Тукаш вулӑсӗ
Тукаш вулӑсӗ (выр. Тогашевская волость) — Хусан кӗпӗрни шутне кӗнӗ Шупашкар уесӗн вулӑсӗ, центрӗ Кӳкеҫ ятлӑ салара вырнаҫнӑ (халӗ Кӳкеҫ посёлокӗ)[1]:259. Вулӑс шутӗнчи ялсем каярахпа Шупашкар районне кӗнӗ.
Этимологийӗ
Вулӑс ячӗ Кӳкеҫ посёлокӗпе юнашар вырнаҫнӑ хальхи Кивҫурткасси ялӗнчен пулнӑ. Ӗлӗкрех ӑна Тукаш ятпа пӗлнӗ[2].
Географийӗ
Тукаш вулӑсӗ анӑҫ енчен Чикме уесӗнчи Мӑнал вулӑсӗпе, ҫурҫӗр енчен Шупашкар вулӑсӗпе, ҫурҫӗр-тухӑҫ енчен Йӑлӑмкас вулӑсӗпе, тухӑҫ енчен Шемшер вулӑсӗпе, кӑнтӑр енчен Ҫӗрпӳпе Етӗрне уесӗн ҫӗрӗсемпе чикӗленнӗ.
Историйӗ
Шупашкар уесне 1797 ҫул хыҫҫӑн 11 вулӑса пайланӑ: Шемшер, Йӑлӑмкас, Сала, Воскресенски, Карач, Кӗчкей, Помар, Кушмара, Сӗнтӗрвӑрри, Тукаш тата Шупашкар[3].
Вулӑса йӗркеленӗ хыҫҫӑн ӑна тытса тӑмашкӑн вулӑс пухӑвне, вулӑс правленине тата вулӑс расправине туса хунӑ. Вулӑс правленийӗнче кӑлава, заседательсем, вулӑс ҫыравҫи тата округ начальникӗ лартакан пулӑшуҫисем пулнӑ. Вулӑс кӑлавине вулӑс пуххи виҫӗ ҫула суйланӑ[4].
Вулӑс пуххин ҫакнашкал яваплӑх пулнӑ[4]:
- вулӑсри пуҫлӑхсене суйласси, вӗсен ӗҫне тӗрӗслесси атат шута илесси;
- вулӑсри хуҫалӑх тата общество ӗҫӗсем;
- вулӑсри училищесене йӗркелесси;
- общество вырӑнӗсенче йӗрке тӑвасси;
- таркӑнсене, ҫартан тарнӑ дезертирсене тытса чарасси, вӗсем пирки полицине пӗлтересси;
- полицине вулӑсра пулса иртнӗ преступленисем ҫинчен пӗлтересси;
- хресченсем пӗр обществӑран теприне куҫнине ҫырса пырасси;
- суд йышӑнӑвӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑрасси;
- тата ытти те.
1897 ҫулта Тукаш вулӑсӗнче 4 ял обществине уйӑрнӑ: Апаш, Кӳкеҫ, Шоркка, Тукаш[4].
1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Мӑнал вулӑсне пӗтернӗ те унти ялсене ытти вулӑссене куҫарнӑ. Ҫав шутра Попой ялӗ Тукаш вулӑсне куҫнӑ[5].
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче уессемпе вулӑссене пӗтерсе районсемпе ял канашӗсене йӗркеленӗ. Тукаш вулӑсӗнчи ялсем (пурӗ 29) Шупашкар районне кӗнӗ[5].
Йышӗ
1797 ҫулта Шупашкар вулӑсӗ шутне ҫак ял-хуласем кӗнӗ:
- Апаш;
- Вӑрманкас (халӗ Хӗрлӗ Ҫыр);
- Иккасси;
- Кайри Шанкас (халӗ Шӑнкас);
- Карантай;
- Кивҫурткасси;
- Колешша;
- Коснар;
- Коҫкасси (халӗ Кивҫурткассине кӗрет)
- Кӳкеҫ (вулӑс центрӗ);
- Малти Шӑнкас (халӗ Шӑнкас);
- Мӑштавӑш;
- Мокшин;
- Ойкасси;
- Пикшик;
- Платка;
- Самоккасси
- Сарапакасси;
- Сатиркасси;
- Ҫатракасси;
- Ҫӗньял (Туканаш ятпа та ҫырнӑ)
- Ҫырмапуҫ;
- Толиккасси;
- Туҫикасси;
- Хӗрлӗ Ҫыр
- Чӑрӑшкасси;
- Шаккӑл;
- Шӗнерпуҫ;
- Шоркка.
1926 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче Тукаш вулӑсӗ шутне Попой ялне кӗртнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Нестеров В. А. Населённые пункты Чувашской АССР. 1917—1981 годы : Справочник об административно-территориальном делении. — Чуваш. кн. изд-во, 1981. — 352 с.
- ^ Энциклопедия Чебоксарского района : Кивсерткасы (выр.). Энциклопедии. Цифровая библиотека НБ ЧР. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
- ^ Чибис А. А. Чебоксарский уезд // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 06.08.2025.
- ^ 1, 2, 3 Тогашевское волостное правление (выр.). srv.giachr.kaisa.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ. волость&p0.d=14814&p0.v=14814&p0.a=3000&p0.c=10 оригиналтан архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 История Чебоксарского муниципального округа (выр.). Чăваш Республикин Шупашкар муниципаллă округĕ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.