Вӑрмар районӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
муниципаллӑ район
Вăрмар районĕ
Детский сад в Кудеснерах.jpg
Ялав Герб
Ялав Герб
55° с. ш. 46° в. д.GЯO
Патшалӑх Flag of Russia.svg РФ
Кӗрет Flag of Chuvashia.svgЧăваш Ен
Адм. центрӗ Вăрмар паçулкă
Историйӗпе географийӗ
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1927, авӑн, 5
Лаптӑк
  • 598,26 квадратный километр[1]
Сехет тӑрӑхӗ
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • 20 839 ҫын (2021)[2]
Официаллӑ чӗлхе чăваш
Цифрӑллӑ идентификаторсем
Телефон кочӗ +7 83544

Официаллӑ сайт
Вăрмар районĕ карттӑ ҫинче
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем
Вăрмар районĕн картти

Вăрмар районĕЧăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллӑ район).

Чăваш Енĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. 1927 çулхи 5 авăн уйăхĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Куславкка районĕпе, çурçĕр-хĕвеланăç енче Ҫӗрпӳ районӗпе, хĕвеланăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тăвай районĕпе юнашар вырнаçнă. Районăн хĕвелтухăç енче Тутарстан Республики вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 32 çухрăма тăсăлнă, хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç енне — 33 çухрăма. Район лаптăкĕ — 598,3 км2. Район администрациĕ Вăрмар ялĕнче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, район тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çутçанталăкĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрмар районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă, çĕр пичĕ сăртлă, район çĕрĕсене çырмасем темиçе лутра сăртсемпе уйрăм тӳремсăртлăхсем çине çурса пĕтернĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метртан пуçласа 2—3,5 çухрăм таран, тарăнăшĕ — 1-10 метр. Районта акшар чулĕпе доломитсен çĕр айăнчи пурлăхсем пур, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăранăçнелле вырнаçнă. Унтан акшар çăнăхне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чухне усă курать. Вăрмартан 15 çухрăм кăнтăранăçнелле, Шăхаль çывăхĕнче акшар чулĕпе доломитсене кăлараççĕ. Çакăнтах кирпĕч тумалли суглинăксемпе тăмсене кăлараççĕ. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. Энĕшпуç упранăвĕ Энĕшпуç чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа Канаш кирпĕч завочĕн Энĕшпуç цехĕ усă курать. Кавал салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Кавал упранăвĕпе халĕ усă курмаççĕ, ăна малашлăха валли хăварнă.

Климачĕ вăтам континентлă, хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çăвĕсем ăшă та типĕ. Вăтам температура: кăрлач уйăхĕнче — -13°С, чи сивви -42 °С; утă уйăхĕнчи вăтам температура +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çулталăк тăршшĕпе вăтамран 400 мм юр-çумăр çăвать — нумайрах ăшă вăхăтсенче. Юханшывсен шучĕ сахал. Пысăкраххисем: Кĕтне тата Енĕш, пĕчĕкреххисем: Пăла, Ара. Çак тĕслĕ тăпрасем сарăлнă: кăвак вăрман тăприсен тĕсĕсем, вĕсем районти çĕрсен 84% йышăнаççĕ. Район вăрман-çеçенхир тăрăхĕнче вырнаçнă, вăрмансем район çĕресен 9% йышăнаççĕ. Вăрмансем кăнтăрпа кăнтă-тухăç енĕсенче çеç юлнă. Вăрмансенче юмансемпе çăкасем нумай ӳсеççĕ. Чĕрчунсем сахал. Çурçĕрте тыркассем, районăн тĕп пайĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче тилĕсем, мулкачсем, кашкăрсем, хир сыснисем çӳреççĕ, тытма юрăхлă кайăксенчен — пăчăрсемпе ăсансем (вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ).

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Спорт, физкультура

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вăрмарти физкультурăпа спорт комплексĕ‎

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]