Сӗнтӗрвӑрри вулӑсӗ

Сӗнтӗрвӑрри вулӑсӗ (выр. Посадско-Сотниковская волость) — Шупашкар уесӗнче пулнӑ вулӑс, центрӗ Сӗнтӗрвӑрринче вырнаҫнӑ пулнӑ[1]:259. Вулӑс шутӗнчи ялсем каярахпа Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ.

Географийӗ

Вулӑс Шупашкар уесӗн ҫурҫӗр пайӗнче, ытларах пайӗпе Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вулӑс йышне Атӑлӑн сулахайри ҫарансем тата мари халӑхӗ пурӑнакан вырӑнсем кӗнӗ.

Тухӑҫ енче Шупашкар уесӗн Кушмара вулӑсӗ вырнаҫнӑ, кӑнтӑр енче — Кӗчкей вулӑсӗ, кӑнтӑр-анӑҫ енче — Шемшер вулӑсӗ, анӑҫ енче — Йӑлӑмкас вулӑсӗ.

Ҫурҫӗр енчен Кокшага лесничествин ҫӗрӗсем вырнаҫнӑ пулнӑ.

Историйӗ

1797 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче I Павел(выр.)чăв. Патшалӑх хуҫалӑх экспедицийӗн «Хысна ялӗсене вулӑсссем ҫине пайласси тата вӗресе тытса тӑрасси йӗрке ҫинчен» доклад ҫирӗплетнӗ. КУ хутпа килӗшӳллӗн ҫӗршывра вулӑссене ҫӗнӗрен йӗркеленӗ: вулӑсри халӑш йышӗ 3 пинрен иртмелле мар пулнӑ[2].

Вулӑса тытса тӑма вулӑс правленине йӗркеленӗ, ун йышӗнче вулӑс кӑлави, староста тата ҫыруҫӑ пулнӑ. Вулӑс кӑлавипе ҫыруҫӑна вулӑс шутне кӗрекен ялти ҫынсем икӗ ҫуллӑха суйланӑ. Ҫӗнӗ реформӑпа кашни ялта староста е ҫавнашкал урӑх ҫынна суйламалла пулнӑ. Вӗсене кашни ҫул суйланӑ. Ҫавӑн пекех десятскисем пулнӑ — вӗсем кашни вунӑ килшӗн яваплӑ пулнӑ, уйӑхран ылмашӑнса тӑнӑ[2].

1797 ҫул хыҫҫӑн Шупашкар уесне 11 вулӑса пайланӑ: Шемшер, Йӑлӑмкас, Сала, Воскресенски, Карач, Кӗчкей, Помар, Кушмара, Сӗнтӗрвӑрри, Тукаш тата Шупашкар[3].

1925 ҫулта Мари АССРне туса хунӑ хыҫҫӑн Атӑлӑн сулахай енчи ҫӗрсем ун йышне кӗнӗ.

1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уессемпе вулӑссем вырӑнне районсем йӗркеленӗ. Сӗнтӗрвӑрри вулӑсӗнчи ялсем Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ.

Йышӗ

1797 ҫулта Сала вулӑсӗ шутне ҫак ял-хуласем кӗнӗ[4]:

Ӑнлантарусем

  1. ^ Нестеров В. А. Населённые пункты Чувашской АССР. 1917—1981 годы : Справочник об административно-территориальном делении. — Чуваш. кн. изд-во, 1981. — 352 с.
  2. ^ 1, 2 Посадско-Сотниковское волостное правление (выр.). Государственный исторический архив Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2025 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  3. ^ Чибис А. А. Чебоксарский уезд // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 06.08.2025.
  4. ^ Посадско-Сотниковская волость, Чебоксарский уезд (выр.). Familio. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем