Сала вулӑсӗ

Сала вулӑсӗ (выр. Богородская волость) — Хусан кӗпӗрни шутне кӗнӗ Шупашкар уесӗн вулӑсӗ, центрӗ Сала ятлӑ салара вырнаҫнӑ (халӗ Куславкка хули йышӗнче)[1]:259. Вулӑс шутӗнчи ялсем каярахпа Куславкка районне кӗнӗ.

Историйӗ

1781 ҫулччен вулӑс ялӗсем Сӗве уесне кӗнӗ[2]. 1781 ҫулта Шупашкар уесӗн чиккисене улӑштарнӑ, унӑн йышне Ҫӗрпӳ уесӗнчи 16 ял, Хусан уесӗнчи 13 ял, Сӗве уесӗнчи 56 ял, Чикме уесӗнчи 1 ял куҫнӑ. 1797 ҫулта ҫӗнӗ вулӑссем йӗркеленӗ, ҫав шутра — Сала вулӑсне те. Унӑн администрацийӗ Сала салинче (халӗ Куславкка хули) вырнаҫнӑ пулнӑ[3]. Ҫурҫӗр енче вулӑс Помар вулӑсӗпе чикӗленнӗ, тухӑҫ енче — Хусан уесӗпе, кӑнтӑр енче — Ҫӗрпӳ уесӗпе, анӑҫ енче — Карач вулӑсӗпе.

Шупашкар уесне 1797 ҫул хыҫҫӑн 11 вулӑса пайланӑ: Шемшер, Йӑлӑмкас, Слапата, Воскресенски, Карач, Кӗчкей, Помар, Кушмара, Сӗнтӗрвӑрри, Тукаш тата Шупашкар[4].

1917 ҫулта совет влаҫӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн Шупашкар уесӗнче тӑватӑ милици районӗ йӗркеленӗ. Вӗсенчен пӗрине, виҫҫӗмӗшне, Сала, Кӗчкей, Помар, Кӑрмӑш, Карач вулӑсӗсенчен хатӗрленӗ. Милици управленийӗ Куславккара вырнаҫнӑ пулнӑ. 1923 ҫулта виҫӗ милици районне йӗркеленӗ. Сала вулӑсӗ ун чухне иккӗмӗш милици районне пӑхӑннӑ[5].

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче уессемпе вулӑссене пӗтерсе районсем йӗркеленӗ. Сала вулӑсӗнчи ялсем Куславкка районне кӗнӗ.

Йышӗ

1797 ҫулта Сала вулӑсӗ шутне ҫак ял-хуласем кӗнӗ:

Ӑнлантарусем

  1. ^ Нестеров В. А. Населённые пункты Чувашской АССР. 1917—1981 годы : Справочник об административно-территориальном делении. — Чуваш. кн. изд-во, 1981. — 352 с.
  2. ^ Козловка (выр.). Татарские деревни Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  3. ^ Сведения о Чебоксарском уезде (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  4. ^ Чибис А. А. Чебоксарский уезд // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 06.08.2025.
  5. ^ Иванов. Н.В., Михайлова С.Ю. Организация и деятельность милиции Чебоксарского уезда Чувашской автономной области (1920–1925 годы) (выр.). Пӑхнӑ кун: 0205 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем