Ĕçхĕл Аркадий Александрович

Аркадий Александрович Ĕçхĕл (паспортри хушамачĕ Александров, 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Пĕчĕк Кĕçтемĕр, Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1992 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет саманинчи чăваш поэчӗ, çыравçи, драматургӗ, куҫаруҫи, литература критикӗ. СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1937)[1].

Пурнăçĕ

1914 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ — Чăваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ) Янсакасси ялĕнче çуралнă.

1928 çулта Тутарстанри Сиктӗрмери сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, партипе комсомол ĕçĕсенче вăй хунă. Çав вăхăтрах Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ[1].

1932 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 1934—1940 çулсенче А. Эсхель «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. 1940 çулта ăна Чăваш Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçине суйланă. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин çулĕсенче А. Эсхель «Чăваш коммуни» хаçат редакторĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «Илемлĕ литература» альманаха редакциленĕ[1].

1950—1952 çулсенче вăл — Чăваш АССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи ӳнер ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ, ун хыççăн — «Ялав» журнал тĕп редакторӗ (1952—1954). 1947 çулта ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма суйланă[1].

1992 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Шупашкарти 3-мӗш масарта пытарнӑ.

Хисепӗсем

  • Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ;
  • икӗ «Хисеп Палли» орден;
  • «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» медаль;
  • Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп грамоти[2][3];
  • КПСС обкомӗн тата Чӑваш АССРӗн Министрсен Канашӗн Хисеп грамоти[4].

Пултарулӑх

Литература ӗҫне 1930-мӗш ҫулсенче пикеннӗ. 1935 ҫулта унӑн «Ырӑ кун» пӗрремӗш поэзи пуххине кӑларнӑ. 50 ытла кӗнеке авторӗ[5]. Вӑл тӗрлӗ жанрта ӗҫленӗ:

  • сӑвӑҫ («Ӑмӑрткайӑк» поэма (1944), Совет Союзӗн Паттӑрӗ Федот Орлов ҫинчен);
  • прозаик («Туслӑх» (1958), «Колхоз агрономӗ» (1961) кӗнекисем тата ытти те.);
  • драматург («Хӗвел пахчи» (1948), «Вут чулӗ» (1948), «Виҫӗ туй» (1955) пьесӑсем тата ытти те);
  • тӑлмач (А. С. Пушкин, Н. А. Некрасов, Т. Г. Шевченко, А. А. Фадеев тата ыт. те хайлавӗсене куҫарнӑ);
  • литература критикӗ («Чӑваш совет литератури» (1948) тата ытти те.);
  • унăн сăввисемпе композиторсем нумай юрă хунă[4].

Кӗнекисем

  • Авӑн уйӑхӗ : сӑвӑсем, юрӑсем, эпиграммӑсем, пародисем / Аркадий Эсхель. — Шупашкар, 1962. — 32 с.
  • Акӑшсем таврӑнаҫҫӗ : калавсемпе повеҫсем / А. А. Эсхель. — Шупашкар, 1983. — 528 с.
  • Атӑл : сӑвӑсем / А. А. Эсхель. — Шупашкар, 1940. — 74 с.
  • Ӑмӑрткайӑк : поэма / А. А. Эсхель. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1944. — 102 с.
  • Икӗ герой : [Совет Союзӗн Геройӗсене В. Винокуровпа В. Чкалова халалласа ҫырнӑ очерксем] / А. А. Эсхель ; ӳнерҫи Дмитриев; редакторӗ К. Чулкаҫ. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 48 с. —
  • Кӑвак дивизи / А. Ӗҫхӗл. — Шупашкар, 1944. — 11 с.
  • Малтанхи утӑмсем : [сӑвӑсем] / А. А. Эсхель, В. Усли, Л. Пушкай; [яваплӑ редактор Н. Т. Васянка]. — Шупашкар : Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1934. — 80 с.
  • Пӗчӗкҫӗ строительсем : [сӑвӑсем] / А. А. Эсхель; редактор Н. Ильбеков. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 20 с.
  • Пурӑнӑҫ илемӗ : калавсемпе очерксем / Аркадий Эсхель. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1948. — 242 с.
  • Телей: сӑвӑсем / А. А. Эсхель; редакторӗ С. В. Эльгер. — Шупашкар : Чӑвашсен государство издательстви, 1940. — 105 с.
  • Тимур тусӗсем : [поэма] / Аркадий Ӗҫхӗл; редактор С. Эльгер. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1945. — 32 с.
  • Хӗрлӗ ҫӑлтӑр : сӑвӑсем / А. А. Эсхель. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1948. — 27 с.
  • Ылттӑн алӑсем : [сӑвӑ] / А. А. Эсхель. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1944. — 7 с.
  • Чӑваш совет литератури : статьясем / А. А. Эсхель. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 136 с.
  • Юратнӑ ҫӗр : сӑвӑсем / Аркадий Эсхель. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1948. — 194 с.
  • Путь республики : слово, обращенное к Великому Сталину : [поэма] / Аркадий Эсхель. — Чебоксары, 1945. — 24 с[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 В. А. Абрамов. Эсхель Аркадий Александрович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР «О награждении Почетной грамотой Президиума Верховного Совета Чувашской АССР т.т. Васильева Г. В. и Эсхеля А. А.» (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  3. ^ Указ Президиума Верховного Совета Чувашской АССР «О награждении Почетной грамотой Президиума Верховного Совета Чувашской АССР» (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Иванова Галина Борисовна. Великий мастер слова 110 лет со дня рождения Эсхеля Аркадия Александровича (1914-1992), писателя, переводчика, члена Союза писателей СССР, кавалера орденов Трудового Красного Знамени и «Знак Почета» (дважды) (выр.). Госархив современной истории Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Эсхель, Аркадий Александрович (писатель; 23.02.1914-06.12.1992) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Аркадий Эсхель : библиогр. указ./ Чуваш. респ. б-ка им. М. Горького; Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова. — Шупашкар, 1992. — 89 с.
  • Григорьев, Н. Çĕрр сеткенĕ // Григорьев, Н. Юратнă сăнарсем. / Н. Григорьев — Шупашкар, 1982.- С.46-56.
  • Григорьев, Н. «Этем ĕçпе илемлĕ халăхра…» // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Григорьев. — Шупашкар, 1990. — С. 102—116 ; cавах // Григорьев, Н. Еcпе eмeт / Н. Григорьев. — Шупашкар , 1985..- С. 14-34.
  • Eфимов, Г. Ырăпа асанар / Георгий Eфимов // Хыпар. — 1999. — 17 пуш.
  • Иванов, Ип. Çӳллĕ тӳперен // Иванов, Ип. Кĕрешӳcем, çĕнтерӳсем / Ип. Иванов. — Шупашкар, 1976. — С.113-117.
  • Сементер, Ю. Вĕрентекенeмĕр / Юрий Сементер // Тăван Атăл. — 1993. — № 6. — С.55-58.
  • Дедушкин, Н. Поэтическое творчество в годы войны // Дедушкин, Н. Чувашская литература периода Великой Отечественной войны / Н. Дедушкин. — Чебоксары, 1962. — С.48-54.

Темӑпа ҫыхӑннисем