Пуç
Пуç, — çынпа чĕрчунсен пайĕ. Пуçра куракан, тутă пĕлекен, итлекен органсем тата мимепе çăвар вырнаçнă.
Уйрăм пуç çурăм шăммиллисемпе кăпшанкăсен пур. Ытларах чухне пуçпа кĕлетке мăйпа çыхăннă. Мăй пуçа пăрма май парать.
Пуç пайĕсем
Функцисем
Пуҫӑн нумай пайӗ — сӑмахран, ҫӑвар, сӑмса, пуҫ шӑммин хӑвӑлӗсем тата пыр — сасӑшӑн резонатор вырӑнне пулаҫҫӗ, тӗслӗхрен юрланӑ чухне. Ҫӑвар таврашӗнчи ҫемҫе сийсем — тута, питҫӑмарти, ҫемҫе ҫӑвар маччи, чӗлхе — артикуляцие хутшӑнаҫҫӗ, артикуляци аппарачӗ шутланаҫҫӗ.
Чир-чӗрсем
Хӑш-пӗр генетика чирӗсем ҫыннӑн сӑн-питӗнче палӑраҫҫӗ — тӗслӗхрен, Даун чирӗ, Гидроцефали тата ыттине пӑхӑр.
Аталанӑвӑн ҫакӑн пек ҫитменлӗхӗсене пӗлеҫҫӗ, сӑмахран, Мулкач тути, Кашкӑр ҫӑвар маччи.
Эрех ӗҫни те пит ҫинче йӗр хӑварать — эрех ӗҫекенсен сӑмси час-часах хӗрлӗ, ӳчӗ шӑтӑкланса пӗтнӗ.
Ҫавӑн пекех пуҫпа ҫак чирсем ҫыхӑннӑ: пуҫ ыратни, менингит, ринит, фарингит, аденоидсем, психика чирӗсем, инсульт, пуҫ мими ракӗ, тат ытти те.