Серёгина Ольга Витальевна

Серёгина Ольга Витальевна (хӗр чухнехи хушамачӗ Кожанова; ҫур. 1956 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Новокуйбышевск, Самар облаçĕ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн балет артисчӗ, педагог-хореограф. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1982), Раççей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1992).

Пурнӑҫӗ

Вӑл Куйбышев облаçĕнчи (халӗ Самар облаçĕ) Новокуйбышевск хулинче ҫуралнӑ. Хӗр пӗрчи ҫуралсан вӗсем каялла Шупашкара таврӑннӑ.

Ача чухне Шупашкарти Пионерсен ҫурчӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ташланӑ. Хӗрача тӑватӑ класс пӗтернӗ чухне Шупашкарта иккӗмӗш чӑваш балет студине вӗренме илме пуҫланӑ — вӑл тӑватӑ тур витӗр тухнӑ та, суйласа илнӗ ҫирӗм ача хушшинче, А. Ваганова ячӗллӗ Ленинградри хореографи училищине (халӗ А. Я. Ваганова ячĕллĕ вырăс балет академийĕ) вӗренме кайнӑ. Унта унӑн педагогӗсем Л. Якобсонпа Н. Петрова пулнӑ. 1996 ҫулта Раҫҫей театр ӳнерӗн академине вӗренсе пӗтернӗ.

1975 ҫултанпа Ольга Серёгина — Чӑваш музыка театрӗн (халӗ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ) солисчӗ. 1998—2000 ҫулсенче театрӑн тӗп балетмейстерӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2008 ҫултанпа кунтах педагогика ӗҫне куҫнӑ. Балет артисчӗ пулнӑ май вӑл театр сцени ҫинче классика сӑнарӗсене те, джазпа рок-балетсенчи тӗп партисене те калӑпланӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн наци паттӑрӗсен ролӗсене вылянӑ. Чӑваш музыка театрӗн сцени ҫинчи унӑн пӗрремӗш тӗп партийӗ П. И. Чайковскийӗн «Щелкунчик» балетри Маша ролӗ пулнӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1982), Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ (1992), М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Чӑваш Комсомолӗн премийӗн (1984) тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн (2005) лауреачӗ[1].

2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта иртнӗ XXV Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗн шайӗнче Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗн Ольга Серёгинӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Унӑн хӗрӗ Анна та балерина пулса тӑнӑ[2].

Партисем

  • Маша («Щелкунчик», П. Чайковский)
  • Одетта, Одиллия («Лебединое озеро» /«Акӑш кӳлли»/, П. Чайковский)
  • Жизель, Мирта («Жизель», А. Адан)
  • Сарпике («Сарпиге», Ф. Васильев)
  • Китри («Дон Кихот», Л. Минкус)
  • Ева («Сотворение мира» /«Тӗнче пуласлӑхӗ»/, А. Петров)
  • Кларисса («451° по Фаренгейту», С. Корнилов)
  • Мерседес («Мерседес», испан композиторӗсен кӗввисем тӑрӑх)
  • Бесс («Порги и Бесс», Дж. Гершвин)
  • Шахерезада («Тысяча и одна ночь» /«Пин те пӗр каҫ»/, А. Амиров)
  • XI-РЛ 81-я («Полет в Шанхай» /«Шанхая вӗҫни»/, Ж.-М. Жарр)
  • Кармен («Кармен-сюита», Р. Щедрин)
  • Золушка («Золушка», С. Прокофьев)
  • Абби («Любовь под вязами» /«Хурама айӗнчи юрату»/, Л. Бернстайн)
  • Кончитта («Юнона и Авось», А. Рыбников)
  • Патша-Хӗр (Царь-Девица; «Конек-Горбунок», Р. Щедрин)
  • Элпике («Чудесная вышивальщица», В. Ходяшев)
  • Угаслу («Угаслу», А. Лоцева)
  • Зора, Маргарита («Зора», Л. Чекушкина)[3].

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Серегина, О. «Илеме курма пӗчӗкрен хӑнӑхтармалла» / О. Серегина ; И. Клементьева калаҫнӑ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2008. – 12-20 ҫӗртме (№ 23). – С. 11.
  • Данилова, И. Виртуозное вращение на одной ножке : [телепремьера о балерине Ольге Серегиной] / И. Данилова // Совет. Чувашия. – 2000. – 5 апр.
  • Дмитриева, Н. Все в ней так искренне и мило, все так движенья хороши... / Н. Дмитриева // Сцена Чувашии. – 2006. – 27 янв. (№ 2).
  • Заломнов, П. Д. Серегина (Кожанова) Ольга Витальевна // Заломнов, П. Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Чебоксары, 2002. – С. 32-33.
  • Макарова, С. И. Серегина (Кожанова) Ольга Витальевна / С. И. Макарова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 665.
  • Серегина, О. Ольга Серегина: Я чувствую себя ребенком / О. Серегина ; записала Р. Кириллова // Аргументы и факты. – 2000. – Май (№ 18). – Прил.: с. 8. – (АиФ–Чувашия).
  • Тургай, О. Н. Серегина (Кожанова) Ольга Витальевна // Тургай, О. Н. Лауреаты Международной премии имени Михаила Сеспеля = Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗсем / О. Тургай, В. Тургай. – Чебоксары, 2010. – С. 104-105.

Каҫӑсем