Акивер Фёдор Георгиевич

Фёдор Георгиевич Агивер (Хветӗр Акивер, чăн хушамачӗ Коновалов, 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Нӗркеҫ, Комсомольски районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2021 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — сăвăç, прозаик, драматург, куçаруçă.

1976 çултанпа СССР Çыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 1992 çулта Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ ӳнер ӗçченӗ ята тивӗçнӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1943 çулхи кăрлачăн 2-мӗшӗнче Чăваш Республикин Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче çуралнă. 1965 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтне вӗренсе пӗтернӗ. Çавăн пекех Мускаври М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗ ҫумӗнчи Аслă литература курсӗсенче (1985), Раҫҫей патшалӑх социаллă институчӗн Шупашкарти филиалӗнчи юридици факультетӗнче (1998) вӗреннӗ.

«Ялав», «Капкăн», «Тăван Атăл» журналсен редакциӗсенче ӗçленӗ. Чăваш Республикин Çыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правлениӗн председателӗ пулнă. 2005 çултан Чăваш çыравçисен «Хурăнташ» пӗрлешӗвӗн ертӳçи пулнӑ.

Пултарулӑх

Хветӗр Акивер литература ӗҫне сӑвӑсенчен пуҫланӑ, ытларах вара прозаик пек палӑрнӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Ешӗл хум» сăвăсен пуххи — 1970 ҫулта пичетленсе тухнӑ.

Вырӑсларан чӑвашла В. Розов, В. Шукшин, А. Вампилов тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсене куҫарнӑ.

В. Шукшин, Хветӗр Уяр тата ытти автормен калав-повеҫне инсценировка тунӑ[2].

Кӗнекисем:

  • «Ешӗл хум» (сăвăсен пуххи, 1970);
  • «Çапса çумăр çăвать» (повестьсемпе калавсен пуххи, 1974);
  • «Юр хӗвет» (1976);
  • «Юрату сăмсахӗ» (1977);
  • «Сар ачапа сарă хӗр» (1980);
  • «Юратупа çăкăр» (пьеса, 1990);
  • тата ыттисем.

Вырăсла тухнисем

  • Затяжные дожди : повести и рассказы : [пер. с чуваш.] / Хведер Агивер. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1992. — 334 с.
  • Утро журавлиное : повести / Х. Агивер; пер. с чув. Л. Казаковой. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1985. — 208 с.
  • Цвет черёмухи : повести и рассказы / Х. Агивер. — Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 1982. — 240 с.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Г. И. Фёдоров. Агивер Фёдор Георгиевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ Агивер, Федор Георгиевич (писатель; 02.01.1943-17.12.2021) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Агивер, Х. «Алла çитнине сиссе те юлаймарăм…» / Х. Агивер // Тăван Атăл. — 1992. — № 11-12. — С. 44-45.
  • Айдаш, Ю. Кун-çулан анлă тӗкӗрӗ / Ю. Айдаш // Тăван Атăл. — 2006. — № 4. — С. 2-3.
  • Александров, С. Хветӗр Агивер прозинчи психологизм / С. Александров // Тăван Атăл. — 1985. — № 6. — С. 67-68.
  • Ставский, М. Хветӗр Агиверӗн илемлӗх тӗнчи / М. Ставский // Григорьев, Н. Сăмах вăйне туйса / Н. Григорьев, М. Ставский. — Шупашкар, 1993. — С. 165—182.
  • Станьял, В. П. Сарӑмлӑ тата сарӑмсӑр пурнӑҫ : [Хветӗр Агивер пултарулӑхне тишкерни] / Виталий Станьял // Хыпар. — 2010. — 24 пуш. — С. 3. — (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  • Федоров, Г. И. Хветӗр Агиверӗн психологизмӗ пирки : (эстетика тата поэтика ыйтăвӗсем) / Г. И. Федоров // Хальхи чăваш литератури : илемлӗ ăсталăх ыйтăвӗсем. — Шупашкар, 1990. — С. 31-63.
  • Хветӗр Агивер: [1942 ҫ] : [кӗске биографийӗ пур] // Ялав. — 1977. — № 7. — С. 8.
  • Яковлев, Ю. В. Хальхи чăваш литературинчи синкер тӗнчетуйăмăн хăшпӗр тӗсӗсем / Ю. В. Яковлев // Хальхи чăваш литератури: илемлӗ ăсталăх ыйтăвӗсем.- Шупашкар, 1990.- С. 14-20.
  • Афанасьев, П. Агивер Хведер (Агивер Федор Георгиевич) // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. — Чебоксары, 2006. — С. 7-8.
  • Герасимов, И. Агивер — это фамилия, а не псевдоним / И. Герасимов // Совет. Чувашия. — 1997. — 7 окт.
  • Григорьев, В. Я. Коновалов (Агивер) Федор Георгиевич / В. Я. Григорьев // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 299.
  • Коновалов (Агивер) Федор Георгиевич // Современная политическая история России (1985—1998 годы). — М., 1999. — Т. 2. Лица России. — С. 395.
  • Ставский, М. Исповедь писателя / М. Ставский // Совет. Чувашия. — 1993. — 6 янв.
  • Федоров, Г. И. Агивер (Коновалов) Федор Георгиевич / Г. И. Федоров // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 26.
  • Ялгир, П. Агивер (Коновалов) Федор Георгиевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 6.

Темӑпа ҫыхӑннисем