Йӑлӑмкас вулӑсӗ
Йӑлӑмкас вулӑсӗ (выр. Алымкасинская волость) — Шупашкар уесӗн вулӑсӗ, Вулӑсӑн ялӗсем ытларах пайӗпе хальхи Ҫӗнӗ Шупашкар ҫӗрӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ.
Историйӗ
Вулӑс центрӗ чиркӳллӗ Оппукассинче вырнаҫнӑ пулнӑ. Яла ҫавӑн пекех Шортан ятпа та каланӑ. Ҫапла май Йӑлӑмкас вулӑсӗ Шортан вулӑсӗн ҫӗрӗсем ҫинче йӗркеленнӗ.
Йӑлӑмкас вулӑсне хӑҫан йӗркелени паллах мар. Ун пирки чи малтанхи хут 1850 ҫулта асӑнни тӗл пулать[1].
Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх Йӑлӑмкас вулӑсне 1797 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче кӑларнӑ саккунпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Вулӑс чи малтан патшалӑх хресченӗсене тытса тӑнӑ, 1861 ҫултан вара вӑл пӗтӗм хресченсемпе ӗҫленӗ. Вулӑсри тӳре-шара полици тата суд ӗҫне пурнӑҫланӑ[2].
Вулӑсӑн анӑҫ енче Шупашкар вулӑсӗ вырнаҫнӑ пулнӑ, тухӑҫ енче — Сӗнтӗрвӑрри вулӑсӗ, Кӑнтӑр енче — Шемшер вулӑсӗ, кӑнтӑр-анӑҫ енчен — Тукаш вулӑсӗ.
Вулӑсри ялсем
Йӑлӑмкас вулӑсӗ йышне ҫак ялсем кӗнӗ:
- Анаткасси;
- Арккасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Ивански (1917–1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ);
- Котеркасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Мӑн Пӳкасси (1785–1927);
- Мӑн Чӑкӑр (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Мерешпуҫ (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Миснер (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Ольтикасси (1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗччен);
- Оппукасси (1927 ҫулччен);
- Паникас Тохтар (1917–1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ);
- Паникас Янташ (1917–1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ);
- Ҫӑкалӑхьял (1785–1927);
- Ҫырмапуҫ (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Тенеккасси (1917–1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ);
- Тӗкӗрҫ Исей (1917–1927);
- Толик Хураски (1919 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен вулӑс центрӗ);
- Томаккасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен; 1918–1919 ҫулсенче вулӑс центрӗ пулнӑ);
- Тосинкасси (1917–1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ);
- Хурӑн Чӑкӑр (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Чучукасси (1917–1918 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ);
- Чумкасси (XIX ӗмӗртен пуҫласа 1927 ҫулччен);
- Шуркасси (1919 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен 1927 ҫулччен).
Ӑнлантарусем
- ^ Алымкасинское волостное правление (выр.). Государственный исторический архив Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Волостные правления (выр.). libinfo.org. Пӑхнӑ кун: 0205 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.