Заломнов Пётр Дмитриевич

Пётр Дмитриевич Заломнов (1942, ҫурла, 2, Васильевка ялĕ, Пенза облаçĕ çур.) — совет, раççей опера юрăçи, мусăк педагогĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1980), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1986), Раççей Федерацин халăх артисчĕ (1997). Чăваш комсомолĕн М. Çеçпĕл парнин лауреачĕ (1978).

Биографи

1942 çулхи çурлан 2-мĕшĕнче Пенза облаçĕнчи Васильевка ялĕнче çуралнă. Чулхулари патшалăх консерваторин вокал факультетĕнче (Е. К. Иофель класĕ) тата Мускаври патшалăх мусăк-педагогика институчĕ çумĕнчи ассистентура-стажировкинче вĕренсе тухнă.

Халĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче соло юрлассине вĕрентет, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче солисчĕ пулса ĕçлет.

Пётр Заломнов создал более 100 фондовых записей на Пĕтĕм Союзри тата Чăваш радиовĕнче фонда валли 100 ытла юрă çырнă.

Фильмографи

Сцена ăстин пултарулăхне Чăваш телекурăмĕнче «Поёт Пётр Заломнов» (1975), «Комсомольская юность моя» (1978), «Романсы Георгия Свиридова» (1985), «Дорога, которую я выбрал» (1998) фильмсене ӳкерсе илнĕ.

Каçăсем

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем