Ринит

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Ринит (ав.гр. ῥίς, камӑнлӑх п. ῥινός «сӑмса») — сӑмсан лӑймакаллӑ сийӗ шыҫнин синдромӗ.

Инфекци риничӗ тӗрлӗ микробсене тата вируссене пула пуҫланать; шӑнса пӑсӑлни, ытлашши тусан тата сывлӑшра газ нумайййи ринита аталанма пулӑшать.

Ринит час-часах ытти чисӑмсарсен палӑрӑмӗ пулать (сӑмахран, грипп, дифтери, корь). Катараллӑ ринита (ринорей пулни, сӑмса юхни) ахаль чухне сунас теҫҫӗ[1]. Сӑмсан лӑймакаллӑ сийӗ шыҫни аяларах асӑннӑ икӗ симптомпа палӑрать: сӑмсапа сывлама йывӑрри, сӑмса юхни, сӑмса шӑтӑкӗнче кӗҫӗтни/пӗҫертни сунасланипе пӗрле. Ринит вӑрӑмӑшӗ ҫулталӑкра ≥2 эрне тӑршшӗнче кунне ≥1 сех. танлашать[2].

Классификаци

Инфекци риничӗсем

Ҫивӗч инфекци риничӗ ытларах ачалӑх ҫулӗсенче тӗл пулать. 5 ҫул ҫитмен ачасем ҫулталӑкра 6-7 хут чирлеҫҫӗ. Ача садне ҫӳреме пуҫласан пӗрремӗш тата иккӗмӗш ҫулсенче чирлесси 10−15 % ӳсет[2].

  • ҫивӗч ринит;
  • вӑраха кайнӑ ринит
    • вӑраха кайнӑ катараллӑ ринит;
    • вӑраха кайнӑ гипертрофи риничӗ;
    • атрофи риничӗ(выр.)чăв.;
    • озена (ырӑ мар шӑршӑллӑ атрофи сунасӗ).
Инфекциллӗ маррисем — вазомоторлӑ ринитсем

Этиологи

Ҫивӗч ринит сӑмсан йӑлмакаллӑ сийне вирус е бактери инфекцийӗ витӗм кӳнине пула пулать. Вӑл ҫивӗч инфекци чирӗсемпе (грипп(выр.)чăв., корь, скарлатина, дифтери, гонорея тата ытти те) пӗрле пулма пултарать. Ҫивӗч ринит ҫавӑн пекех сӑмсан лӑймакаллӑ сийне механика, ӑшӑ, хими е радиаци агенчӗ суранлатнӑ хыҫҫӑн пулма пултарать[2].

Вӑраха кайнӑ ринит ҫивӗч ринит е тавралӑхри япӑх факторсем тата япӑх ӗҫ условийӗсем вӑрах вӑхӑт витӗм кӳнин, ҫавӑн пекех вырӑнти юн ҫаврӑнӑшӗ пӑсӑлнин вӗҫӗ пулма пултарать.

Вазомоторлӑ ринит реакцин нерв-рефлекторлӑ механизмӗсем рефлекторлӑ вӗчӗрхенӳсене пӑснипе сӑлтавланнӑ (сивӗ сывлӑш, вичкӗн шӑршӑ), ҫавна пула сӑмсана лӑймакаллӑ сийӗн тӑвӑллӑ реакцийӗ пырать.

Аллерги риничӗ сӑмсан лӑймакаллӑ сийӗ тӗрлӗ экзогенлӑ тата эндогенлӑ аллергенсем патне сисӗмлӗх пысӑк пулнипе, ҫавӑн пекех бактерипе вирус агенчӗсем патне сенсибилизаципе (инфекци-аллерги форми) ҫыхӑннӑ[2].

Патогенез

Ҫивӗч ринит чухне сӑмсан лӑймакаллӑ сийӗн катараллӑ шыҫҫи аталанать, ку тӗртӗмсем шыҫӑннипе, ытларах сӑмса хуранӑ патӗнче, палӑрать. Сӑмсар икӗ ҫурри те сиенленет.

Вӑраха кайнӑ катараллӑ ринит чухне ытларах сӑмса раковинисен малти вӗҫӗсен патӗнчи лӑймакаллӑ сийӗн метаплазийӗ(выр.)чăв. тата пролиферацийӗ пулать. Малашне ҫыхӑнтаракан тӗртӗм элеменчӗсен пролиферацине, юн тымарӗсен стенкисен гипертрофине тата надкостницӑпа шӑмӑ процесне явӑҫтарса просвет анлӑланнини сӑнама пултарать.

Вазомоторлӑ ринит чухне куҫа курӑнман сӑлтавсемсӗр приступсем аталанаҫҫӗ, лӑймакаллӑ сий хулӑнланма, эпитеои нумай сийлӗ лаптак метаплазийӗ, бокал евӗр клеткӑсем нумайланни (вӗсенче йӑлмака пухӑнать), строма шыҫни пулма пултарать

undefined
undefined

Клиника палӑрӑмӗсем

Сӑмсаран витӗр курӑнакан шӗвек юхни вазомоторлӑ, аллерги риничӗшӗн тата инфекциллӗ ринитӑн иккӗмӗш (нӳрӗклӗ) стадийӗшӗн характерлӑ. Сарӑ шӗвек инфекци е аллерги риничӗ чухне юхать. Симӗс шӗвек — инфекци палли[3].

Ҫивӗч ринит час-часах сунасланипе, куҫҫуль юхнипе, вӑй хавшанипе пуҫланать. Унтан сӑрӑ лӑймакаллӑ шӗвек нумай юхма пулать, вӑл каярахпа лӑймакаллӑ-пӳрлӗ пулать. Ҫын хӑйне пӗтӗмӗшле туйни сахал улшӑнать, ытларах чухне температура йӗркеллӗ е кӑшт ӳснӗ (37,0—37,5 °). Пуҫ йывӑрланни туйӑнать, ӗҫ хастарлӑхӗ чакать, сӑмса йывӑррӑн сывлать, хӑш чухне куҫҫуль юхать, сӑмса шӑршӑсене туйни чакать.

Вӑраха кайнӑ ринит чухне сӑмса питӗрӗнет(выр.)чăв., сӑмса шӑршӑсене япӑх туять, ҫав вӑхӑтрах лӑймакалла сий хулӑнланнӑ тата гиперемирланӑ, вӑл типӗ те йӑлтӑркка, сывлав хавшанӑ. Сӑмса ҫулӗсенче лӑймака-пӳрлӗ ҫӑра шӗвек е сӑмса хыттисем палӑртаҫҫӗ.

Вазомоторлӑ ринит чухне куҫа курӑнман сӑлтавсемсӗр приступсем пулаҫҫӗ. Ирсерен сӑмса сывламасть, час-часах сунаслаттарать, сӑмсаран шывлӑ-лӑймакаллӑ шӗвек нумай юхать, хӑш чухне куҫҫуль юхать. Приступ вӑхӑтӗнче лӑймакаллӑ сий шупка е кӑвак тӗслӗ, уйрӑмах аялти сӑмса хуранӗ патӗнче.

Аллерги риничӗ чухне сӑмсан лӑймакаллӑ пайӗн гиперплазийӗ пулать. Симптоматика аллерген тӗсӗнчен килет. Аллерги риничӗн сезон форми чухне чирлисем сӑмса питӗрӗннине, сӑмса кӗҫӗтнине тата сезон характерлӑ шӗвек юхнине калаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех куҫ симптомӗсем те пулма пултараҫҫӗ, ку вӑйлӑ кӗҫӗтнипе, хӗрелнипе тата конъюктивӑпа склера шыҫӑннипе палӑрать, йывӑр тӗслӗх чухне — периорбитӑллӑ шыҫӑ, вӑл куҫа сӑтӑрнӑ чухне вӑйланать.

Ринитӑн урӑх палӑрӑмӗсем ҫаксем: сӑмса шӑршӑ туйни пӑсӑлни, сасӑн сӑмса тембрӗ, харлаттарни[3].

Чӗрчунсен риничӗ

Чӗрчунсен катараллӑ риничӗ

Ку — сӑмсан лӑймакаллӑ сийӗ шыҫни, вӑл сӑрӑ, сӑрӑ-лӑймакаллӑ тата сӑрӑ-пӳрлӗ экссудат выпочӗ, рецепторсен сисӗмлӗхӗ ӳснипе, сӑмса шӑтӑкӗсем хӗсӗннипе, хӑш чухне эпители слущиванийӗпе тата час-часах сывлӑв пӑснипе палӑрать. Пӗрремӗшле ринит выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен пӳлӗмсенче температурӑпа нӳрӗк условисем лайӑх мар чухне, сывлӑшра аммиак тата ытти кӑчӑклантаракан газсем нумай пулсан сиксе тухать. Выльӑх-чӗрлӗх час-часах тутине, сӑмса шӑтӑкне ҫуллать. Чирлисен 1—2 талӑкран сӑмсинчен серозлӑ шӗвек юхма тытӑнать, 3—4 талӑкран вара вӑл серозлӑ-пӳрлӗ тата пӳрлӗ пулса тӑрать. Янах шӑмми айӗнчи, хӑш чухне пыр хыҫӗнчи лимфа тӗввисем пысӑкланаҫҫӗ. Сӑмсин йӑлмакаллӑ сийӗ гиперемирлӑ, шыҫӑннӑ, ку сывлава йывӑрлатать[4].

Чӗрчунсен крупозлӑ риничӗ

Ку — сӑмсан лӑймакаллӑ сийе шыҫӑнни, ун чухне фибринозлӑ экссудат выпочӗ, эпители тӗртӗмӗ слущиванийӗ пулать тата рецепторсен хӗресси ӳсет. Сӑмсан йӑлмакаллӑ сийӗн пӗрремӗшле крупозлӑ шыҫҫи питӗ вӗри сывлӑша, тӗтӗме, сӳнмен акшара, сероводорода тата ытти хытӑ хӗртекен япаласене сывласан пулать. Симптоматикӑллӑ крупозлӑ ринита усал катараллӑ вӗриленӳ, мӑйракаллӑ выльӑх мурӗ тата ытти инфекци чирӗсем чухне асӑрхаҫҫӗ.

Чӗрчунсен вӑраха кайнӑ риничӗ

Хӗртнин ҫивӗч пулӑмӗсене ытлах асӑрхама ҫук. Сӑмсаран е сахал, е вӑйлӑ юхма пултарать. Лӑймакаллӑ сий ҫинче ытларах чухне эрозисем, лӑймакаллӑ ҫӗвӗ ҫыхӑну тӗртӗмӗсем куҫнипе пӗле атрофиленнӗ лаптӑксем палӑраҫҫӗ. Варах пырать— темиҫе уйӑхран пуҫласа темиҫе ҫул таран[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Полякова Елена. Ухо, горло, нос: Органы чувств. — Амфора, 2013. — С. 14. — ISBN 978-5-367-02541-5.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Издание для практикующих врачей «Русский медицинский журнал». Современный взгляд на проблему ринита. rmj.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Издание для практикующих врачей «Русский медицинский журнал». Современный взгляд на проблему ринита. rmj.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Внутренние болезни животных: учебник для вузов / Б. В. Уша [и др.]; Под ред. Б. В. Уша. — КолосС, 2010. — 311 с.
  5. ^ Патология и терапия внутренних незаразных болезней сельскохозяйственных животных / Г. В. Домрачёв и др. — 1960. — 504 с.

Вуламалли

  • Самура Б. А., Черных В. Ф., Лепахин В. К. и др. Фармакотерапия с фармакокинетикой: Учебное пособие для студентов высш. учеб. заведений // Под ред. Б. А. Самуры. — Харьков: Изд-во НФаУ: Золотые страницы, 2006. — 472 с.
  • Самура Б. А., Малая Л. Т., Черных В. Ф. и др. Лекции по фармакотерапии // Под ред. Б. А. Самуры. — Харьков: Изд-во НФаУ: Золотые страницы, 2004. — 544 с.
  • Огородников Д. С., Пальчун В. Т. Насморк: Как его одолеть // Мама и малыш. — 2004. — № 5.
  • Оториноларингология : национальное руководство / под ред. В. Т. Пальчуна. — 2-е изд., перераб. и доп. — М. : ГЭОТАР-Медиа, 2020. — 1024 с. — (Серия «Национальные руководства»). — ISBN 978-5-9704-5007-9.

Каҫӑсем