ ҫумӗнчи ҫар дирижёрӗсен курсне вӗренсе пӗтернӗ[3].

1938–1946 ҫулсенче Рязанти артиллери училищин дирижёрӗ пулнӑ. 1946–1947 ҫулсенче Карпатҫум ҫар округӗнче хӗсметре тӑнӑ[2].

1947 ҫултанпа тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Шупашкарти музыка училищин преподавателӗ пулса тӑрӑшнӑ. 1947–1949 ҫулсенче тромбонпа баритон уйрӑмӗнче вӗрентнӗ, 1949 ҫултанпа — доховлӑ тата ҫапмалли инструментсен оркестрӗн уйрӑмӗнче[2].

Ҫавӑн пекех вӑл филармонире, пионерсен керменӗнче, ЧЭАЗ культура керменӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче, «Химик» культура керменӗнче тата ыттисенче ӗҫленӗ[1].

Разумов, Поликарпов, Сафронов — унӑн вӗренекенӗсем[4].

  • «Фашистла Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль;
  • Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ[4].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 45. — 505 с.
  2. ^ 1, 2, 3 https://наследиечувашии.рф/russian/%D0%B0%D0%BB%D1%91%D1%88%D0%B8%D0%BD-%D0%BF%D0%B0%D0%B2%D0%B5%D0%BB-%D0%BA%D1%83%D0%B7%D1%8C%D0%BC%D0%B8%D1%87-%D0%B2%D0%BE%D0%B5%D0%BD%D0%BD%D1%8B%D0%B9-%D0%B4%D0%B8%D1%80%D0%B8%D0%B6%D0%B5%D1%80/
  3. ^ 1, 2 http://энциклопедии.наследиечувашии.рф/a/article/1585.html
  4. ^ 1, 2 https://www.cheboksary.ru/education/46756_v_muzykalnom_uchilische_chtjat_pamjat_o_muzykantah_pogibshih_na_frontah_vojny.htm
  • Чуваш. Респ., Адм. Чебоксарского района, МБУК "Центральная библиотека" Чебоксарского района. Энциклопедия Чебоксарского района. — Центральная библиотека Чебоксарского района, 2014. — Т. 1. — С. 45. — 505 с.
  • Илюхин, Ю. А. Алёшин Павел Кузьмич / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 81.