Смолин Анатолий Семёнович

Смолин Анатолий Семёнович (1957 ҫулхи акан 1-мӗшӗ, Шӑнчас2012 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ, Шупашкар) — совет саманин тата Раҫҫейӗн культура ӗҫченӗ, куҫаруҫӑ.

Пурнӑҫӗ

1957 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Куславкка районӗнчи Шăнчас ялӗнче ҫуралнӑ.

1975 ҫулта Енӗшри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Совет ҫарне хӗсмете кайнӑ. Демобилизациленнӗ хыҫҫӑн Куславкка райисполкомӗн культура уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. Унтан Чӑваш патшалӑх университечӗн (халӗ И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ) филологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ те ҫак аслӑ шкулӑн чӑваш литература кафедринче ӗҫленӗ[1].

1984–1996 ҫулсенче Анатолий Смолин республикӑри «Ҫилҫунат» журналра тӗрлӗ должноҫсенче ӗҫленӗ, тӑватӑ ҫул хушши ҫак кӑларӑмӑн ачасемпе ҫамрӑксен редакцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1996–1999 ҫулсенче Чӑваш Республикин Президенчӗн (халӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ) пресс-секретарӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Смолина Людмина Валериановна мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çуратса ӳстернĕ.

2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ, ӑна унтах пытарнӑ[2].

Пултарулӑхӗ

Хăй каланă тăрăх шкулта 7-мĕш класа çитиччен вырăсла кăна сăвăсем çырнă. Кайран вара, Есенин сăввисене Петӗр Хусанкай куçарăвне вуласан чăвашла çырма пуçланă.

Ҫак кӗнекесен авторӗ:

  • Ҫаврӑм (1991);
  • Кĕтрет кĕтесĕ (1994);
  • Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе (1999);
  • Заметы (вырăсла, 1990);
  • Сын Чудикас (вырăсла, 2000).

А. С. Смолин куҫару ӗҫӗпе аппаланнӑ. Вӑл вырӑсла чӑваш сӑвӑҫисен: К. Ивановӑн, Ҫеҫпӗл Мишшин, Я. Ухсайӑн, П. Хусанкайӑн, Ю. Айдашӑн, П. Афанасьевӑн тата ыттисен хайлавӗсене куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вырӑсларан чӑвашла А. Пушкин, С. Есенин, И. Елисеев сӑввисене куҫарнӑ. Вырӑсла тата чӑвашла вунӑ ытла сӑвӑ тата проза пуххине пичетлесе кӑларнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Анатолий Семенович Смолин. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  2. ^ Не стало Анатолия Семеновича Смолина. Поэта, переводчика, заслуженного работника культуры ЧР, члена ЛДПР. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.