Шемшер вӑрҫи

Шемшер пӑлхавӗ (совет историографийӗнче — Кулак пӑлхавӗ) — хресченсен пӑлхавӗ, Чӑваш автономи облаҫӗнче 1921 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 5-мӗшӗччен хресченсем большевиксене хирӗҫ массӑллӑ тухни.

Пӑлхав ҫавӑрса илни

Облаҫри уйрӑмах вӑйлӑ пӑлхавсем пулнӑ вулӑссем:

  • Шемшер вулӑсӗ,
  • Вырсарни вулӑсӗ (Шупашкар уесӗ),
  • Каҫал вулӑсӗ,
  • Пукрав вулӑсӗ (Шупашкар уесӗ),
  • Помьял вулӑсӗ,
  • Сиккасси вулӑсӗ,
  • Турай вулӑсне,
  • Чӑваш Сурӑм вулӑсӗ,
  • Чуратчин вулӑсӗ,
  • Енккасси-Энӗшпуҫ вулӑсӗ,
  • Тӑвай вулӑсӗ.

Пӑлхава Чӑваш втономи облаҫӗнчи 58 вулӑсран 25-шӗ хутшӑннӑ.

Истори

1920 ҫулхи раштав вӗҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри Советсен VIII съездӗнче хресченсен ял хуҫалӑхне ҫирӗплетмелли тата аталантармалли мерӑсем ҫинчен кӑларнӑ постановленипе килӗшӳллӗн вӑрлӑх материалне разверстка туса пӗрлештерме тата вӑрлӑх фондне тума вӑрлӑха пӗрлехи ампарсене хума йышӑннӑ. 1921 ҫул пуҫламӑшӗнче Чӑваш Енри коммунистсем ҫак постановление пурнӑҫа кӗртмешкӗн кампани йӗркеленӗ, ҫакӑ хресченсемшӗн хӗҫ-пӑшал тытса пӑлхав ҫӗклемелли сӑлтав пулнӑ. Вӑл Шупашкар уесӗнчи Шемшер ялӗнче кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче — Ҫӗрпӳ усӗнче, кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Етӗрне уесӗнче сарӑлнӑ.

1921 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Шемшер салинче таврари темиҫе ялта пурӑнакан, продразвёрсткӑпа кӑмӑлсӑр хресченсем Совет влаҫне хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ, вӑл «Шемшер пӑлхавӗ» пек палӑрнӑ. Шемшерте хресченсем вӑрлӑха пӗрле хума килӗшмен, каярахпа Шупашкартан килнӗ пысӑках мар ҫар отрядне хирӗҫ тӑнӑ: Обисполком председательне Д.С. Эльмене, облаҫри ҫар комиссарне И.Е. Ефимова хӗненӗ, облаҫри ҫар комиссариачӗн мобилизаци пайӗн пуҫлӑхне И.О. Пучкова вӗлернӗ. Ҫарсем 10 ҫынна вӗлернӗ, 200 ытла ҫынна арестленӗ, кайран суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тепӗр 22 ҫынна персе пӑрахнӑ; 2006 ҫулта вӗсен ӳт юлашкисене ҫӗнӗрен пытарнӑ.

Етӗрне уесӗнчи Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен архив выписки:

1921 ҫулхи кӑрлачан 24-мӗшӗнче варлӑха пӗрлехи ампарсене хурассине хирӗҫ ҫынсем хӗтӗртнипе тата агитаци тунипе хура халӑх хушшинче пӑлхав ҫӗкленнӗ. Пӑлхавҫӑсем Чӑваш Сурӑм волисполкомне ҫӗмӗрсе кӗрсе пурлӑха ҫаратнӑ. 5 парти ӗҫченне вӗлернӗ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Сурӑм вулӑсӗнчи пӑлхавҫӑсем Мӑн Шетмӗ салине Етӗрне уесӗн 3-мӗш район милици пуҫлӑхӗн канцелярине аркатас тата унӑн ӗҫӗсене ҫунтарас тӗллевпе ҫитнӗ. Унта ҫар хатӗрӗсем ҫителӗксӗр пулнипе Волков юлташ ертсе пыракан отрядӑн каялла чакма, ҫав кунах Нурӑс салине кайма тивнӗ. Пӑлхавҫӑсен йышӗнче 6-7 пин ҫын пулнӑ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче карательсен отрячӗ ҫитнӗ те, эшкер саланнӑ. Хальхи вӑхӑтра пӑлхав ҫӗкленнӗ вулӑса хӗрлӗ гвардеецсен отрячӗ ҫитнӗ, пӑлхав ҫӗкленӗ ҫынсене ухтараҫҫӗ, ун пеккисене вырӑнтах персе пӑрахаҫҫӗ.[1].

Пӑлхава пӗтерес ӗҫе йӗркелекенсенчен тата унта хутшӑнакансенчен пӗри чӑваш облаҫ ЧК председателӗ Иван Кадушин пулнӑ. Унӑн1921 ҫулхи пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи докладӗнче Чӑваш атономи облаҫӗнче хресченсен пӑлхавне пӗтерни пирки ҫапла палӑртнӑ: «Пӗтӗм облаҫӗпе осадӑна нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑ. Пӑлхавра шар курнисен йышне малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш облаҫӗнче пирӗн енчен 23 коммуниста, партисӗр 11 ҫынна вӗлернӗ, пӑлхавҫӑсен енчен — 404 ҫынна. Пӑлхав ӗҫӗпе пурӗ 1006 ҫынна арестленӗ, 38 ҫынна ревтребунала панӑ, ыттисене алӑ пусса ирӗке кӑларнӑ». 1992 ҫулта Чӑваш Енри политика репрессийӗнчен шар курнисене реабилитацилес енӗпе ӗҫлекен комисси йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫак инкекре шар курисенчен чылайӑшне реабилитациленӗ.

Астӑвӑм

1939 ҫулта Аслӑ Каҫал ялне халӑх пӑлхавне пусарнӑ чухне пуҫ хунӑ комсомолецсене халалласа Комсомольски ят панӑ.

  1. ^ Чувашский государственный архив, 599 фонд, 6 опись, дело № 25, 194 лист.

Категорисем