Рзай Виктор Ефремович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Виктор Рзай
Çуралнă чухнехи ят: Рзай Виктор Ефремович
Çуралнă вăхăт: 1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Кавал ялĕ, Вӑрмар районӗ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш прозăçĕ тата литература тишкерӳçи

Ви́ктор Ефре́мович Рзай (1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ, Кавал ялĕ, Вӑрмар районӗ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Ен) — 1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕ Шупашкар) — чăваш прозăçĕ тата литература тишкерӳçи.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.).

Пурнăçĕ

1906 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кавал ялĕнче çуралнă.

«Çамрăк хреçчен» хаçат ĕçне хастар хутшăнать. Хусанти педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ пухать, Тутар республикин Çутĕç министерствинче тĕрĕслекенĕ пулса ĕçленĕ. 1933 çулта Виктор Ефремович Шупашкара куçса килет. Чăваш АССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленинче вăй хурса тăрăшать.

Тутар АССРĕпе аслă шкулсенче медицина училищинче тата вĕрентекенсене хатĕрлекен инститра вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1970 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлнă.

Пултару ĕçĕсем

В. Рзайăн çак кĕнекесем пичетрен тухнă:

  1. «Çамрăк вăхăт» (сăвăсем, 1928);
  2. «Виçĕ калав» (1930);
  3. «Калавсем» (1934);

Тăлмач пултарулăхне те тытăнса ĕçлет — çармăссен литературине никĕслекен М. Шкетанăн «Энегер» романне чăвашла куçарнă. Çаплах С. Элкерĕн «Шурăмпуç килсен» романне вырăсла куçарнă.

Вуламалли

  • «Чăваш литературин антологийĕ», хатĕрлекенсем: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003, ISBN 5-7670-1279-2.

Ӑнлантарусем

Каçăсем