Мадуров Фёдор Иванович
Фёдор Иванович Мадуров (1942 ҫулхи акан 24-мӗшӗ, Баскак паççулки, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ, Шупашкар) — совет саманин тата Раҫҫейӗн кӳлепеҫи, графикӗ. Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ (1989), М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премийӗн лауреачӗ (1982). Раҫҫей Федерацийӗн Художниксен перлӗхӗн членӗ. Тӗнчери тата Раҫҫейри пултарулӑх квалификацийӗ, 4 «А» категори (пултарулӑхӑн аслӑ категорийӗ). Чӑваш наци конгресӗн Канашӗн пайташӗ. 1995 ҫултанпа Чӑваш Республикинчи Шупашкар хулинчи чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тӗнӗн вырӑнти «Турӑ» тӗн организацийӗн пуҫлӑхӗ.
Пурнӑҫӗ
1942 ҫулхи акан 24-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак посёлокӗнче ҫуралнӑ.
Унӑн аслашшӗ-асламӑшӗсем — чӑвашсем, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пӑва уесӗнчи Чӑваш Ҫӗпрелӗ ялӗнчен (халӗ Тутарстан) тухнӑ ҫынсем. Фёдор Ивановичӑн аслашшӗсенчен пӗри Петербурга тунӑ вӑхӑтра I Пётр патша атӑҫи пулнӑ, анчах тӗн ыйтӑвӗпе патшапа килӗшменнине пула ӑна Самар кӗпӗрнине ссылкӑна янӑ[2].
1966 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ) ӳнерпе графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Кайран 1967 ҫулта Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш пединститучӗн ӳнерпе графика факультетӗнче преподаватель пулса ӗҫленӗ. М. С. Г. Строганов ячӗллӗ Мускаври аслӑ ӳнерпе промышленность училищинче стажировкӑра пулнӑ. Переславль-Залесскийри Кардовский ячӗллӗ пултарулӑх дачинче скульпторсен коллективӗн яланхи членӗ пулнӑ.
1970 ҫултанпа РСФСР Ӳнер фончӗн Чӑвашри пултарулӑхпа производство мастерскойӗсенче скульптор пулса ӗҫленӗ. Фёдор Мадуров чи малтисен ретӗнче наци тематикине, ҫавӑн пекех халӑх пултарулӑхне алла илнӗ[3]. Вӑл чӑваш ӳнерӗнче этнофутуризмӑн паллӑ представителӗ шутланать[3]. Хӑйӗн кӳлеписенче вӑл Авалхи Египетри монументализм шайне ҫитес тӗллев лартнӑ.
1966 ҫултанпа тӗнчери, пӗтӗм Раҫҫейри, регионти тата республикӑри куравсене хутшӑннӑ. 1974 ҫулта ҫӗршыври чи лайӑх 30 ҫамрӑк ӳнерҫӗ йышӗнче ӑна Байкал-Амур магистральне тума янӑ, ҫӳрев пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӑл «БАМ пуҫламӑшӗ» ӳкерчӗксен ярӑмне хайланӑ, ӑна РСФСР Культура министерстви туяннӑ[4]. 1975 ҫулта Патшалӑх Вырӑс музейӗ унӑн «Инхозница пурнӑҫӗ» (Жизнь инхозницы) триптихне туяннӑ[5]. 1983 ҫултанпа СССР Художниксен пӗрлӗхӗн членӗ. Авалхи чӑваш историйӗнчи тата халапӗнчи геройсен сӑнарӗсен серине хайланӑ. Скульпторӑн харпӑр куравӗсем 1992 тата 2002 ҫулсенче Шупашкарта, ҫавӑн пекех 1995 ҫулта Чӗмпӗрте иртнӗ. 1989 ҫулта Шупашкарта Пётр Егорова палӑк лартас конкурсра Мадуров скульпторӑн проекчӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
1990–1994 ҫулсенче Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ[6].
2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Фёдор Мадуров Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӑн 75 ҫулхи юбилейне халалланӑ «Вӑрҫӑ ачисем» скульптура, графика тата сӑрӑ ӳнер куравӗ уҫӑлнӑ[7].
Чӑваш Республикинче тунӑ монументлӑ комплекссен авторӗ: пилӗк юланутҫӑ кӗлеткинчен тӑракан «Юланутҫӑсем», ҫичӗ кӗлеткерен тӑракан «Вӑйӑ», вун ҫичӗ кӗлеткерен тӑракан «Саркил». Ҫак ӗҫсен ярӑмсен малалли пайӗ пек юлашки ҫулсенчи «Виҫӗ юланутҫӑ — виҫӗ стихи» (2001—2015 ҫҫ.), «Эпохӑсем» (3 метр ҫӳллӗшлӗ ултӑ йывӑҫ кӗлетке, 2010—2016 ҫҫ.) хайлавсем тата «Чӑваш хаклӑхӗсем» (2017 ҫ.) графика ӗҫӗсен ярӑмне хатӗрленӗ. Кӳкеҫ посёлокӗнчи Н. Бичурин музейӗ умӗнчи паркра хальхи хӗвелтухӑҫ тӗпчевне никӗслекен Никита Бичуринӑн монументлӑ бюстне хатӗрленӗ. Станок ӗҫӗсен хушшинче: «Пӑлхар» (1989), икӗ кӗлеткерен тӑракан «Аҫа-Ама» композици (1990), «Чӑнлӑх» (2001), «Асамат» (2003), «Пултаракан» (2004), Д. Д. Ивлев академикӑн портречӗ (2007)[3].
Ф. И. Мадуров — Шупашкарта вырнаҫнӑ хӑйӗн скульптурин ҫурт-музейӗн йӗркелӳҫи тата хуҫи, унта унӑн бронзӑран тунӑ хӑш-пӗр ӳнер хайлавӗсене курма пулать. Ф. И. Мадуров — Шупашкар хулинчи чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тӗнӗн «Керменчук» храм комплексне тӑваканӗ.
Ф. И. Мадуровӑн пултарулӑхӗ ҫинчен альбом-каталог кӑларнӑ: Хветӗр Матур. Мадуров Фёдор Иванович. Скульптура графика. / Мир изобразительного искусства. Альбом-каталог. Шупашкар. 2017. — 170 с.
Ф. И. Мадуров хайлавӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн, Патшалӑх Третьяков галерейӗн, Патшалӑх Вырӑс музейӗн пуххисенче упранаҫҫӗ.
Ҫемйи
Фёдор Ивановичӑн ывӑлӗ — Дмитрий С. Г. Строганов ячӗллӗ Мускаври аслӑ ӳнерпе промышленность училищинче скульптор-монументалиста вӗреннӗ. Вӑл скульптор пулнипе пӗрлех ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ, ӑсчах-историк, культуролог, археолог пулса тӑнӑ.
Хӗрӗ, Мадурова Дина Фёдоровна — металпа ӗҫлекен ӳнерҫӗ, сӑрӑ ӳнерҫи. С. Г. Строганов ячӗллӗ Мускаври аслӑ ӳнерпе промышленность училищинче металл уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. Мускаври D’АРТ ӳнер студийӗн хуҫи, директорӗ тата вӗрентекенӗ.
Пиччӗшӗ Василий (1939—1978) — ракета тата космос техники тӗлӗшпе ертсе пыракан инженер-изобретатель. 2012 ҫулта Баскак посёлокӗнчи вӗсен тӑван ҫуртӗнче «Мадуров тӑвансен ҫурт-музейӗ» уҫӑлнӑ[8].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Ушел из жизни Мадуров Фёдор Иванович — 2022.
- ^ Кириллова, Рита. Скульптура как храм (выр.). sovch.chuvashia. Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 МАДУРОВ Фёдор Иванович. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Из истории культуры Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Из истории культуры Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Ушел из жизни Мадуров Фёдор Иванович. БезФормата (20 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ В художественном музее открылась выставка заслуженного художника Чувашии Фёдора Мадурова. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
- ^ Открылся дом-музей Братьев Мадуровых. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 19 февраля скоропостижно скончался заслуженный художник Чувашии (выр.). artmuseum.ru. Чувашский государственный художественный музей (21 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Ушёл из жизни скульптор и график, заслуженный художник Чувашской АССР Фёдор Мадуров (выр.). chgign.ru. Чувашский государственный институт гуманитарных наук (21 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ.
Вуламалли
- Австрийская, О. Мадуров ҫитмӗлте те маттур! / О. Австрийская // Тантӑш. – 2012. – 26 ака (№ 16). – С. 7.
- Кротова, Т. Скульптурӑсенче – самана ҫыхӑнӑвӗ / Т. Кротова // Хыпар. – 2012. – 14 ака. – С. 16 : сӑн ӳкерчӗк.
- Мадуров, Ф. И. Хěветěр Мадуров, Хěвел Храмě патне çул хывакан шепсутçă... / Ф. И. Мадуров ; И. Иванов çырса илнě // Хыпар. – 1992. – 29 çу.
- Михайлов, А. Ырӑ пуҫарӑвӗн ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑрччӗ / А. Михайлов ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗсем // Хыпар. – 2016. – 5 ака. – С. 11.
- Михайлов, В. Пултарулăх çулĕ – вĕçĕмсĕр / В. Михайлов // Шăмăршă хыпарĕ. – 2007. – 25 ака. – С. 5.
- Савельева, А. Федор Мадуров: «Скульптурăна искусствăсен искусстви тесе хаклатăп» / А. Савельева // Ялав. – 1996. – № 12. – С. 114-116.
- Тумаланова, М. «Хамӑн ӗҫсене чун ыйтнипе тӑватӑп» / М. Тумаланова // Чӑваш тӗнчи = Чувашский мир. – 2012. – № 5 (май). – С. 11.
- Акташ, Т. Возрождение воспоминанием / Т. Акташ // Республика. – 2012. – 25 апр. (№ 19). – С. 11 : фот.
- Григорьев, А. Г. Мадуров Федор Иванович / А. Г. Григорьев, А. И. Мордвинова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 7.
- Денисова, С. Внутренняя динамика скульптуры / С. Денисов // Чăваш ен. – 1998. – 26-31 дек. (№ 51-52). – С. 8.
- Мадуров, Ф. И. Возрождение воспоминанием / Ф. И. Мадуров // ЛИК. – 2007. – № 3 (11). – С. 121-129.
- Мордвинова, А. И. Тенденции и имена в чувашской скульптуре конца XX начала XXI века / А. И. Мордвинова // Актуальные вопросы истории и культуры чувашского народа = Чӑваш халӑх историйӗпе культурин ҫивӗч ыйтӑвӗсем. – Чебоксары, 2011. – Вып. 1. – С. 99-115.
- Пейков, Н. Поможем скульптору Мадурову отреставрировать монумент / Н. Пейков // Чебоксар. новости. – 1998. – 11 авг.
- Петрова, В. Первые / В. Петрова // Чăваш ен. – 1993. – 29 мая-5 июня (№ 2).