Шемшер вулӑсӗ
Шемшер вулӑсӗ (выр. Акулевская волость) — Шупашкар уесӗн вулӑсӗ, центрӗ Шемшер ялӗнче вырнаҫнӑ[1]:259.
Историйӗ
Шупашкар уесне 1796 ҫул хыҫҫӑн 11 вулӑса пайланӑ: Шемшер, Йӑлӑмкас, Сала, Воскресенски, Карач, Кӗчкей, Помар, Кушмара, Сӗнтӗрвӑрри, Тукаш тата Шупашкар[2].
1890 ҫул тӗлӗнче вулас ҫурҫӗр енчен Йӑлӑмкас, Сӗнтӗрвӑрри вулӑсӗсемпе чикӗленнӗ, тухӑҫ енче — Кӗчкей вулӑсӗпе, кӑнтӑр енче — Воскресенски вулӑсӗпе тата Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗрпӳ уесӗпе, анӑҫ енчен — Тукаш вулӑсӗпе.
1918 ҫулта совет влаҫне ҫирӗплетмешкӗн вулӑс ӗҫтӑвкомӗсем йӗркеленӗ. Вӗсен предприяти, совхоз йӗркелеме, ҫӑкӑр саппасӗн лавккисене уҫма ирӗк пулнӑ. Вӗсем ҫавӑн пекех шкулсен йышне пысӑклатма, шкул ҫулчченхи иачасен вӗренӳ учрежденийӗсене, вулав ҫурчӗсене, куҫса ҫӳрекен вулавӑшсене йӗркелеме, хутла пӗлменлӗхе пӗтерекен пунктсене уҫма та пултарнӑ[3].
1921 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче Шупашкар уесӗн Шемшер ялӗнче пӑлхав ҫӗкленнӗ, ӑна вулӑс центрӗ ячӗпе Шемшер вӑрҫи тенӗ. Пӑлхава ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ тата Етӗрне уесӗсенчи хресченсем хутшӑннӑ.
1924 ҫулта Шемшер вулӑсӗ 15 499,3 теҫҫетин лаптӑк йышӑннӑ. Шемшерте почта уйрӑмӗ пулнӑ[3].
Экономика
Вулӑсра пурӑнакан ҫынсен ытларах пайӗҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, анчах туса илекен тыр-пул ҫитменрен халӑх ҫӑвӑн пекех карҫынкка авнӑ, платник ӗҫӗпе аппаланнӑ, кирпӗч ҫапнӑ тата ытти ӗҫсем ӗҫленӗ[3].
Вулӑсри 1417 хуҫалӑхра лаша пулнӑ, 1188 хуҫалӑх — лашасӑр. Пурӗ 2043 ӗне пулнӑ, 1514 лаша, 10 420 чӑх, 123 хур, 28 кӑвакал пулнӑ[3].
Шемшер вулӑсӗнче Лакӑр пасарӗ ӗҫленӗ, анчах вӑл пысӑк пулман, ҫынсем те унта сахал ҫӳренӗ[3].
Вулӑсра 21 уйрӑм ҫын лавкки ӗҫленӗ, 18 лавккана кооперативлӑ организаци тытнӑ. Ҫавӑн пекех ку тӑрӑхра 15 шыв арманӗ (вӗсенчен пӗрине «Аслан» эртеле тара панӑ пулнӑ), 2 ҫил арманӗ пулнӑ[3].
Культура
Йышӗ
1860–1870-мӗш ҫулсенче вулӑс йышне ҫак ялсем кӗнӗ:
- Арманкасси
- Шорчекасси
- Куснар
- Лӗпсер
- Мамалай
- Юртукасси
- Тавӑшкасси
|}
1917 ҫул тӗлне Шемшер вулӑсне ҫак ялсем кӗнӗ:
- Улатӑркасси
- Пӗчӗк Анаткас (1920-мӗш ҫулсенче ҫухалнӑ)
- Арманкасси
- Тутаркасси
- Шуршӑл
- Паҫпак
- Уплер
- Ваҫликасси (халь Шорчакассинчи Кайри Ҫатра урамӗ)
- Тури Упакасси
- Тури Макаҫ
- Ворни
- Иккӗмӗш Урай Макаҫ
- Тӗкӗрҫ
- Юртукасси
- Кайри Ҫатра
- Йӗрӗх ҫырми (халь Йӗшӗмкасси)
- Куснар
- Кӗтӗквар
- Лакӑр
- Лӗпсер
- Кӗҫӗн Шемшер
- Кайри Шӗнерпуҫ
- Анатри Макаҫ
- Лапри Упакасси
- Шемшер
- Ҫӗньял (халӗ Ҫӗньял Упакасси)
- Уттекасси
- Пӗрремӗш Урай Макаҫ
- Малти Ҫатра (халӗ Шорчекасси ялӗ)
- Ҫоткасси (халӗ Шорчекасси ялӗ)
- Ҫӗньял
- Вӑта Упакасси
- Типнер
- Ҫутпылӑх
- Тавӑшкасси
- Тверинкино (халӗ Типнер ялӗ)
- Тренкесси
- Чулкасси
- Хыркасси
- Шешкенер
- Шорчекасси
- Эсеккасси
- Ямпулат (Шемшер шутне кӗнӗ)
|} Шемшер вулӑсне 1924 ҫулта 41 ял кӗнӗ, пуринче те чӑвашсем пурӑннӑ. Пурӗ 11503 ҫын пулнӑ, вӗсенчен чӑвашсем 11420, вырӑссем — 83[3].
Ӑнлантарусем
- ^ Нестеров В. А. Населённые пункты Чувашской АССР. 1917—1981 годы : Справочник об административно-территориальном делении. — Чуваш. кн. изд-во, 1981. — 352 с.
- ^ Чибис А. А. Чебоксарский уезд // Электронная Чувашская энциклопедия. — Дата обращения: 25.07.2025.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Социально-экономическая характеристика Акулевского волисполкома Чебоксарского уезда Чувашской автономной области на 1924 г. (выр.). giachr.kaisa.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.