Алентей Григорий Тимофеевич
Алентей Григорий Тимофеевич (паспортри хушамачĕ Алендеев) (1903 ҫулхи акан 12-мӗшӗ, Кĕтеснер, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1974 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ, Шӑхасан, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет саманинчи чăваш поэчӗ, ҫыравҫи, журналисчӗ. СССР Çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташӗ (1934)[1].
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1903 çулхи акан 25-мĕшĕнче Хусан кĕпӗрнин Çĕрпӳ уесĕнчи Кĕтеснер ялĕнче (халĕ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллӑ районӗ) çуралнă[1][2].
Хусанти педагогика курсĕсенче (1920), Мускаври Тухăç халăхĕсен коммунизм университетӗнче (1924) вĕреннĕ[1].
1924–1926 çулсенче Çĕрпӳ хулинче РОСТА (Раççей телеграф агентстви) представителĕ пулнă, «Хĕрлĕ хыпар» («Красный вестник») уес хаçачӗн редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă, «Канаш» республика хаçачӗн редакторĕн çумĕ пулнă[1]. 1926–1932 çулсенче Сĕнтĕрвăрри вăтам шкулĕнче, Шупашкар педагогика техникумĕнче вĕрентнĕ. 1936–1937 çулсенче Вăрнар районĕнчи ВКП(б) райкомĕн уйрăм пуçлăхĕ, Çĕмĕрле районĕнчи ВКП(б) райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, Чăваш облаç комитечĕн агитаципе пропагандăпа ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнӑ[1]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслă вăрçи хыççăн, 1945–1959 çулсенче, Шăхасан ялĕнчи (Канаш районĕ) шкулта ĕçленĕ. 1960–1970 çулсенче Шăхасанри колхозăн нумай тиражлă хаçачĕн редакторĕ пулнă[1].
Пултарулăхӗ
Литература ӗҫне 1920-мӗш ҫулсенче пуҫланӑ. Сӑввисем, калавӗсем, очеркӗсем «Канаш», «Ĕçлекенсен сасси» (Мускав) хаҫатсенче, «Ĕçлекенсен сасси», «Ялав» журналсенче пичетленнӗ.
А. Купринăн «Шурă пудель» (Белый пудель) калавне, Р. Джованьонин «Спартак» романне тата ытти произведенисене чăвашла куçарнă[1].
Çавăн пекех М. Трубина, В. Рзай, А. Эсхель, Л. Агаков, В. Урташ тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен литература тишкерӳ статйисем çырнă[1].
Кĕнекисем
- «Пирĕн сăвă» (1925);
- «Калавсем» (1952);
- «Тантăшсем» (1962).
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Долгов-Кавалсем, В. Яшлăх сăн-сăпачĕ: Григорий Тимофеевич Алендей писатель-журналист çинчен / В. Долгов-Кавалинский // Хыпар. — 1997. — 12 чӳк.
- Степанов, Н. Малтанхи комсомолецсем: Г. Алендейăн «Тантăшсем» кĕнеки çинчен / Н. Степанов // Коммунизм ялавĕ. — 1962. — 11 сентябрь.
- Уткин, Г. Тумхахлă çул çинче / Г. Уткин // Ултă портрет: очерксем. — Шупашкар, 2015. — Пиллĕкмĕш кĕнеке. — С. 3–12.
- Юрьев, М. Григорий Алендей: Григорий Алендей çинчен / М. Юрьев // Чăваш календарĕ. — 1963. — С. 77.
- Цыфаркин, В. Пичетпе литература «лаши» / В. Цыфаркин // Хыпар. — 2005. — 22 çĕртме.
- Алендеев Григорий Тимофеевич (Алендей) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. — Чебоксары, 2014. — С. 22.
- Алендеев Григорий Тимофеевич (Алендей) // Энциклопедия Урмарского района. — Чебоксары, 2023. — С. 39.
- Станьял, В. П. Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич / В. П. Станьял // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 81.
- Ялгир, П. Алендей (Алендеев) Григорий Тимофеевич / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии. — Чебоксары, 2005. — С. 11.
Каçăсем
- Алендей Григорий Тимофеевич // Наследие Чувашии
- Алентей Григорий Тимофеевич // chuvash.org