Емельянов Анатолий Викторович
Анатолий Емельянов | |
---|---|
Ҫуралнӑ | 1932, кӑрлач, 10 |
Ҫуралнӑ вырӑн | Мăньял Хапăс ялĕ, Вӑрнар районӗ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР. |
Вилнӗ | 2000, чӳк, 23 |
Вилнӗ вырӑн | Чăваш Республики, Шупашкар |
Гражданлӑх (подданство) | |
Мӗн енӗпе ӗҫленӗ | чăваш прозăçĕ, публицисчĕ |
Хайлавсен чӗлхи | чăваш |
Наградӑсем |
![]() ![]() |
Емельянов Анатолий Викторович (Мăньял Хапăс ялĕ, Вӑрнар районӗ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — 2000, чӳк, 23, Чăваш Республики, Шупашкар), — чăваш прозăçĕ, публицисчĕ.
Чăваш халăх çыравçи (1990), СССР ÇП пайташĕ (1966).
Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1975), Чăваш Республикин К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕ (1990).
Халăхсен туслăхĕн тата Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçлĕ пулнă[1].
Пурнăçĕ
1932 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕ Чăваш Енĕн Вӑрнар районӗнчи Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă.
Вăрнар зооветтехникумĕнче, Ленинградра партин аслă шкулĕнче, Мускаври литературăн аслă курсĕнче (журналистики факултечĕ) пĕлӳ пухнă. Çарта хĕсметре тăнă. Партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1965-1972), Чăваш АССР культура министрĕ (1972-1973), Чăваш АССР çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правленин председателĕ (1978-1986) пулса тăрăшнă.
Пултару ĕçĕсем
Малтанхи сăвви 1949 çулта район хаçатĕнче пичетленнĕ. «Кăмăл» ятлă калавĕ 1957 çулта «Çамрăк кÇоммунист» хаçатăн виççĕмĕш номерĕнче кун курнă.
Калавсем, хайлавсем, романсем çырать: "Канăçсăр çуркунне" (1960),"Кăвайт çутисем" (1960),"Çавал сарăлсан" (1966),"Катăлнă уйăх" (1968),"Чапшăн пурăнмастпăр" (1971),"Шăнкăрав курăкĕ" (1975),"Хура кăрăç" (1981),"Кĕмĕл çил" (1985). «Шăнкăрав курăкĕ» повеçшĕн Çеçпĕл ячĕллĕ (1975), «Ят» тата «Ватă ăшши» кĕнекесемшĕн Иванов ячĕллĕ (1990) премине тивĕçнĕ. Пурĕ 30 ытла кĕнеке тухнă. Çурри вырăсла тухнă: "Кузьма Овражный" (1978),"Герасим-золотоискатель" (1986),"Перевёртыш" (1996),"Год-тринадцать месяцев". Çыравçă кун-çулпа тан пыма тăрăшать. Публицистика статьисене çырать. Нумай пулмасть «Юлашки çыран» романа хайланă.
Вулакансем çак кĕнекесене вулама юратаççĕ:
Литература
- Ефимов, Г. Пурнăç çынниччĕ... / Г. Ефимов // Хыпар. – 2002. – 10 кăрлач.
- Мышкина, А.А. Емельянов пултарулăхĕнчи публицистика туртăмĕ / А. Мышкина // Тăван Атăл. – 2002. – № 1. – С. 65-66.
- Мышкина, А. Паянхи илемлĕ публицистика хайлавĕн ăсти / А. Мышкина // Тăван Атăл. – 2000. – № 7. – С. 67–68.
- Силэм, Ю. Кĕнекисенче – вăхăт палли / Ю. Силэм // Ялав. – 2002. – № 1. – С. 62.
- Ялкир, П. Халăх юратнă çыравçă / П. Ялкир // Ар. – 2002. – 15 кăрлач.
- Артемьев, Ю.М. Душа обязана трудиться // Артемьев, Ю.М. Страсть к полемике / Ю. М.Артемьев. – Чебоксары, 2003. – С. 92-98.
- Афанасьев, П. Емельянов Анатолий Викторович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 131-132.
- Емельянов Анатолий Викторович // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 107.
- Тимуков, А.Н. Емельянов Анатолий Викторович / А.Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 158.
- Федоров, Г.И. Емельянов Анатолий Викторович / Г.И. Федоров // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 565.
- Федоров, Г.И. Социальные типы героев и философия бытия цехового, социального человека : на примере прозы А. Емельянова // Федоров, Г.И. Художественный мир чувашской прозы 1950–1990-х гг. / Г.И. Федоров. – Чебоксары, 1996. – С. 125–153.
- Ялгир, П. Емельянов Анатолий Викторович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 34-35 и др.
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Емельянов А.В.( ӗҫлемен каҫӑ) — Çĕнтерӳ çулĕ хаçатри статья, 2008-04-09
- Анатолий Емельянов хайлавĕсем
- К 80-летию со дня рождения А.В. Емельянова. Вдохновенное творчество
Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем |
|
---|---|
Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премин лауреачĕсем |
|
---|---|
Ушкăнсем | |
Ҫынсем |
Агаков Леонид Яковлевич (1967) • Збанацкий Григорий Олиферович (1967) • Григорьева Нина Ильинична (1967) • Хирбю Григорий Яковлевич (1967) • Морева Татьяна Григорьевна (1976) • Васильев Александр Георгиевич (1987) • Галкина Валентина Митрофановна (1968) • Воробьёв Алексей Александрович • Емельянов Анатолий Викторович (1975) • Краснов Георгий Васильевич • Орлов Георгий Фёдорович • Заломнов Пётр Дмитриевич • Захаров Виталий Николаевич • Матросов Юрий Петрович • Серёгина Ольга Витальевна • Айташ Юрий Григорьевич • Трощенко Владимир Николаевич • Григорьев Николай Данилович (1970) • Афанасьев Порфирий Васильевич (1982) • Сементер Юрий Семёнович (1983) • Хусанкай Пётр Петрович (1969) • Хусанкай Атнер Петрович (1989) • Ювенальев Юрий Ювенальевич • Кондратьев Михаил Григорьевич • Захаров Виталий Николаевич • Краснов Георгий Васильевич • Туркай Валерий Владимирович • Чураков Владимир Дмитриевич • Смолин Анатолий Семенович • Чекушкин Владимир Иванович (1984) • Асамат Светлана Васильевна (1989) • Сарпи Раиса Васильевна (1987) • Быков Борис Петрович • Кудаков Юрий Дмитриевич • Мадуров Фёдор Иванович • Филиппов Орест Иванович • Павлов Пётр Васильевич • Иванов Иван Геннадьевич (1983) • Матросов Юрий Петрович (1986) • Шалунов Евгений Петрович (1978) |
- Чăваш Енре ҫуралнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- Ҫыравҫӑсем, алфавитпа
- Рувики:Ҫыравҫӑсем пирки ҫырнӑ портретсӑр статьясем
- Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Комсомолӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗсем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш халăх çыравçисем
- Вӑрнар районӗнче ҫуралнисем