Кашкăр
Кашкăр, сăрă кашкăр, ахаль кашкăр (лат. Canis lupus) — вăрăм кĕлеткеллĕ, вăйлă та çивĕч чĕрчун. Вăл тăнă чухне хӳрине аялалла усать, чупнă чухне çӳлелле çĕклет, хăранă вăхăтра, йытă пек, ури хушшине хĕстерет, савăнсан - пăлтăртаттарать. Кашкăр вăрман чĕрчунĕ, анчах сĕм вăрмансене кăмăлламасть. Йăвине ялсем çывăхнерех тума тăрăшать. Вăл пысăк чĕрчунсемпе килти выльăха тапăнма юратать. Мулкачсене, сăвăрсене, пăсарасене, шăшисене, чĕрĕпсене тытса çиет. Апат çимесĕр кашкăрсем темиçе кун та пурăнма пултараççĕ. Кашкăр çемьеллĕ чĕрчун шутланать. Аçипе ами пĕр пĕрлешсен виличченех пĕрле пурăнаççĕ. Пуслăхра 5-7 çура пулать. Вĕсем чăтлăх çырмари шăтăкран 3 эрне иртсен тухма тытăнаççĕ. 3-4 уйăх тултариччен çуррисене апат ашшĕ-амăшĕ тупса парать. Кайран ашшĕпе амăшĕ чĕрĕ апат тытма вĕрентеççĕ. Хĕл каçах пĕрле сунара çӳреççĕ. Сунарта кашнин хăйĕн палăртнă ĕç пур. Кашкăрсен этемсĕр пуçне урăх тăшмансем çук. Апла пулин те вĕсене сăвăссем, пăрçасем самаях аптратаççĕ. Кашкăрсен хисепне сунарçăсем ытлашши ӳсме памаççĕ, çавăнпа та вĕсен йышĕ республикăра 50-60 пуçран иртмест.
Вуламалли
- А. Брем. «Чĕрчунсен пурнăçĕ» пухăмран статья
- В. В. Иванов. Волк // Мифы народов мира; Г. Бедненко. Образ Волка у индоевропейцев 2007 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кашкăр сăнарлĕ герб.
- Шура Буртин. Между человеком и волком 2013 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче архивланӑ. // Русский репортёр № 15 (143), 2010 çулхи акан 22-мĕшĕ
Каçăсем
- Кашкăрсене тĕпчени тата сыхлани
- Позвоночные животные России: Волк 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кашкăрсен кĕçĕн тĕсĕсем 2007 ҫулхи юпан 18-мӗшӗнче архивланӑ.
- Кашкăрсем пирки хыпар
- Кашкăр чуппи 2010 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ.