Тĕрлемес
Тĕрлемес, — Чăваш Енĕн Куславкка районӗнчи ял. Ял урлă чукун çул иртет. Кивĕ Тĕрлемес тата Çĕнĕ Тĕрлемес ялĕсемпе пăтраштармалла мар.
Истори
1893-1894 çулсенче никĕсленнĕ. 1927 çулчен Шупашкар уесӗн Аслă Сала вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Куславкка районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрмар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Куславкка районне кĕрет.